Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

меллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
меллӗ (тĕпĕ: меллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытларах тӑрӑшас пулать, — калаҫӑва хутшӑнма меллӗ самант тупӑннӑшӑн савӑнса тӗртсе хучӗ Андрей.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ытлашши япаласем — тӗрлӗрен тӳме, тимӗр е вӑчӑра ҫакса илемлетменрен, вӗсемпе куллен лавккана тухса кӗме меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Мастер-класс иртнӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %d0%bde-3/

Строительство материалӗсем сутассине те меллӗ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх пуянлӑхӗ — тӑрӑшуллӑ ӗҫченсенче // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %87%d0%b5/

Ӑҫта кирлӗ ҫавӑнта — вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫӳреме пулнӑран, унпа усӑ курма питех те меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑха ҫирӗп шанаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %d0%b0cce/

Валитов, меллӗ вырӑн йышӑнса, позицие аманнӑ хыҫҫӑн та пӑрахса каймасӑр, хӑйӗн юлташӗсене каялла чакма пулӑшса автоматран персе тӑнӑ.

Валитов, заняв выгодную позицию, прикрывал автоматным огнём отход своих товарищей, не покинув своего поста даже после ранения.

Валитов Минхайдар Минзалитович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илӗр тата «Госуслуги» сервис урлӑ та ҫырӑнма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗртӑвансем СВО зонинче служит тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... va-3815974

Акӑ тӗплӗн калаҫса татӑлма меллӗ вӑхӑт ҫитрӗ: Козырев таврӑнмарӗ, тен, таврӑнмасть те.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӑларса янӑ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ пурӑнмалла пуласса вӑл шансах тӑрать, кайран вара йышлӑланма тата ӑна юсама меллӗ условисем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра нацпроекта пула Шуратӑл шывне 16 пине яхӑн пулӑ лӗккине янӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3797494

Халӗ питӗ меллӗ – хур чӗпписене пасартан кайса илетпӗр!

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Вӗсенчен пӗр йышшине — тӑварлама, теприсене вара хӗллехи управа хума меллӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑста анисем 10 гектар йышӑнӗҫ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/31/%d0%ba%d1 ... a%d0%bdec/

«Пирӗн организацие диспансеризаци вырӑнтах ирттерме пӗрремӗш хут килчӗҫ. Ӗҫлекен ҫынсемшӗн ку питӗ меллӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен медицина учрежденине кайса тӗрӗсленме вӑхӑт нумай кирлӗ. Кун пек мероприятисем сывлӑха упрама тата ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ», — уҫать шухӑшне почта начальникӗ Маргарита Индюкова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

«Мобильлӗ бригада диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне кӗрекен ӗҫсене ҫыннӑн ӳсӗмне кура пурнӑҫланӑ: функционаллӑ тата лаборатори диагностики ирттернӗ, ҫав шутра анализсем те илнӗ, куҫӑн шалти юн пусӑмне тӗрӗсленӗ, врач-терапевт консультаци панӑ. Кашни тӑваттӑмӗш ҫыннӑн йывӑр чир пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пек пациентсене диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрне яратпӑр. Ҫавӑн пекех ӗҫлекенсене флюорографи тата маммографи меллӗ вӑхӑтра тухма май паратпӑр. Почта ӗҫченӗсене чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тесен мӗн тумалли, гипертони кризӗ, ҫивӗч коронарлӑ синдром тата пуҫ мимин юн ҫаврӑнӑшӗ тӑрук пӑсӑлсан мӗнле пӗрремӗш пулӑшу памалли ҫинчен каласа панӑ», — пӗлтерет больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Меллӗ самантпа усӑ курса Артемий Васильев тапӑнса вылякан шайбӑна хапхана площадка варринченех вӑркӑнтарчӗ: 4:2!

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Тен, меллӗ самантпа усӑ курса тутанса та пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Ҫавӑн пек чух ун таврашӗнче пӗр-икӑ пуш кӗленче ҫаклатса кайма питӗ меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пӗве юнашарах-ҫке, пуҫне пырса кӗчӗ шухӑш, ку чи меллӗ вариант.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Меллӗ вырнаҫнӑ вырӑнтан тӑрас килмерӗ вӗсен, ҫавах та хӑйсене ҫӗнтерсе йӑраланса тӑчӗҫ вӗсем, вара вӑй ҫукран сулкаланса аран-аран ҫитрӗҫ киле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӑҫан тата пулӗ кун пек меллӗ самант.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӑшт тӑрсан, меллӗ самантпа усӑ курса, Вихтӗр ашшӗнчен ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илӗр тата «Госуслуги» сервис урлӑ та ҫырӑнма пулать.

Куҫарса пулӑш

Зианчура районӗнчи боец СВОн малти лининчен сӑвӑсем ярса парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3763323

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех