Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тава (тĕпĕ: тав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл – «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», Чӑваш Республикин «Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ» бюджет учрежденийӗн археологи пайӗн аслӑ наука сотрудникӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашсен пултаруллӑ археологӗсем нумаях та мар...» // Леонид Атлай. https://vk.com/wall781919061_238

Хыҫра ватӑ тракторист, тава тивӗҫлӗ механизатор, хисеплӗ колхозник ларать, Кивар хӑй те икӗ ҫул каялла ҫеҫ-ха трактористчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Ку ыйтӑва та вӑл хӑйне евӗр, хӑй тӗллӗн, хӑюллӑн, санпа та, манпа та тава кӗрсе кайма пултарассинчен хӑрамасӑр татса пани паха.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркин ӑна сӑмах панӑ вӑхӑтра халӑх алӑ ҫупни кӗрлесе тӑчӗ те, эпӗ «…управленири… тава тивӗҫлӗ строитель Тарас… сӑмах илет», тенине ҫеҫ илтсе юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепри тата пуҫне ватать-ватать те, шутласа кӑларма ӑс ҫитереймен енне, Ҫтаппанпа тава кӗрсе кайма пӑхать:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн аграри, ҫут ҫанталӑк тата экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Алексей Шурчанов, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Валентин Агафонов, АПК ветеранӗсен республикӑри канашӗн председателӗ Александр Самылкин, АПК ветеранӗсен хисеплӗ председателӗ Василий Шадриков, аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, Ял хуҫалӑх министерствин ветеранӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Лидия Семенова, Евлалия Васильеван ывӑлӗ — Владимир Зайцев тата унӑн ҫемйинчи ытти ҫывӑх ҫынсем, республикӑри муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе продукцие хатӗрлекен промышленноҫри предприятисен ертӳҫисем, АПК ветеранӗсем, аграри университечӗн преподавателӗсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Социализмла Ӗҫ Геройӗ, РСФСР, ЧР тава тивӗҫлӗ агрономӗ, Ленин тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсен кавалерӗ, 1950-1963 ҫулсенче пирӗн округри «Победа» колхозра тӗп агрономра ӗҫленӗ Евлалия Ивановна Васильева хӑйӗн мӑшӑрӗпе Василий Васильевич Зайцевпа пӗрле республикӑри ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

2020-мӗш ҫулта ӗҫне кура вӗсем «Раҫҫей халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ» ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Добровидение» фестивале Чӑваш Енрен «Уяв» хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_1zfDt63nGo

Кунта та — сирӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗр, хисеплӗ библиотекарьсем!

Куҫарса пулӑш

Майӑн 27-мӗшӗнче — Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунӗ // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... un-3275731

Паянхи Алексей Шадриков — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

РФ тата ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ паян та халӑх хушшинче — ял старостин пӗрле канашламалли, тумалли тупӑнсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хисеп кӗнекине кӗртрӗмӗр // Надежда БАЙМУШКИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... bce%d1%80/

Йӗпрӗҫ тӑрӑхӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ялӗнчи Светлана Акшарова Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин Орест Ивановича ӑшӑпа аса илсе каласа кӑтартнӑ.

Заслуженный художник России Виктор Бритвин с теплом вспомнил Ореста Ивановича и рассказал о нем.

Орест Филиппова халалланӑ курав уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34968.html

Ҫак туслӑ йышра ҫут ӗҫ отличникӗ те, тава тивӗҫлӗ учитель те, вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Тимофеевсен педагогикӑри пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – 515 ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0% ... %82%d0%b0/

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ эколог ята та илнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Вӗсен пӗтӗмпе династире 30 ҫын шутланать, ӗҫ стажӗ 250 ҫула ҫитнӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ тава тивӗҫлӗ пысӑк хисепе те илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, публицист, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш тата Тутар Республикисен культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валери Туркай пуҫарнипе вӑл 5-мӗш хут иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Чӑваш тӗррине хатӗрлес тӗлӗшпе ирттернӗ мастер-класа Елчӗкри ачасен искусство шкулӗн преподавателӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Римма Парферьева та хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

Радикӑн ашшӗ те амӑшӗ те — искусство ҫыннисем, амӑшӗ — Республикӑн Тава тивӗҫлӗ артистки.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Спектакле лартаканӗ — Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Л. Родионов.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех