Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ӳлӗмхине пӗлтерекен ҫак кӗнекери сӑмахсенчен кам хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ҫавна чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне те ямӗ, сӑваплӑ хулана та кӗртмӗ, вӑл ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине те нимӗн те илеймӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене илтекене кирек кама та эпӗ ҫапла калатӑп: кам вӗсен ҫумне мӗн те пулин хушать, ун ҫине Турӑ ҫак кӗнекере ҫырнӑ асапсене ярӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мана тата каларӗ: ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене питӗрсе ан усра: вӑхӑт ҫывӑх.10. И сказал мне: не запечатывай слов пророчества книги сей; ибо время близко.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах вӑл мана каларӗ: асту, кун пек ан ту, эпӗ — сана, санӑн пророк тӑванусене тата ҫак кӗнекери сӑмахсене уяса тӑракансене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. «Акӑ кӗҫех пыратӑп! ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене уяса тӑракан телейлӗ!» 8. Эпӗ, Иоанн, ҫакна куртӑм та, илтрӗм те.7. Се, гряду скоро: блажен соблюдающий слова пророчества книги сей. 8. Я, Иоанн, видел и слышал сие.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Варух ҫак кӗнекери сӑмахсене Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата кӗнеке вуланине итлеме пынӑ мӗнпур халӑха, 4. улпутсемпе патша ывӑлӗсене, аслӑ ҫынсене, Вавилонра Суд шывӗ тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗтӗм халӑха, ватти-вӗтти таранах, пӗтӗмпе сасӑпа вуласа панӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пророкла каланӑ кирек хӑш сӑмах та сирӗншӗн — пичет лартнӑ кӗнекери сӑмахсем пекех, ҫав кӗнекене ӗнтӗ вулама пӗлекене параҫҫӗ те: «ҫакна вула» теҫҫӗ; лешӗ вара: «пултараймастӑп, мӗншӗн тесессӗн пичет лартнӑ» тесе хуравлать.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак кӗнекери ӑслӑлӑха, ӑстӑна вӗрентсе каланине эпӗ — Иисус, Сирах ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ, Иерусалим ҫынни — ҫыртӑм, ӑслӑлӑха чӗремрен ҫумӑр ҫунӑ евӗр юхтартӑм.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 21. кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ кӗнекери саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, асамҫӑсене те, терафимсене те, йӗрӗхсене те, Иудея ҫӗрӗнчи тата Иерусалим хулинчи мӗнпур йӗрӗнчӗке тӗппипех пӗтернӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 13. кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.