Шырав
Шырав ĕçĕ:
тейӗп (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Тӳрре тухас тейӗп — мана хам чӗлхе-ҫӑварӑмах айӑпа кӑларӗ; айӑпӑм ҫук пулсассӑн та, Вӑл манах айӑплӑ тӑвӗ.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Авессалом хӑйӗн тарҫисене хытарсах каласа хунӑ: сыхӑ пулӑр, Амнон чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсассӑнах, эпӗ сире: «Амнона тапӑнӑр» тейӗп те, эсир хӑраса ан тӑрӑр — вӗлерӗр ӑна; эпӗ сире ҫапла хушатӑп, хӑюллӑ та паттӑр пулӑр.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ; 19. ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар; 20. эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп; 21. тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ; 22. эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать; 23. эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей Турра каланӑ: акӑ эпӗ Израиль ывӑлӗсем патне пырӑп та вӗсене: сирӗн аҫӑрсенӗн Турри мана сирӗн пата ячӗ, тейӗп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн, 43. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп, 44. «хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн хуҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.