Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑнса (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр тӗлте, ватӑ ҫӑка ҫинче, салакайӑксем, «профсоюз пухӑвне пухӑнса», хӑйсен пӗр-пӗр айӑпа кӗнӗ тӑван-туканӗн ятран тивекен ӗҫне-хӗлне тавлӑн-шавлӑн сӳтсе явса хаклаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Шкул хапхи умӗнче ҫамрӑксем пӗтӗҫрӗҫ те пӗр-пӗрне сывпуллашу каҫӗнче мӗн каламасӑр юлнине юркаларӗҫ, сӑмах айне пулнӑ сӑмахӗсене «сӑмах пачӗҫ», тӑрламасӑр юлнӑ кӑтӑкла шӳчӗсене тӑрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хӑйӗн адресӗпе ылмашӑнчӗ, япшар чӗлхеллисем пӗр-пӗрне яланах асра тытса пурӑнма, «ҫавра» датӑсенче каллех пухӑнса уявлама чӗнсе тӗрӗлтетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Симӑна хирӗҫ пӗр ушкӑн ҫамрӑк пухӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Апат вӑхӑтӗнче хӑшӗсем мечӗкле выляҫҫӗ, теприсем хаҫат-журнал вулаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем пӗрле пухӑнса тенкелсем ҫинче калаҫса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ку таранччен ыттисем калаҫнине шӑпӑртах итлесе тӑнӑ мастер тем хушӑра пухӑнса тӑнӑ рабочисем умне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Юлташсем! — терӗ вӑл, пурте пухӑнса ҫитсен, — пирӗн участок ҫав тери таса мар, ҫавӑнпа вӑхӑта нумая тӑсмасӑрах ӑна тирпей кӗртер.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Унта вулӑсри чухӑн хресченсем, революци налукне валеҫме пухӑнса, Ленина саламланӑ, пӗтӗм тӗнчери пролетариат Интернационал ялавӗ айӗнче пӗрлешессе ҫирӗп шанса тӑни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

«Эпир, Етӗрне хулинчи тата уесри коммунистсем, хамӑр уесри пӗрремӗш конференцие пухӑнса, Сире, Владимир Ильич, хӗн-хурпа асапран ҫӑлӑннисен, ҫӗр ҫинче коммунизмӑн ҫӗнӗ тӗнчине тума тытӑннисен Аслӑ ҫулпуҫне, хӗрӳллӗ саламлатпӑр… Сывӑ пултӑр ҫӗр ҫинче социализм!» — тесе ҫырнӑ ку телеграммӑра.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ҫук, ку ятпа митинг мар, виҫ-тӑваттӑн пухӑнса калаҫни те пулмарӗ кунта, кашниех хӑй вырӑнӗнче ӗҫлерӗ, земснарядсем пӗр тикӗссӗн кӗрлерӗҫ, пульповодсем тӑрӑх хӑйӑр чашкӑрса юхрӗ, крансем темиҫешер тонна таякан хурҫӑ пӑрӑхсене ача тетти пек вылянтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Темиҫе минутран Урсэкие Анишорӑпа, Викторпа, Горовицпа тата ытти вӗренекенсемпе пӗрле килсе ҫитнӗ ҫӗре красноармеецпа карчӑк тавра халӑх нумай пухӑнса тӑнӑ.

Когда несколько минут спустя Урсэкие возвратился в сопровождении Анишоры, Виктора, Горовица и других учеников, вокруг красноармейца со старушкой уже стеной столпился народ.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унта та кунта ҫынсен ушкӑнӗ пухӑнса тӑнӑ.

Тут и там стояли группами люди.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор тавра пухӑнса тӑнӑ каччӑсемпе хӗрсем патӗнчен Доруца уйрӑлчӗ те столовӑйне кӗмелли пусма картлашки ҫине улӑхса кайрӗ.

Доруца отделился от группы парней и девушек, стоявших вокруг Виктора, и поднялся по ступенькам к двери столовой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем тӑтӑшах пӗр-пӗринпе калаҫрӗҫ, малалла мӗн пуласса кӗтсе ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӗр ҫӗрелле пухӑнса тӑчӗҫ.

Ребята переговаривались, собирались кучками, дожидаясь, что будет дальше.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сирӗнпе эпир кӗҫех тепре пухӑнса калаҫӑпӑр.

Вскоре мы соберемся снова.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑнтӑрла Фабиан господина ямшӑкӗ, каҫхине хуралҫӑ пулса ӗҫлекен Ҫтаппан пичче, пурте пухӑнса ҫитсен, мастерской алӑкне тул енчен питӗрсе илет.

Когда все соберутся, дверь, как обычно, должен был запереть дядя Степа, который днем служил кучером у Фабиана, а ночью работал сторожем.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, шкул дирекцийӗ Цэрнэне пысӑк парӑма кӗнӗ пулать: ҫав укҫа ӑна ӗҫшӗн темиҫе ҫул хушши тӳлеменнипе пухӑнса пынӑ имӗш.

Поговаривали, что дирекция школы задолжала мастеру Цэрнэ большую сумму, которая возрастала из года в год.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку территорисенче пухӑнса тӑракан усал шывсене тасатма хӑтлӑ условисем йӗркелесе яма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Пӗрле пухӑнса пурте Иккассине ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Пурте пухӑнса ҫитсен, колхоз председателӗ сӗтел кӗтессине шаккаса илчӗ те сӑмахне пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех