Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫса (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хулан пӗтӗм инфраструктури ҫӗр айӗнче сарлака галерейӑсемпе, каҫса ҫӳремелли ҫулсемпе тата аркӑсемпе ҫыхӑнса пӗтнӗ.

Со временем вся городская инфраструктура была соединена под землей широкими галереями, проходами и арками.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑлӗ, Коммунистсен партийӗ вӗрентсе ӳстернӗскер, Валерий Чкалов хӑйӗн экипажӗпе, тӗнчере малтанхи хут Ҫурҫӗр полюсӗ урлӑ вӗҫсе каҫса, Тӑван ҫӗршыва чапа кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пӗрремӗш хут, халиччен никам тӗпчемен-пӗлмен пӑрлӑ тинӗс урлӑ вӗҫсе каҫса, икӗ материка сывлӑш ҫулӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫыракансенчен нумайӑшӗ, ав Кавказа кайса килнӗ, Вӑтам Азие урлӑ та пирлӗ каҫса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Сӑмахран, Вӑтам ӗмӗрсенче ҫын вилсессӗн унӑн чунӗ тепӗр тӗнчене шыв урлӑ кимӗпе каҫса каять тесе ӗненнӗ.

Например, в Средние века бытовало верование, что душа усопшего в потусторонний мир отправляется по воде на лодке.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑрӑ пек, хӳме урлӑ каҫса кӗретӗр?

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Халь каласа парӑр ӗнтӗ: мӗн шутпа, мӗн ӗмӗтпе эсир ҫакӑн пек сӗм ҫӗрле ют ҫын килне хӳме урлӑ каҫса кӗме хӑтлантӑр?

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Эп ҫакна сисрӗм те каҫса кайсах вӗрме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Укахви, ҫырма урлӑ каҫса, вӗтлӗх вӑрман тӑваткалӗнчи ҫул ҫине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви урам урлӑ каҫса ҫырмана анчӗ те пӗве пуҫӗпе иртсе ял вӗҫнелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, ӗҫ кипкипех выртнӑскер, салтӑнса ӳкнӗ тутрине тӳшек ҫинче хыпаласа тупрӗ, хуллен ура ҫине тӑчӗ ее урайӗнче выртакан амӑшӗпе вуниккӗри йӑмӑкӗ урлӑ каҫса, ҫенӗке тухрӗ; алӑ сӗмӗпе витре шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсем паҫӑрхи ҫулпах Сухвисен тӗкме карти урлӑ каҫса пахчана кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Инҫе те мар шыв колонки — икӗ урам урлӑ каҫса, темиҫе кил тӑршшӗ кӑна сылтӑмалла чупса каймалла; черет йышӑнас пулать — киоска кайса пӗрер курка сӑра ӗҫсе килнӗ ҫӗре черет ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Шыва — лӗри вӑрман ҫӑлкуҫне, тепри улӑх тӑрӑх каять, эпир, ҫырма урлӑ каҫса, пураллӑ пусса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

– Унта чикӗ вӗт, эсӗ леш енне каҫса кайсанах эпир сана кӗтме пӑрахрӑмӑр.

– Там же граница. Как ты через нее переступил, так мы и перестали тебя ждать.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Темле вӑй техника паркӗ еннелле туртать, ачаранпах, пӗчӗкренпех унталла чӗнет пулсан, тӗлӗкре те тракторсемпе комбайнсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ пулсан, уй-хиртен килекен трактор сассине каҫса кайса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑратӑн пулсан, ҫав сасса хирӗҫ, чи илемлӗ кӗвӗрен те илемлӗнрех илтӗнекен сасса хирӗҫ, ҫунат сарса вӗҫес килет пулсан — уй-хирсӗр пуҫне, тракторсӑр пуҫне, комбайнсӑр пуҫне мӗн илӗрттӗр сана?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Хӑй тата куҫ хывнӑ вырӑналла утмарӗ, тракторсем патне каҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫак хиртен, юр ашса, пӑрлӑ-шывлӑ варсем урлӑ каҫса, миҫе хут улӑм йӑтса таврӑннӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫавӑнпа та Аннушкин ҫуртсем хушшинчен тухсанах йытӑ ҫурине аллине илет те ҫул урлӑ каҫса тепӗр квартала кӗрсен тин ҫӗре ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл, кун каҫса, ҫирӗм чӳлмек сутрӗ, эпӗ пасартан пушӑ лавпа юрласа таврӑнтӑм, хе-хе.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех