Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шигалее вӑл нимӗн те каламасть, анчах воевода хӑйне мӗншӗн канӑҫсӑр тытни ахалех паллӑ мар-и вара?
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пуҫра канӑҫсӑр шухӑшсем пӑлханаҫҫӗ.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Канӑҫсӑр иртрӗ Эльгеевӑн казармӑри юлашки ҫӗр.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак канӑҫсӑр шухӑшсемпе тепӗр кун ирхине Павлушпа Тимуш тупнӑ чемоданпа хут таткисене Губчекана леҫсе пачӗҫ.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Турӑҫӑм! Евӑпа юнашар Саша утать. Мӗншӗн килсе тухнӑ вӑл? Тен, вӗсем венчете тӑма ӗлкӗрнӗ?» — вӗлтлетсе иртрӗ Павлуш пуҫӗнче канӑҫсӑр шухӑш.
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав тери канӑҫсӑр туйрӗ хӑйне хӑй.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Детрея арӑмӗн тӑрӑшулӑхӗ савӑнтарать, анчах урҫан канӑҫсӑр пурнӑҫӗ унӑн илеме хакласлӑх туйӑмне самаях сӳрӗклетнӗрен вӑл пӗлнинчен ытларах тӗшмӗртет: Джесси ӗҫӗ — лайӑх.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Мӗн пуласса пӗлмесӗр, ҫапах та теме шанса Гервак канӑҫсӑр хӑпартлану та, кӗтмен ҫӗртен тупӑннӑ ҫӑлӑнӑҫ тӗлӗшпе те телей саманчӗсене туймасть; унӑн шанчӑкӗ ҫав тери тӑвӑр та лутра, — тутине ҫыртса лартнӑ шанчӑк.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Детрей унӑн вӑйне хапхаран кӗнӗ чухнех урисен йывӑрлӑхӗнчен тата ирӗклӗн сывлама кансӗрлекен канӑҫсӑр хумхануран туйрӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл тытӑнкӑллӑн вичкӗн, Ботвель тимлӗ те канӑҫсӑр.
XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Гез ун патӗнче тӑватӑ хутчен чарӑннине, лайӑх тӳленине, тарҫӑсене те укҫан хавхалантарнине, тепӗр чухне кунта ҫӗр каҫманнине, пӗтӗмӗшпе — канӑҫсӑр хӑна пулнине каласа кӑтартрӗ те Гарден — комиссар ӑна ӗҫ тӗшши ҫине куҫма ыйтрӗ.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Биче ман ҫине канӑҫсӑр шухӑш вӑйӑмӗпе тӗмсӗлнӗ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Манӑн хуҫасен пӗлӗшӗсем салам сӑмахӗпе киле-киле каяҫҫӗ, пӗр-пӗрне темӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ е вӑрттӑн калаҫма айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ; кӗскен — канӑҫсӑр сӗм, ун ҫийӗн селӗм-хитре алӑсем сапалакан конфетти ҫумӑрӗ тӑкӑнать.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шав кӗрлеве куҫрӗ; сасӑсем пирӗн хыҫра та, чӗрӗлнӗ, канӑҫсӑр ту хушӑкӗнче те, талккӑшпех курӑмланса-янӑраса пур енчен те илтӗнеҫҫӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Обществӑн мӗн пур сийӗпе тӗл пулса-ҫыхӑнса вӗсен канӑҫсӑр, ӑнтӑлуллӑ та хӑюллӑ ҫынсене, паллӑ марлӑха кӑмӑллакансене, таҫти-таҫти инҫетри хӑрушӑ ҫулсем, тем те пӗрлӗхпе ҫӗнтерӳсем пирки ӗмӗтленекенсене шыраса тупмалла, вӗсене пуҫтармалла та кунта ӑсатмалла — ӑҫта-ӑҫта та, кунта вӗсен шухӑш-ӗмӗт хастарлӑхӗ, тӗрлӗ туртӑмӗ мӗн ӗмӗтленнине ытлашшипех шыраса тупаять.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунсӑр пуҫне Фаркугар хӑйӗн поварне шелсӗррӗн хӗнет; йӗнертен хӑпмасӑр ҫӳрет; ҫавӑнпах, унӑн канӑҫсӑр виҫине-тиевне чӑтаймасӑр, виҫӗ ашак вилсе выртрӗ.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Манӑн ҫывӑрас килмест: эпӗ пӑлханчӑк, канӑҫсӑр.
XX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Молли ҫав тери хумханчӑк, канӑҫсӑр, анчах эпӗ кӗрсен ҫепӗҫ кулӑпа витӗнчӗ.
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ хуравласа ӗлкӗричченех вӑл ывӑспа килекен Паркера тытса чарчӗ; хайхискерӗн сӑнӗ ҫав тери канӑҫсӑр курӑнать, ҫак каҫ, ахӑртнех, унӑн чунне хӑйне евӗрлӗн ҫавӑрттарать те аптӑратать.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тухнӑ чухне канӑҫсӑр сӑнлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмран ҫапӑнтӑм, вӑл ман ҫине самантлӑх пӑхсанах ҫиҫкӗнсе Дюрока тӗсеме пикенчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.