Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӗҫ килӗшетчӗ мана. Вӑл ҫулсенче шкулта ачасем нумайччӗ. Вӗсене пурне те вӗри апатпа тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫӑмӑлах килмен пулсан та кӑмӑлтан вӑй хунӑ. Каҫхи сменӑпа та ӗҫленӗ. Ачасем вӑрӑмлатнӑ йӗркепе вӗреннӗ. Кӳршӗ ялсенчен ҫӳрекенсем хӗллехи сивӗ кунсенче интерната та юлнӑ. Вӗсем валли те апат хатӗрлемеллеччӗ», — аса илет Н.Мельникова.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Арҫын ачасем суха тунӑ, хӗрачасем хӗрарӑмсемпе сӳреленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Ачасем хӑйсене пурпӗр лӑпкӑ тытма тӑрӑшрӗҫ, йӑнӑшсем тӑвасран асӑрханса вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

11 класра вӗренекен ачасем Олег Алексеевича «Ӑслӑ теплица» робототехника комплексӗ епле ӗҫленине кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara

Ахальтен мар вӗсем: «Анатолий Васильевич пулсан, ачасем ҫын пулаҫҫӗ», - тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Эпӗ ӗлкӗрейместӗм: манӑн ачасем те, килти хуҫалӑх та, ӗҫ те пурне те ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Кукшапуҫ чечекӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ интереслӗ те тӗплӗ иртнӗ, ачасем ҫак ӳсентӑран ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Педагог «Эпир кукшапуҫ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр» калаҫу ирттернӗ, ачасем юмах тупсӑмӗсене тупнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, иллюстрацисене тишкернӗ, дидактика вӑййисем вылянӑ, «Хӗвел - кукшапуҫ» аппликацисем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Тӗрлӗ ҫулхи «Пчелки» (Йӑлпӑлакри филиал) ушкӑнри ачасем те хӑйсен кунне ҫак ҫурхи чечеке халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Кукшапуҫ чечекӗсенчен ачасем тӗрлӗ кӗлеткесем пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Ҫак кун ачасем чечек ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ А.Д. Зиганшина ачасем валли ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх «Эпир урамсем тӑрӑх утатпӑр, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнатпӑр!» тренинг ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ ачасем валли ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх тренинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3763293

Паллах, ачасем вӗсем ачасемех ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Элӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен арҫын ачасем район тата республика шайӗнче хӑйсен маттурлӑхне кӑтартма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Элӗкри «Хӗлхем» спорт шкулӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Футбол» секцине ҫӳрекен 12-14 ҫулхи арҫын ачасем те ҫак шухӑшпа килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Округра ГТО нормативне йышӑнассипе учреждени-организацисенче, шкулсемпе ача сачӗсенче тимлекенсем, вӗренекенсемпе ачасем хушшинче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Палӑртма кӑмӑллӑ, конкурсра Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пултаруллӑ ачасем - «Химик», «Рассвет» спорт клубӗсен, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Чӑрӑшкас Хирлепри клубӑн, «Ромашка», «Березка», «Рябинка», «Ручеек», «Светлячок» ача сачӗсен воспитанникӗсем, Кӳстӳмӗр, Мӑн Явӑш клубӗсене ҫӳрекенсем хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, ирхине шкула утакан ачасем те сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

- Ҫан-ҫурӑмран ҫӳллӗ, анчах та курпунланарах утакан, ҫинҫерех, шуранка ачасем ытларах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Урхамахов: — Сӑмаха ачасем пирки тапратас мар кунта.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех