Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑх сăмах пирĕн базăра пур.
выльӑх (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑх та, кӑпшанкӑ та мӑшӑррӑн ҫӳрет вӗт.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Сухан вӑрлӑхне - 605 гектар, сахӑр кӑшманӗ - 240, рапс - 230, горчица - 150, выльӑх апачӗ валли куккурус - 260, хӗвел ҫаврӑнӑш - 60, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене - 4061, нумай ҫул ӳсекеннисене 1250 гектар никӗсе хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир хыпарӗсем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50162-uj-k ... ar-sem-135

— Ӑ-ӑ, ӗне вӑл питӗ пысӑк хисепе тивӗҫ выльӑх, — ашшӗ мӗн каланине айккинче итлесе ларать Вихтӗр.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Китай мӑйракаллӑ шултра выльӑх шӑммисене тирпейлекен завод Пушкӑртра тӑвассипе кӑсӑкланнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай компанийӗ Пушкӑрт хулинче шӑмӑ тирпейлекен завод туса лартать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... at-3769749

Хӑнасем ҫӗре сухаламалли, акмалли, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли, тыр-пула пухса кӗртмелли техникӑн выставкипе интересленсех паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӗр ӗҫӗн культури ӳссе пырать» // Роза ВЛАСОВА. https://zivil.cap.ru/news/2021/07/15/r-n ... sse-piratj

Ку вите - 436 пуҫ ӗне выльӑх вырнаҫтармалӑx.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ферма - ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗceм // Юрий МИХАЙЛОВ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/25/n-f ... -n-virncem

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Тислӗк те тасатмалла, выльӑх апачӗ те, утӑ та илсе килмелле вӗт.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Ҫавӑнпа та пӗрчӗллӗ культурӑсене вырнипе пӗрлех выльӑх апачӗ те хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Выльӑх апачӗлӗх культурӑсем 9163,6 га йышӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул вӑрманта пурӑнса пӗр пуҫ выльӑх ҫухалманнине кӑҫал ма ҫухалмалла пулчӗ-ши капла?

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2507 пуҫ (2021 ҫулхи ҫав кунринчен 111,4%), ҫав шутра ӗне 747 (ҫулталӑк каяллахинчен 106,7%) усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2492 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 117,8%), ҫав шутра ӗне 850 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 109,7%) шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Вӑл — выльӑх комплексӗн 3-мӗш тапхӑрӗнче чи юлашкинчен ӗҫе кӗртнӗ объект.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне республикӑра уявличчен пӗр кун маларах, Хӗрлӗ Чутай тата Шупашкар округӗсенче савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли инвестици проекчӗн ҫӗнӗ объекчӗсене уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Аслашшӗ: «Те патшалӑхах лекет ӗнтӗ ку выльӑх, те такамӑн шывсикки евӗр пырне ҫеҫ?» — тенине илтсен, Шӑнкӑрча темле хӑрушӑ та чӑрсӑр вӑй капланса пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Те патшалӑхах лекет ӗнтӗ ку выльӑх, те такамӑн шывсикки евӗр пырне ҫеҫ?..

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Икӗ сӗт-ҫу туса илекен фермӑна юсаса ҫӗнетнӗ, ҫавна май 2014 ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне, ҫав шутра ӗнесенне, ӳстерме палӑртнӑ.

Проведена реконструкция двух молочнотоварных ферм, в связи с чем в 2014 году планируется увеличение поголовья крупного рогатого скота, в том числе коров.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Выльӑх апачӗн пӗтӗм партине экспорт ветеринари сертификачӗсем панӑ.

На все партии ценных кормовых добавок выданы экспортные ветеринарные сертификаты.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Выльӑх апачӗсене ют ҫӗршывсен контрагенчӗсене тиес умӗн Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче лаборатори тӗпчевӗсем ирттернӗ.

Перед отгрузкой зарубежным контрагентам корма для животных прошли лабораторные исследования в подведомственной Россельхознадзору Башкирской испытательной лаборатории.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех