Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫару сăмах пирĕн базăра пур.
каҫару (тĕпĕ: каҫару) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулсан Маринӑран е Тимахван мучирен каҫару ыйтни усӑсӑр пулӗ: вӗсем — ҫирӗп чӗреллӗ, таса чунлӑ ҫынсем — хӑйсен шухӑшне нихҫан та улӑштармӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗлӗкхишӗн чӗркуҫленсе ларсах каҫару ыйтма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каҫару ыйтас унран, атту аван мар.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

…Халь, чылай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, ҫавӑн чухне эпӗ пурнӑҫ ҫине ҫиелереххӗн пӑхнӑ май Упандировпа ятсӑр хӗрарӑма виҫерен иртсе тиркенӗ пек туйӑнать те, вӗсенчен каҫару ыйтас килет.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Сирӗн манран урӑххишӗн те каҫару ыйтмалла-ха, — терӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ҫук, нимле каҫару та пулмасть, — тетӗп эпӗ алтарь айӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑҫта илсе каяссине сиссе, улпут чӗтренсе кӑшкӑрма тытӑнчӗ, каҫару ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫару ыйт!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халь манран каҫару ан кӗт.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑн ҫӑкӑрпа тӑварпа, Хӑпартупа, чӑкӑтпа, Кӳнӗ парне пӳлӗхе Ыйтнӑ унтан пиллӗхе — Иртнӗ ӗҫшӗн каҫару, Пулассишӗн пултару.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Федя чи малтан унран каҫару ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир те, ытлашши чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтса, урамалла тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Манран чӗркуҫленсех каҫару ыйтать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Манӑн чун-чӗрем, сӳ-ӳ! туса сӳлетсе илчӗ, ҫак арҫыншӑн, каҫару ыйтса, такам умӗнче чӗркуҫленес те килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Куратӑп: алӑк умӗнче ҫак йытӑсем мана витӗрлесех, ытла та мӗскӗннӗн йӑлӑнса пӑхса, хӳрисене хавшак, каҫару ыйтнӑ пек пӑтраткаласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена ҫав хушӑра пӗр-ик хут та Павӑл патне ҫыру ҫырма шутланӑччӗ, анчах аптра тӑчӗ: ӳкӗнсе каҫару ыйтмалла-и е тӳрех таврӑнма килӗшни ҫинчен пӗлтермелле-и?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах Павӑл та пачах ҫухалса каймарӗ: юратнӑ мӑшӑрӗ умӗнче каҫару ыйтас, ӑна каялла тавӑрас тӗллев тытса, вӑл тепӗр куннех Лена тӑванӗсем патне тухса сӑтӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пирӗн каҫару сана ӗнтӗ пурпӗрех пулӑшайрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кая юлтӑн каҫару ыйтма, Пурис!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, шуйттансемпе кӗрешкелесе, туртӑшса, тӗреннӗ пушмак кӗлипе ҫӗре чӗркелесе пырса, ҫав-ҫавах Турӑ каланипе ӳкӗнесшӗн, унран каҫару ыйтасшӑн пулмарӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех