Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витӗннӗ (тĕпĕ: витӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крыльца тӗлӗнчи йывӑҫ сак ҫинче пушӑ карҫинкка йӑваланса выртать, пӳрт умӗнчи сукмак йӑрӑм-йӑрӑм ҫутӑпа витӗннӗ.

возле которого на деревянной скамейке валялась пустая клетка, дорожка с полосами света, проникающего сквозь листву.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Пӳлӗм ҫутинче — йывӑҫ кравать; унта минтер ҫинче типсе хӑрнӑ, ҫурма кӑвак сухалпа витӗннӗ сӑн-питлӗ Фергюсон выртать.

В свете которой видна была кровать с исхудавшим, на подушках, лицом Фергюсона, обросшим полуседой бородой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Ҫапах та эпӗ тепӗр хут лӑпкӑн сывлама пикентӗм, кушак аҫине айккинелле тӗртсе ятӑм; д'Обремон хӑйӗн кӗтесӗнче хускалмасӑрах выртать, уйӑхӑн тӗксӗм ҫутинче унӑн шурӑ мӑйӑхӗ ҫийӗн шӗвӗр сӑмси курӑнать, ҫывӑракан куҫ лупашкисем мӗлкепе витӗннӗ, вӗсем манӑн хусканусене сӑнаҫҫӗ тейӗн.

Однако я успел отдышаться и оттащить кота в сторону, а д'Обремон продолжал лежать неподвижно в своем углу, откуда виден был при тусклом свете луны его острый над белыми усами нос, а впадины спящих глаз, покрытые тенью, казалось, подсматривали за моими движениями.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Тӑваттӑмӗш кун акӑ мӗнпе палӑрса юлчӗ: эпӗ авӑнса-шӑтса пӗтнӗ рыцарь шлемне тупрӑм, маларах кайсан вара тискер кайӑксен сукмакӗ анлӑланнӑ ҫӗрте курӑкпа витӗннӗ йывӑҫ хӗрес куртӑм.

Четвертый день ознаменовался тем, что я поднял искалеченный рыцарский шлем, а подальше, на расширении звериной тропы, встретил заросший травой деревянный крест.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ку — шкапа аса илтерекен старик, унӑн ҫӳлти хӑминчен улӑпӑн ҫӳҫпе-сухалпа талккӑшпех витӗннӗ пуҫӗ тӑртаннӑ.

Это был старик, напоминающий шкап, из верхней доски которого торчала вся заросшая бородою голова гиганта.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Каперсем пирки эпӗ малтанах илтнӗччӗ, ҫавӑнпах ҫыран хӗрринчи чулсен хушшипе пытӑм, — унта чул хысаксем мӑкпа витӗннӗ, вӗсен тӗсӗ мана хӳтӗлет.

О каперах слышал я раньше, поэтому, пробираясь вдоль берега за каменьями, где скалы поросли мхом, был под защитой их цвета.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ылтӑнпа витӗннӗ Кнаста, аш сутуҫине, ӗнер самаях выляса ятӑм.

Вчера я проиграл раззолоченному мяснику Кнасту.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ӗлкесен ҫирӗплӗхӗпе кӑнттамлӑхӗ, хӑрушӑ теветкеллӗхӗ, океанӑн легендӑсемпе тата поэзи тӗтрипе витӗннӗ, этем ирӗкне пӑхӑнман вӑйӗпе улӑпла механизмсем пӗрлешни, — акӑш-макӑш тӗлӗнтермӗш, хытӑ-ҫирӗп капашсен юмахрилле сивлеклӗхӗ, — ҫаксем пурте халиччен никам курман хатӗрсемпе тулса ларнӑ урӑх планета пурнӑҫне сӑнарлаҫҫӗ тейӗн.

Крепость и угловатость, зловещая решительность очертаний, соединение колоссальной механичности с океанской стихией, окутанной туманом легенд и поэзии, — сказочная угрюмость форм, причудливых и жестких, — все вызывает представление о жизни иной планеты, полной невиданных сооружений!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Илемсӗр, хӗрлӗ питлӗ, ҫутӑ пӗчӗк куҫӗсем талккӑшпех пӗркеленчӗкпе витӗннӗ, тути ҫӳлтен тӑртаннӑ, саралнӑ ҫирӗп шӑлсем курӑнаҫҫӗ, хӗрӗх-хӗрӗх пилӗк ҫулсенче, лутра, ырханкка; ҫак ҫын Геллипе Нок ӑшӗнче пӑлханчӑк та пӑтранчӑк туйӑм ҫуратрӗ.

Костлявый, невысокого роста, лет сорока — сорока пяти, человек этот с румяным, неприятно открытым лицом, с маленькими ясными глазами, окруженными сеткой морщин и вздернутой верхней губой, открывавшей крепкие желтоватые зубы, производил смутное и мутное впечатление.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӗсем те, шӑрт пек бакӗсем те кӑвакпа витӗннӗ.

И они, и щетинистые баки покрылись сединой.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Иккӗшӗ те лачкам тара ӳкнӗ, ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпиччен тусанпа витӗннӗ, — ҫуранах килнӗ ахӑр.

Оба сильно вспотевшие, пыльные с головы до ног, пришли, по-видимому, пешком.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Шлюпка шхуна ҫумӗнчех; шхунӑн тахҫанах пере-пере шӑтарнӑ вараланчӑк борчӗ тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет; мачтӑсем, штагсем тӗлӗреҫҫӗ, иллюминатор кантӑкӗсем ыйхӑллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ватӑ карапӑн чӗриклетекен, кахал шӑплӑхӗ тунсӑхлӑ канӑҫлӑхпа, ҫул ҫӳревҫӗн пӗчченлӗхӗпе сывлать, хайхискер вара юхӑнтарса янӑ ҫӗр ҫулхи садра канать тейӗн, — унта хуҫӑк саксем мӑкпа витӗннӗ.

Шлюпка подошла вплотную; грязный, продырявленный старыми выстрелами борт шхуны мирно дремал; дремали мачты, штанги, сонно блестели стекла иллюминатора; ленивая, поскрипывающая тишина старого корабля дышала грустным спокойствием, одиночеством путника, отдыхающего в запущенном столетнем саду, где сломанные скамейки поросли мохом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сылтӑмран шурлӑхсен пӑчӑ, ӑшӑ ҫӗрӗкӗн, тӗттӗмпе витӗннӗ симӗс мулӑн наркӑмӑшлӑ пӑсланӑвӗн шӑрши кӳлетсе ҫапать; ыйхӑри шыв хӑпарнипе тӗл пулса хӑйӑр шӑппӑн чӑштӑртатать.

Справа тянуло душной, теплой гнилью болот, ядовитыми испарениями зеленых богатств, скрытых мраком; слабо шуршал песок, встречая сонный прилив.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Калаҫкалаҫҫӗ: унӑн ӳчӗ пӗтӗмпех каснӑ-чӗрнӗ суранпа витӗннӗ имӗш: ҫырана тухсан пӗррехинче чипер ют пикене комплимент каланӑшӑн-и е тӗл пулнӑ малтанхи ҫыннах, кӗпи тӑхӑннӑ джентльмена, ҫул парас килменнишӗн-и, — анчах ҫакна эпӗ ҫирӗплетсех калаймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн умра штурман кӗпине нихӑҫан та хывман; ӑна вӑл виҫӗ хутчен хывать — пысӑк уявсенче.

Говорят, что и весь он исполосован шрамами в схватках на берегу из-за лишнего комплимента чужой красавице или нежелания уступать дорогу первому встречному, вроде джентльмена в кэпи, — но этого подтвердить я не могу, так как никогда штурман при мне не снимал рубашку; а снимал он ее три раза в год, по большим праздникам.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Анчах ӗнер каҫ пӳрт тӑррисенчен усӑна-усӑна аннӑ пӑр хӳрешкисем, ҫутӑ пӑрпа витӗннӗ шыв кӳлленчӗкӗсем ку сивӗ хӗвел ҫӳлерех хӑпариччен кӑна тытӑнса тӑрассине систереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юланутпа ҫул ҫӳрекенскер, йӗнер ҫинче кӑна ларса пынипе, ҫумӑртан юпӑнчӑпа витӗннӗ пулин те, ӗнтӗркесе кайнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йывӑҫсем ҫулҫӑ сарма тытӑннӑ, ҫӗр пичӗ симӗс кавирпе витӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр хӑрпӑк кӗлеткеллӗ чӑвашӗ кӑна, хура та хаяр сӑнлӑскер, ҫӑра сухалпа витӗннӗ ансӑр питӗнчи пӗчӗк хура куҫӗпе пӑраланӑ пек пӑхаканскер, хӑйне ирӗклӗ тыткалать — никама пӑхӑнманнине кӑтартасшӑн тейӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ырӑ мара сиссе, Ванькка тумланса та тӑмарӗ, утиял вырӑнне витӗннӗ чаппанне уртрӗ те аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗнех чӳрече патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун умӗнче — тӑрӑхларах ҫаврака ҫаран, вӑл талккӑшпех ҫӑра, сӗтеклӗ курӑкпа витӗннӗ.

Перед ним был овальный лесной луг, сплошь покрытый густой, сочной зеленью.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех