Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарчӗ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен ҫӑмӑл промышленноҫӗ хӑй туса кӑларакан таварсен конкурентлӑхне ӳстерме, ҫӗнӗ условисене хӑнӑхса ҫитме кӑна мар, рынокри хӑйӗн позицийӗсене ҫирӗплетме те, производствӑн импорта улӑштармалли ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене алла илме те пултарчӗ.

Легкая промышленность Чувашии смогла не только повышать конкурентоспособность продукции, адаптироваться к новым условиям, но и укрепить свои позиции на рынке, освоить новые импортозамещающие направления производства.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/12/ole ... ikov-legko

— О-о, — теме ҫеҫ пултарчӗ ҫакна хирӗҫ Эверкки.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Наччасра хутса пултарчӗ, икӗ хурӑн милӗкӗ, вӗсем мунча алкумӗнче речӗпе мӑшӑрӑн ҫакӑнса тӑратчӗҫ, пӗҫерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эсӗ йӑлтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӑн мана, пӑтраштарса ятӑн, — теме ҫеҫ пултарчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ку ҫеҫ те мар-ха, хӑйне унӑн ҫывӑх та ырӑ юлташӗ пек тытса, Лев Саввичӑн сывлӑхне упрама пӗлменшӗн мӑшӑрне пурте илтмелле ятласа илме те пултарчӗ, сӗмсӗр.

И даже имел нахальство, на правах доброго знакомого, громко пожурить его супругу за то, что та плохо заботится о здоровье мужа.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Халӗ, акӑ, пурнӑҫ хӑй тӗл пултарчӗ вӗсене…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗпреҫрен кайнӑ хыҫҫӑн чылай вӑхӑтран кӑна ҫыру яма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ыйтӑва кунта чылайранпа пурӑнакан Варламов кӑна пӑртак уҫса пама пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫӗнни аслине вӗрентмест, — теме кӑна пултарчӗ вӑл Ҫемене.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хам та санпа пӗрлех каям-ха, Санюк халиччен мунча хутса пултарчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа вӑл пӗррехинче кӑна малтанах ҫырса хунӑ кӗске ҫырӑва, ыттисем асӑрхаман чухне, урампа пыракан ачана почта ещӗкне яртарма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать, вӑрҫӑра пӗрле пулнӑ юлташӗ пулӑшнипе, вӑл ун чухне ырӑ ҫынсем тӗлне пулчӗ, вӗсем пулӑшнипе, большевиксемпе явӑҫса кайрӗ, пурнӑҫӑн тӗп тымарне ваккисенчен уйӑрма вӗренчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тухма пултарчӗ

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавна май Чӑваш Ен тӑратнӑ проектсен шучӗпе (17 отрасльти 128 проект) Раҫҫейри регионсенчен пӗрремӗш виҫӗ регион шутне кӗме пултарчӗ.

В результате Чувашия вошла в первую тройку регионов России по количеству представленных 128 проектов в 17 отраслях.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Пӗлтӗр туса хунӑ кластеризаци центрӗ асӑннӑ ӗҫе тапратса яма пултарчӗ.

Заработавший в прошлом году центр кластеризации смог обеспечить запуск работы в этом направлении.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Епле-ха апла: чи ҫывӑх юлташ вӗсен юратӑвне ҫапла сӗмсӗррӗн таптама пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӑшра мӗн пуррине хӗр мучӑшне ҫеҫ каласа пама пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Мӗнле-ха мана ун чухне тӑван анне ҫапла хӗнеме пултарчӗ?

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӗнер те акӑ хӑйне кирлине туянма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хӑрамастӑр-и пӗччен ӗҫлеме? — теме ҫеҫ пултарчӗ Виктор.

Не боишься одна работать? — только и мог сказать Виктор.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Ах, — теме ҫеҫ пултарчӗ ват ҫын.

— Ох, — только и могла сказать пожилая женщина.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех