Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каятӑн (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эс Санюк, кӗҫӗр кунтах юлатӑн-и е йӑмӑку патне каятӑн?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫак пӗр метр тӑршшӗ хуппа чӗлӗх ҫине чӗркесе каятӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Камӑн-тӑр умне хӑйӑр килсе тӑкрӗҫ пулсан, ун патне выляма каятӑн, мӗншӗн тесен тин ҫеҫ илсе килнӗ хӑйӑр нӳрлӗ те ҫемҫе, вӑл пӗлтӗрхи купа пек хытса каймасть, ун ҫинче бульдозерсемпе тӗрлӗ ҫул туса пулать.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

— Шыв кӳме эсӗ те каятӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑҫта каятӑн?

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑҫталла илсе каятӑн эсӗ мана?

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Айтурах, Ҫтаппан, ӑҫта каятӑн эсӗ? — чӗри ырӑ мара сиснипе ыйтрӗ Татьяна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам урхамахпах, хам тӑрантаспах каятӑн.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп тусӗ ҫапла вӗрентсе хӑварнӑччӗ: «Таблетка ҫӑтнӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен хӑв сисмесӗрех ҫывӑрса каятӑн та кайран тап-таса пуҫпа вӑранса каятӑн», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫук, эс Данилӑпа, Кӗпӗрьянпа тата темиҫе ҫынпа пӗрле Шупашкара каятӑн.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хырӑм ҫурӑм ҫумне ҫыпӑҫса ларать те, ҫылӑх мӗн иккенне йӑлт манса каятӑн.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ху каятӑн, ху пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ырансенчех каятӑн пуль апла?

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыраш вырма ик ял урлӑ каятӑн, ҫур тырри вырма — виҫ ял урлӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс ху камне манса каятӑн.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑлт ирӗлсех каятӑн ӗнтӗ ҫакӑнта ӑна хирӗҫ пулас пулсан.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Курбский еннелле ҫаврӑнчӗ патша, — Щенятев княҫпа пӗрле Сылтӑм полка ертсе каятӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулу сан ҫакӑн пек: Мускавран Рязане тухатӑн, вара Мещера урлӑ Сӑр шывӗ патне каятӑн, ыттисене унта кӗтетӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода хулана пырса кӗрет, эс ҫав вӑхӑтра тухса каятӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каятӑн апла, атте? — терӗ Офоня.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех