Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемлетнӗ (тĕпĕ: илемлет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Самарти, ытти хулари тӳремсемпе лапамсене илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Шупашкартан хӑй касса илемлетнӗ хӑмана илсе килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Лӑпкӑ уйра шӑнкӑравсем шӑнкӑртатаҫҫӗ, утсене илемлетнӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсемпе тутӑр татӑкӗсем вӗлкешеҫҫӗ.

Над тихим полем звенят бубенцы; мелькают перед глазами разноцветные лоскутки материи, украшающие сбрую, гривы лошадей.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав уншӑн юррине шӑратнӑ, Ҫав илемлетнӗ кун-ҫулне.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Колхоз правленинче хӗрлӗ пусма татӑкӗсемпе илемлетнӗ тепӗр карттӑ ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑ ӑстисем вӗсене синкертен хӳтӗлекен эрешсеме илемлетнӗ, чун ӑшшине хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Юр пек шап-шурӑ мрамортан ӑсталанӑскере сенкер тӗслӗ куполсемпе тата минаретсемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ регионта - хӑнара // Юлиана БОГАТЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10974 ... ta-kh-nara

П.М. Меркурьев хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ диорамӑпа усӑ курса хатӗрленӗ баннер уяв самантне илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Хӗвел пайӑркисем тухсан Батуханӑн аллинчи шур лашан ылтӑнпа илемлетнӗ йӗвенӗ хӗвел ҫинче ялкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Куравра ӑстан акварель техникипе ӳкернӗ живопиҫӗпе, пусмана ирӗклӗ мелпе тата батик техникипе илемлетнӗ композицийӗсем пулӗҫ.

На выставке будут композиции, созданные мастером в технике акварельной живописи, свободной росписи на ткани, а также в технике батик.

Татьяна Иванова-Ткаченко куравӗ уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32429.html

Кио артист, илемлӗ пурҫӑн хитон тӑхӑннӑскер, пуҫне темиҫе хут авраса чалма ҫыхнӑскер, юмахри магараджа-князь пек курӑнать. йӑлтӑркка шуҫтанкӑсемпе илемлетнӗ пурҫӑн пӗркенчӗкӗ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пек ялтӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Павлуш симӗс кӑвак пурҫӑнпа илемлетнӗ бархат тӳпеттей пиччӗш ячӗпе парнеленӗ хыҫҫӑн Ваҫлей пичче калама ҫук савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун аркки тавра метр сарлакӑш шап-шурӑ чӑваш сурпанӗ ҫакӑнса тӑрать, вӗҫӗсене авалхи тӗрӗсемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Акӑ вӑл — Чӑваш театрӗн «ҫӗнӗ» ҫурчӗ — Хлебников хуҫан чи пысӑк мунчала склачӗ пулнӑскер: хӗрлӗ кирпӗч ҫурт — хӑмӑр крыльцаллӑ алӑксемпе илемлетнӗ «кермен».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шалта та улшӑнусем пулнӑ: кашни уйрӑма урӑхла тӗспе илемлетнӗ.

Внутри здания тоже произошли изменения: каждое отделение было выкрашено в отдельные цвета.

Кӳкеҫри поликлиника ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32202.html

Унӑн кӗтеслетнӗ ҫурт тӑррисем, Атӑл ҫыранӗ еннелле тухакан сарлака балконӗсем, сарӑ тата хӗрле сӑрӑсемпе тул енчен илемлетнӗ театр стенисем ҫынсен кӑмӑлне килентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫурчӗ тӑватӑ юпаллӑ, юписене тӗрлӗ сӑрсемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Варрине ҫутӑ пурҫӑнпа тӗрлесе илемлетнӗ, вӗҫсе пыракан чӗкеҫ евӗрлӗ ӳкерчӗкпе эрешленӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна пӗр мӑшӑр пӗчӗк ҫӑматӑ тухрӗ: тӗсӗ хӑмӑр кӑвак, кунчисене путек тирӗпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав тери илемлӗ шӑтӑкласемпе хитрелетнӗ ҫипуҫӗ, пурҫӑн лентӑсемпе илемлетнӗ шлепки пит килӗшнӗ Соньӑна — пейзанка-кӗтӳҫе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех