Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерсе (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курпунланарах панӑ, пысӑк сухаллӑ лесник, хӑйӗн мӗнпур пурнӑҫне вӑрмантах ирттерсе янӑскер, мана пӗрлӗхенпе, пылпа вӗри чей ӗҫтерчӗ, хӑй ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эсӗ шӳтлесе ирттерсе ятӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ху умӑнти йывӑрлӑха мӗнле ирттересси ҫинчен малтанах уҫҫӑн палӑртса хума пултаратӑн пулсан, йывӑрлӑхне ирттерсе яма та вара сана ҫӑмӑлрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хирӗҫ пулакан ҫынсене вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр, анчах апла пулин те, пӗрре те хулпуҫҫипе е чавсапа сӗртӗнмесӗр ирттерсе ярать…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫич-сакӑр утӑм малта ҫӑра тӗтре тӑнӑ, ун ӑшӗнчен ҫынсем палӑрса тухнӑ, Григорий вӗсене пуҫне ҫӗклемесӗр, анчах апла пулин те пӗрре те хулпуҫҫипе е чавсапа сӗртӗнмесӗр ирттерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тытса ан чар, ирттерсе яр, эпир шанчӑклӑ ҫынсем…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эп сире каплипе малалла ирттерсе яма пултараймастӑп, — тенӗ сержант.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сержант кашни машинӑнах куҫӗсемпе тимлӗн сӑнаса ирттерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Колхозниксем государствӑна тырӑ, ҫӗр улми сутмалли плансене ирттерсе тултарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл палланӑ мучие сӑмах хушмасӑрах ирттерсе ярас тесе чӑматан ҫинче пуҫне усарах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Райпо таварҫаврӑнӑш планне уйӑхсеренех ирттерсе тултарать те, Сардимиров ячӗ районта хисеплӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑм хыҫалта ҫын пуррине туйрӗ те ачана хӑйӗн ҫумнерех туртса илсе ҫул айккинелле чакрӗ: арҫынна ирттерсе ярасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Лайӑх вӗренсе, ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗскерсем вӗсем е тапӑнса е чака-чака кайрӗҫ, чӑвашсене хӑйсем хушшипе ниепле те ирттерсе ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑйӗн чӗри ыратнине ирттерсе ярассишӗн тата кӗпӗрнатора юрассишӗн Килтеше те, ытти ялсене те ҫунтарса яма хатӗр, и-и, темиҫе яла кӑна-и, вӑл кашни тӗл пулакан ҫынна халӗ шалча ҫине лартма хаваспах хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуллен, уринчен урине аран ирттерсе, ҫырма тӗпне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗн ӑслӑ та шӑп вӑхӑтлӑ сӑмахӗ ун ҫиллине ирттерсе ячӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫак ырӑ йӑла-йӗркене ирттерсе, вӑл пӗтӗм ял халӑхне пирӗн ӗҫӗн кӳнтели турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн иккӗлӗнӗвне ирттерсе ярас тесе вӑл хӗрпе каллех калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем ӑна ирттерсе ячӗҫ те хӑйсем те учӗсене ун хыҫҫӑн чуптарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ выпускниксемпе ашшӗ-амӑшне пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма, экзамен вӑхӑтне ҫӑмӑлрах ирттерсе яма пулӑшмаллах».

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех