Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑшра (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫӑ сывлӑшра, ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса, вӑрман кайӑкӗсен юррине итлесе!

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл пусма ҫинчен аннине курса, Турунов, монтажниксене пӗрехмай васкатаканскер, пӗрехмай кускаласа ҫӳрекенскер, Григориу килсе ҫитнине курса, пушшех те вӗриленсе-тарӑхса кайнӑскер, ӗнтӗ сывлӑшра сулланакан панеле «пукансем» ҫине антарса лартма хушать.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кудряшов ҫапла ыйтсан, бригадир хӑма татӑкӗ ҫине анас пурттине сывлӑшра тытса чарчӗ те пуҫне ҫӗклерӗ, анчах секретаре куҫран пӑхаймарӗ, пирӗн еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса, кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ, куҫне тем кӗнӗн шӑлкала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ман ӳпкевӗм чи малтанах — стройтрест пуҫлӑхӗсене, — шӗвӗр пӳрнине сывлӑшра силлесе илчӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл икӗ аллине харӑс ҫӗклерӗ те вӗсене, ӑмӑртура ҫӗнтернӗ штангист пек, сывлӑшра силлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта, тимӗр колоннӑсен «катинче», сварка ҫутисем чалтӑр! чалтӑр! сирпӗнеҫҫӗ, хӑватлӑ крансем ҫӗклесе илнӗ ҫӗршер пӑтлӑ тимӗр каштасемпе бетон плитасем сывлӑшра сулланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сулахайра, сывлӑшра, Мускав кӗперӗн чугун чӗнтӗрӗ ярт тӑсӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Унччен маларах шкул умӗнхи пӗлӳ илекенсем ҫеҫ ташланӑ пулсан. Кӑҫалтан ӑна уҫӑ сывлӑшра пысӑк йышпа ирттерме пуҫлама тӗллев лартрӑмӑр», – тет Шупашкар хулин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Вӑл ӳсен тӑран тата аш-какай апатӗнче, ӗҫмелли шывра тата сывлӑшра пур».

Куҫарса пулӑш

Щит евӗрлӗ пар чирӗсем ҫинчен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Jv1OXBFrT5s

Врачсен кирек хӑҫан та сӑмахӗ ҫакӑн пек: нихҫан та ытлашши пӑлханмалла мар, стресс тенинчен сыхланмалла, уҫӑ сывлӑшра ытларах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑнта шыв айӗнче, ҫӗр ҫинче, сывлӑшра кирлӗ 200 ытла хатӗр туса кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Апат-ҫимӗҫ, сӗтеклӗ чашлама та уҫӑ сывлӑшра тутлӑрах пиҫсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ватлӑха шӑплӑхра, уҫӑ сывлӑшра ирттересшӗн вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

…Халӗ ӗнтӗ тул та ҫутӑлса ҫитнӗпе пӗрехчӗ, анчах сывлӑшра пурпӗрех кӑнтӑрлахи тӗслӗ ҫутӑ марччӗ-ха — кӑвак ҫутӑччӗ, хулӑн кӗленче витӗр пӑхнӑ евӗрлӗрех.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Симӗс, кӑвак, хӗрлӗ, сарӑ, кӗрен, сенкер чечексем куҫа алчӑратса яраҫҫӗ, ҫемҫе ҫерем ҫинче пӗчӗк те кӑтра путексем сиккелеҫҫӗ, сывлӑшра, чӗвӗл-чӗвӗл туса, ҫиҫӗм евӗр ҫӑмӑл ҫунатлӑ чӗкеҫсем вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫӑлтӑрсем темшӗн шултра курӑнчӗҫ, анчах тепӗр самантранах чӑлтӑр-чалтӑр туса сапаланчӗҫ те, сывлӑшра кӑвак, хӗрлӗ, симӗс ҫутӑсем ункӑланса шӑва пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Сывлӑшра чӗр-кӗмӗл пек тумламсем йӑлтӑртатрӗҫ, аслати аякра кӗмсӗртетрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анчах ман ума ҫитсен вӑл кӑшт ҫеҫ тӑчӗ те, сывлӑшра хумханкаласа-чӗтренсе илсе, ҫӳлелле вӗҫсе кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сывлӑшра ҫамрӑк тополь ҫулҫисен пылак шӑршийӗ хумханса тӑрать, тата ҫав вӑхӑтрах каҫ енне сивӗне пуҫланӑ кивӗ чул ҫуртсен темле сулхӑн шӑршийӗ те кас-кас сисӗнкелесе илет…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Каҫӗ ӑшӑ тӑратчӗ, сывлӑшра ҫӑмӑл юр пӗрчисем вӗҫкелеҫҫӗ, юпасем ҫинчи электричество ламписем патӗнче вӗсем шурӑ лӗпӗшсем евӗр курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех