Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑкӑртатса (тĕпĕ: мӑкӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗттӗм уйра ҫӗрле мӑкӑртатса тӑракан шур кӗпеллӗ старик сасси Ухтивана темшӗн хӑрушшӑн туйӑнса каять.

Ухтивану стало не по себе: в жуткой темноте бормота-нье старца в белом одеянии навевало необъяснимый страх.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Аптӑраса ларать вӑл: «Мӗнле вара ку паян? — Хӑй ӑшӗнче ыйтать вӑл, — Халичченех ҫынсене Юмӑҫ пӑхса параттӑм, Суя сӑмах суяйса Улталаса яраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Ҫӑпатине сапласа Ларнӑ ҫӗрте сисмен те, Ҫын килнине пӗлмен те: Уҫӑ алӑк умӗнче Карчӑк тӑра парать-мӗн, Кӑвак ҫӳҫлӗ старике Ӑшӑ сӑмах калать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Урам леш енче хӗрпе каччӑ мӑкӑртатса калаҫни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ятламас айккӑн ҫаврӑнса выртать те итлеме тытӑнать, унтан хӑй те мӑкӑртатса юрӑ юрлать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине карчӑк мӑкӑртатса чӳк сӑмахӗсене каларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет унпа тек калаҫса тӑмарӗ, юрӗ-ҫке, мӗнле те пулин пурӑнкалӑпӑр тесе мӑкӑртатса илчӗ те лашине малалла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан тутисене пӑркаласа, мӑкӑртатса ӑна чылайччен вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑранипе шартах сикрӗ, хӑвӑрттӑн хӗвел тухӑҫнелле ҫаврӑнчӗ, тем мӑкӑртатса турра кӗл тума тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах вӗсем киле кайма пуҫтарӑнса тухрӗҫ, алӑк умӗнче чылайччен мӑкӑртатса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна аякран курса тӑракан тӗкӗрҫӗсем лашисем ҫинчен анса тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтрӗҫ, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем хушшинче тем мӑкӑртатса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлтӑрта икӗ хӗрарӑм мӑкӑртатса калаҫни илтӗнсе кайрӗ — Пайпике инке сӗт тупса таврӑнчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кунхинех, ашшӗ шеллесе е амӑшӗ хӳтӗлесе мӑкӑртатса ҫӳренипе, Хӑрӑма кӗлетрен уҫса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ой, ҫав мур илесшӗ пупӗсем, канма килекенсене граммофон итлеме кансӗрлеҫҫӗ, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса, чӳречене шалт! хупрӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет килӗ тӗлне ҫитсен Чапкун лашине чарса кӑшт шухӑшласа тӑчӗ, унтан ҫӑмламас мулаххайне пусарах лартрӗ те юрланӑ пек туса мӑкӑртатса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫеҫ мар-ха, юмӑҫ карчӑк алманчӑ тарҫине пӳртне те кӗртмерӗ, тем мӑкӑртатса алӑкне шалтӑрт ҫеҫ питӗрсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, шӑтнӑ пичке ҫул тӑршшӗпе таса мар шыв тӑкса пынӑ евӗр, мӗн киле ҫитиччен ылхан сӑмахӗсем мӑкӑртатса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамыш пӗтӗм кӗлеткипе сӗтел ҫине ишӗлсе аннӑ та мӑкӑртатса тутарла юрӑ юрлать.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл алӑка хупнӑ-хупманах пӳрт хуҫи — пирӗшти валли кӑмака ҫине ҫӑкӑр татки ывӑтрӗ, темскер мӑкӑртатса илчӗ, унтан хӑйне кайри пӳрте илсе кайма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ӑна тӑч хупрӗ, тӗкӗ ячӗ, анчах пӑрӑнса виҫ утӑм тума та ӗлкӗреймерӗ, хапхана тул енчен шанлаттарма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех