Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиртен (тĕпĕ: пир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Студентсенчен улттӑшӗ (татах иккӗшӗ тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку ӗҫе хутшӑнаймарӗҫ) илӗм-тилӗм вӑранчӗҫ те ҫӑвӑнса тасалчӗҫ, чей сыпкаларӗҫ, пиртен ҫӗленӗ вунӑ килограмм кӗрекен пӗчӗк миххе ӗҫ хушшинче ҫырткаласа илмелли сивӗ апат (Ула Тимӗрӗн хура ҫӑкӑр чӗлли, виҫӗ пӗҫернӗ ҫӗрулми, килька пулчӗҫ) хурса ҫыхрӗҫ, кӑпӑр-кӑпӑр ӗҫ тумӗпе «хулӑнланчӗҫ», вара, мӗн кирлине илсе, общежитирен тухрӗҫ те ҫерҫилле чӗриклетмесӗр, чакакла чакӑлтатмасӑр сакӑр сехете ҫитмелле чукун ҫул станцинелле ҫул картрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пӗччен мар-ха: татах кӑйттӑ ҫи-пуҫ (лапрашки пиртен ҫӗленӗ кӗпе-йӗм) тӑхӑннӑ виҫӗ хӑрӑнчӑк арҫын ача ҫӑпата сырнӑ (каярахпа паллӑ пулчӗ: кусен пурин те ашшӗсем иртнӗ юнлӑ вӑрҫӑра хупланнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах… пурнӑҫ урапи такӑнчӗ - чир Марийӑна пиртен уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ун пиртен ҫӗленӗ, хул урлӑ ҫакмалли кӗнеке хутаҫӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Арӑма тӳрех, ӗҫе ырана хӑвармасӑрах, чи ҫирӗп пиртен — хамӑр комбинат тӗртсе кӑларнинчен! — вӑрӑм михӗ ҫӗлеме хушрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫамрӑк ҫыннӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнче пиртен ҫӗленӗ шалпар кӗпи ҫинче, мӑкӑнь чечекӗ пек, йӑлмакласа ҫыхнӑ хӗрлӗ лента пур.

На груди у него, на полотняной блузе, горел, как цветок мака, красный бант.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хулпуҫҫийӗ урлӑ пиртен ҫӗленӗ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ, ҫумне ӗҫмелли шыв тултарнӑ кӗленче, кӗленчине кукуруза тунипе пӑкӑланӑ, кантрапа ҫыхса ҫакнӑ.

На веревочке у него болталась бутылка с питьевой водой, заткнутая большой кукурузной кочерыжкой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ҫунса пӗтнӗ тӗле пиртен пуринчен те ҫуннӑ резина шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

— Тӗнчене ҫуралса тухнӑранпа темиҫе кун анчах пурӑнать пулин те, пиртен вӑтӑр ҫул ытла пурӑнакан ҫынсенчен ӑслӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Ҫакна тӑваймасан, пиртен чӑх кулать.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Пӗрремӗш те юлашки пултӑр кунашкал ӗҫ, — терӗ мучи, шурӑ пиртен ҫӗленӗ карттусне хывса тарне шӑлнӑ самантра.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫитменнине вӗсем пурте шап-шурӑ катан пиртен ҫӗлесе чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав ӗҫсене туса пӗтерсен, амӑшӗ пиртен чиперех уйрӑлса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хальччен юсав тумланма юратаканскер, тачка пиртен ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑнса, ҫӑпата сырса ҫӳре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурте шурӑ пиртен е улачаран ҫӗленӗ аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫитса саппун ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шурӑ пиртен ҫӗленӗ йӗмӗсем сӑмалапа вараланнӑ та хура шӑлавар тӗслех курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫине килте тӑватӑ тӗслӗ ҫиппе тӗртсе тунӑ тӑваткӑл-тӑваткӑл чечеклӗ пиртен ҫӗленӗ икӗ аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, кӑкӑр умне улача саппун ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ пиртен тепӗр ушкӑнӗ Петр Петрович патне каять.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пиртен хӑран пулсан, асаннӳпе юнашар лар.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пиртен мӗн ютшӑнмалли?

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех