Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑрӗ (тĕпĕ: кӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ура ҫине тӑрсан ывӑлне кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл, ывӑлне кӑкӑрӗ умне пӑчӑртанӑскер, ӑна кӗрӗк аркипе хупланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унӑн хӑмӑр куҫӗ салху, тулли кӑкӑрӗ кӑлт-кӑлт сикет, шурӑ аллипе хура ҫӳҫ пайӑркисене хурлӑхлӑн тӳрлетет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тарӑннӑн сывлать унӑн кӑкӑрӗ, чӗрине тем ҫитмест, темшӗн хирӗлет вӑл: сиксе тухасла тапать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Сюльдяшова асӑрхарӗ, ӑна чӗнсе илчӗ те кӑкӑрӗ ҫине медаль ҫакса ячӗ, унтан хытарса ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн тӗне хисеплетӗр тесе кӑкӑрӗ ҫине хӗрлӗ сӑрпа хӗрлӗ хӗрес ӳкертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне-хӑй ниепле тытса чараймасӑр Савантер хӗрарӑм кӑкӑрӗ патнелле туртӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрлӗхне упракан пикенни пек чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗ пӗр хӑпарать, пӗр анать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утиялӗ сулахай кӑкӑрӗ ҫинчен йӑлтах сирӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын ҫӑкӑра кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртамасть.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара ӑна кӑкӑрӗ патне ҫывхартмасӑр, алли ҫинче тытсах пӗр чӗлӗ касса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан вӑл пуҫламан ҫӑкӑрне сулахай аллипе илчӗ те кӑкӑрӗ ҫумне хӗстерсе пӗр чӗлӗ касса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн тӗрӗллӗ кӗпе умӗ кӑкӑрне тӑп-тӑп тытса тӑрать, кӑкӑрӗ унӑн чух ҫеҫ палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем акатуйне мӗн тери лайӑх туса ирттереҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах ҫӗр-анне кӑкӑрӗ ҫинче тырӑ-пулӑ пулать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти турӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫ тупма, каярахпа ҫӗр-анне кӑкӑрӗ ҫине вӑрлӑх акса тырпул туса илме вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем те унӑн ачисем, вӗсемшӗн те ҫӗр-аннен кӑкӑрӗ яланах ыратать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуринчен те кайран ҫӗр-анне хӑй кӑкӑрӗ ҫине ҫынсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр вара чӑнах та хӗрӗх чӗрнеллӗ пулнӑ, ун кӑкӑрӗ ҫинче ҫавӑнтан пуҫласа пурнӑҫ вӗресе тӑма тытӑннӑ: йывӑҫ-курӑк шӑтса тухнӑ, тискер кайӑксемпе вӗҫенкайӑксем пурӑнма, хурт-кӑпшанкӑсем вӗҫсе ҫӳреме тытӑннӑ, пулӑсем ӗрчесе кӑйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл путеке йӑтса илчӗ те кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, путеке ҫаплах кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, алӑк патӗнчи путмар патне утса пычӗ те васкамасӑр ун ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех