Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрсе (тĕпĕ: йӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе амӑшне нимле сӑмахпа та ӳкӗте кӗртме май ҫуккине кура Альбина: «Манӑн ҫие юлнӑ, ӑнлантӑр-и, ҫие юлнӑ!» — терӗ те ҫапла суеҫтерме тивнишӗн хурланса та вӑтанса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ентешӗм, мастерта ӗҫленипе тепӗр чух мухтанма та пултараканскер, халь-халь йӗрсе ярас пек калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӗрарӑм сасартӑк йӗрсе ячӗ те тулли кӗлеткине нӗрсӗррӗн чӗтрентерсе аллея тӑрӑх парк хапхи еннелле чупрӗ, тахӑш тӗлте аллейӑран сулахаялла пӑрӑнса йывӑҫ тӗмӗсем хыҫӗнче куҫран ҫӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Арӑмӗ ӳкӗтленине те, амӑшӗ йӗрсе юлнине те пӑхмарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем юман тавра ҫурма ункӑ туса ларнӑ та шӑлӗсене йӗрсе ҫӳлелле пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман вӑйпут пуҫне енчен-енне сулать, йӗрсе ярас патнех ҫитрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялсем кӑна юлчӗҫ те пит инҫене Савнӑ тӑван юлчӗ те пит йӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑксем хӑйне ҫапла хисепленине курса, старик чутах йӗрсе те ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ вара унӑн сӑмахне те итлесе пӗтереймерӗм, ӗсӗклесе йӗрсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патшан ҫак сӑмах-пуплевне илтсенех, хӑйне парас тенӗ укҫа хутаҫҫине курсанах аякран килнӗ хӗр тата ытларах эрленсе-хурланса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша, манӑн халь урӑх ниҫта та кайма ҫук-ҫке, — терӗ те хӗр паҫӑрхинчен те хурланарах йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, пӗтӗм ӗмӗчӗ пӗтрӗ те унӑн, вара вӑл ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрсе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗрсе те куҫҫулӗ тухмасть ӗнтӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫ аяккипе вӑл шӑлне йӗрсе пӑрахнӑ Шӑхале курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чарӑнса юлнӑ кашкӑр ами чалт! ҫӳлелле сиксе ӳкрӗ те… йӑванса кайрӗ, ӗсӗклесе йӗрсе янӑн хартлатса илчӗ, сылтӑм аякӗ хӗрлӗ юнпа пӗвенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара Укаслу путеккине хӑй ҫумне тата хытӑрах пӑчӑртарӗ те паҫӑрхинчен те хурланарах йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укапи карчӑк сӑмахне те итлесе пӗтермерӗ тӑлӑх хӗр, путмар ҫине ӳкрӗ те пуҫне ҫӗклеми эрленсе-хурланса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах, пынӑ пыманах Шӑпӑр йӗрсе чарӑнчӗ: Мулентейӗ ярханах, Ҫапах пырӗ тӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхапала урса кайса вӑрҫас чух, Йӗри таври ялти ҫынна пухас чух, — Шӑла йӗрсе хӗрӗпеле пуплесе Ирттернӗ, тет, эсӗ юратӑва тимлесе!..»

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Зина аппа куҫҫульпе йӗрсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех