Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑхнипе (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыранах килне каятӑп, суда паратӑп, — тарӑхнипе кӑшкӑраша пуҫларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тенюк йӑхӗнчен пулнӑскерсем — хӑмла типӗтнӗ ҫӗрте ӗҫленӗскерсем — те тарӑхнипе, те кӗвӗҫнипе Паймука «укҫа хурчӗ» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсӗ усал ҫак ҫырӑва тарӑхнипе ҫурса тӑкман; эсӗ ӗненсе лартнӑ, мана кӳрентерме хӑтланнӑ?!

Ты не разорвала с негодованием злое письмо; ты поверила, спешила оскорбить меня?!

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Вӑл мана курасшӑн мар», — тарӑхнипе Джесси Моргианӑна ӑсатма тухасшӑн марччӗ, ҫапах кӑмӑлне малтанхиллех ҫемҫетрӗ те хапха патнелле вирхӗнчӗ, чӑматансем йӑтнӑ тарҫӑсемпе килекен аппӑшне кӗтсе илчӗ.

«Она не хочет видеть меня», — сказала Джесси и, рассердясь, решила не провожать Моргиану, но, как всегда, смилостивилась и пошла на подъезд. Стараясь быть веселой и приветливой, Джесси встретила выходящую, в сопровождении слуг с чемоданами, сестру.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тарӑхнипе ытлашширех персе ятӑм ахӑр, кирлӗ мар персе янӑшӑн мана каҫарма ыйтатӑн; алӑка тӗллесе кӑтартрӑм та хам тӳрех кунтан кайрӑм, мӗншӗн тесен ҫапларах шухӑшларӑм: енчен те мана шӑнкӑравлатӑн тӑк — пӗлех эппин: эпӗ алӑк умӗнче йытӑ пек вӗлтӗртеттерсе тӑмастӑп, хамӑн ӗҫӗмсемпе ҫӳретӗп.

В сердцах я наговорила лишнее и прошу меня извинить, если не так сказала, только показала на дверь, а сама скорее ушла, потому что, думаю, если ты меня позвонишь, так знай же, что я не вертелась у двери, как собака, а была по своим делам.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫакна курсан, тӗлӗннипе тата тарӑхнипе Валерин хӑлхисем пӑчӑр-пӑчӑр хӗрелчӗҫ, Илемпи ҫине шикленсерех пӑхса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл тарӑхнипе чӗтрет.

Он трясся от гнева.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тарӑхнипе чутах йӗрсе яраттӑм, анчах тытӑнса тӑтӑм, мӗншӗн тесен юлашки вӑхӑтра пӗр ыйтупа ҫине-ҫинех минрешетӗп:

Я едва не заплакал от злости, но удержался, так как с некоторого времени упорно решал вопрос:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вара Сухарев тарӑхнипе ҫурӑлсах кайтӑр!» тесе шухӑшларӑм.

Пусть тогда Сухарев сдохнет от досады!»

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ӑнсӑртран лекрӗ! — Гравелот ҫапла хӑтланнӑран тарӑхнипе кӑшкӑрса ячӗ Ван-Конет.

— Случайное попадание! — закричал Ван-Конет, разозленный выходкой Гравелота.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл Давенанта асӑрхарӗ, анчах ҫавӑнтах тарӑхнипе хӗрелсе кайрӗ.

Она сразу узнала Давенанта, но, узнав, покраснела от возмущения.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Ҫитет! — тарӑхнипе чӗтреве ерсе сиксе тӑчӗ вӑл.

— Довольно! — заявила она, дрожа от негодования.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл тарчӗ, эпӗ вара тарӑхнипе заводран тухса кайрӑм.

Он убежал, я же рассердился и покинул завод.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Эпӗ тарӑхнипе хӗремесленсе вӗсене персе пӑрахма хатӗрччӗ, анчах кая юлтӑм; совеҫӗмпе калас тӑк, паллах, ултавҫӑ графа вӗлермеллеччӗ.

А я, вспылив, готов был стрелять в них, но было уже поздно и, по совести, следовало бы убить обманщика-графа.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Эсир темӗн пытарас шухӑшлӑ пулни тата никама та каласа кӑтартманни пирки шухӑшлама пуҫлатӑп та — тарӑхнипе шӑнӑр туртса лартать».

Со мной прямо делаются корчи, когда я подумаю, что вы имеете право что-то скрывать и не расскажете никому».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

— Туянма мансах кайнӑ, — Спринг хӑйне сапаланчӑклӑхшӑн тарӑхнипе тарласах кайрӗ.

— Даже и купить забыл, — смущенно сказал Спринг, вспотев от досады на свою рассеянность.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Каланӑ сӑмахсен тӗшшине виҫсе-уйласа вӑл пӗр вӑхӑт хускалмасӑр тӑчӗ; унтан нимӗн шухӑшламасӑр, нимӗн чӗнмесӗр тата иккӗленмесӗр, тарӑхнипе чӗтресе револьвер кӗпҫине тӑнлавӗ патне ҫӗклерӗ.

Он постоял некоторое время, не двигаясь, как бы взвешивая смысл сказанного; затем без рассуждений и колебаний, дрожа от гнева, поднес к виску дуло револьвера.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Эсӗ маншӑн тек утаман мар! — терӗ хӑй, тарӑхнипе хӑрӑлтатса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тарӑхнипе вӑл ҫине-ҫинех поляксем енне икӗ хут персе ячӗ, юрать-ха хӑй ӑссӑрла хӑтланнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ: ара, леш полицейскисене, шел, патрон нумай паман, ҫавӑнпа Ваньккапа Никифоровӑн та сахал юлчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн сасси чӗрене ҫурать, хурахсене тарӑхнипе шӑла ҫырттарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех