Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатрӗ (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик аран-аран ҫӑварӗнчи юрне тасатрӗ, ӳсӗркелесе йӑнӑшма пуҫларӗ.

Старик с трудом освободил забитый снегом рот и, откашлявшись, принялся горестно стонать.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл силленкелесе илсе ваткӑллӑ халат ҫумне ҫыпӑҫнӑ хӗвелҫаврӑнӑш хупписене тасатрӗ, анчах ҫӑварне уҫма та ӗлкӗреймерӗ, ватӑ Чу йӗкӗлтесе ҫапла персе ячӗ:

Он отряхнул ватный халат, на который налипла подсолнечная шелуха, но не успел он еще и рта открыть, как старик Чу, иронически улыбаясь, спросил его:

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл чӗлӗмне шаккаса тасатрӗ, унтан каллех махорка тултарса туртма пуҫларӗ, пуҫне ҫӗклемесӗрех малалла каларӗ.

Она выколотила трубку, снова набила ее табаком, закурила и, не подымая головы, продолжала:

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Дэ-шань арӑмӗ ун ҫинчи юра тасатрӗ, урисене шӑпӑрпа шӑлчӗ, унтан тӗпеле иртме сӗнчӗ.

Жена Лю Дэ-шаня провела гостью в комнату, заботливо отряхнула с нее снег, обмела веником туфли.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӳнсе кайнӑ хыр тӗлне ҫитсен, каччӑ чарӑнчӗ, урисемпе ҫемҫе юра тапкаласа тасатрӗ.

Провожатый остановился у поваленной сосны и разгреб ногами мягкий снег.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, Сяо Сян ҫӗлӗкӗпе пальто ҫинчи юра шӑлса тасатрӗ, Ли арӑмӗнчен чӗлӗмпе махорка ыйтса илчӗ, кӑмакаран кӑвар илсе килсе пачӗ.

Она вскочила, заботливо отряхнула снег с его пальто и шапки, попросила у соседки табак и трубку и принесла из печи уголек.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унтан васкаса ҫаннипе кан хӗррине шӑлса тасатрӗ те, хӑнана ларма сӗнчӗ:

Потом суетливо вытерла рукавом край кана и заботливо пригласила:

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл калаҫнӑ хушӑрах чӗлӗмне сӗтел кӗтессине шаккаса тасатрӗ.

И выбил трубку о стол.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пирӗн группа темиҫе кун хушшинче хамӑра панӑ фронтри участока фашистсен «сунарҫисенчен» тасатрӗ.

Наша группа за несколько дней очистила от фашистских «охотников» порученный нам участок фронта.

8. Командировка // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Циркра ӗҫлекен ҫын ӑна ҫуса тасатрӗ, ачашларӗ, шӑртне тураса якатрӗ.

Служащий цирка вымыл её, пригладил, причесал.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Учительница мана хӑй патне илсе кӗчӗ, куҫҫулӗсене шӑлса тасатрӗ, унтан ҫири пиншакпа ҫӗлӗке хыврӗ те сасартӑк: — Санӑн хӑлхуна тӑм илнӗ-ҫке! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Учительница вытерла мне слёзы и повела к себе; она сняла с меня курточку, шапку и вдруг испуганно воскликнула: — Да у тебя ухо обморожено!

4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Унта унӑн ӳтне, вакланса пӗтнӗ хӗҫ-пӑшалӗпе юнланнӑ тумтирне хывнӑ хыҫҫӑн, хумсем ҫинче тытса ҫуса тасатрӗ; вара, хӑйӗн хура тогине хывса, Крикс ӳтне ҫавӑнпа чӑркарӗ те лашасем тӑракан вырӑна кайса хума приказ пачӗ.

Сняв с тела продырявленные доспехи и окровавленную одежду, он погрузил его в волны и тщательно обмыл: затем, скинув с себя темную тогу, завернул в нее труп и приказал его отнести туда, где стояли в ожидании кавалеристы и лошади.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл пӳрнисемпе пучахран тырӑ пӗрчисене шӗкӗлчесе хӑлчӑкне тасатрӗ.

И он пальцами стал вынимать из колоса зёрнышки.

Ҫӗр айӗнчен ҫӑкӑр ӳсни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Клава ҫуса тасатрӗ те, чулсене уланкӑ патне ячӗ.

Клава помыла и напустила камешков к окуньку.

Эпир киле таврӑнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара эпир, хамӑр пата, каютӑна кайрӑмӑр, асанне ман пиншака нӳрлӗ тутӑрпа шӑлса тасатрӗ.

И мы пошли к себе в каюту, и бабушка курточку мокрым вытирала.

Эпӗ Витьӑпа ҫапӑҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне нумайччен кӑмпа тасатрӗ, хӑй текех, эпир Киева каятпӑр, терӗ.

А бабушка всё грибы чистила и всё говорила, что мы в Киев поедем.

Кушаксем ҫинчен тата эпӗ асаннене кӑмпа кӑтартни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вулама пуҫӑниччен секретарӗ, яланхи пекех, тутӑрсӑр-мӗнсӗр сӑмсине шӑнкартса тасатрӗ те хӑйӗн кулленхи сассипе ҫапла вулама тытӑнчӗ:

Секретарь, сделавши обыкновенный свой приступ, который он всегда употреблял перед начатием чтения, то есть без помощи носового платка, начал обыкновенным своим голосом таким образом:

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Вӑл, кӗсйинчен тутӑр кӑларса, сӑмсине ҫавӑн пек хӑйса тунӑшӑн айӑпласа, тути ҫинчи табакне веҫех шӑлса тасатрӗ.

Он вынул платок и смел с верхней губы весь табак, чтобы наказать дерзость его.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Гусев сӗтел кӗтесне вырнаҫрӗ те ҫиме пуҫларӗ, — ҫӑтӑххӑн, аллисене шӑлаварӗнчен шӑлса тасатрӗ, фляжкӑран сыпкӑмларӗ те какӑрчӗ, шӑнса пӑсӑлнӑ пырӗпе хыттӑн калаҫма пуҫларӗ:

Гусев присел на угол стола и стал есть — жадно, вытер руку о штаны, хлебнул из фляжки, крякнул, — сказал простуженным басом:

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось мӑка сирсе тасатрӗ те алӑка аран-аран уҫрӗ.

Лось разгрёб мхи и с трудом отворил её.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех