Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑртнех сăмах пирĕн базăра пур.
ахӑртнех (тĕпĕ: ахӑртнех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫухатнӑ майсемшӗн ан кулянӑр, ахӑртнех, эсир лару-тӑрӑва тӗрӗс мар хаклатӑр.

Не сожалейте об утраченных возможностях, вполне вероятно, что вы просто неверно оцениваете ситуацию.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере, ахӑртнех, ӗҫри яваплӑх нумайланӗ, сире вӑй нумай кирлӗ пулӗ.

На этой неделе служебных обязанностей у вас, похоже, станет еще больше, и они потребуют от вас напряжения сил.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хастар ӗҫлесен те, кӑтартусем пулсан та, ахӑртнех, сирӗн енчӗк хулӑнланмӗ.

Несмотря на активную работу и достигнутые результаты, вряд ли кошелёк пополнится.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахӑртнех, кӳренӳ, харкашу пулма пултарать.

Вероятны обиды и споры.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пысӑк плансем ан хатӗрлӗр - вӗсем, ахӑртнех, пурнӑҫланмӗҫ.

Не стройте больших планов, скорее всего, им не сбыться.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахӑртнех, ҫӗнӗ ҫынсем сирӗн карьерӑра, пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ роле вылӗҫ.

Вероятно, новые люди могут сыграть существенную роль в устройстве вашей карьеры или личной жизни.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн, ахӑртнех, хӑвӑршӑн кӑна мар, ыттисен ӗҫӗшӗн те яваплӑх илме тивӗ.

Вам, похоже, придется принять ответственность не только за свои действия и поступки, но и за дела других людей.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсене, ахӑртнех, хаваслӑ ирттеретӗр.

Выходные вы, скорее всего, проведете шумно и весело.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахӑртнех, вӑл арҫын куҫӗсенче нихҫан та куҫҫулӗ курман пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун айне чӑлӑш-чалӑш саспаллисемпе (ахӑртнех, шкула кайман ачасем пулас) «Шурӑ пит» тесе ҫырса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй патне килнӗ ҫынсемпе, ахӑртнех пуринпе те, темле ҫӑмӑллӑн паллашма, юлташланса кайма чӑннипех те ӑсталӑх пурри сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем, ахӑртнех, тахҫан-тахҫан, ҫӗр ҫул, пин ҫул, вунӑ пин ҫул каярах курнине аса илеҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн, ахӑртнех, ку ҫынсемпе аппаланса тӑрас килмерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахӑртнех, вӗсен ун пек хирӗҫӳллӗ-мӗнлӗ калаҫу халиччен те чылай пулнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахӑртнех, унӑн кӳршӗ ял каччисенчен юлас килмерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн мӑйӗ, ахӑртнех, Кирил Романчӑ мӑйӗнчен те ирттерет пуль.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахӑртнех, хӳтӗ вырӑнта чарӑнса тӑнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахӑртнех, вӗсене хура сӑрпа сӑрласах тӑрать пулӑс.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сухалне хырманни, ахӑртнех, пӗр эрне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку, ахӑртнех, тиев ӗҫӗсене тӗрӗс мар йӗркеленипе пулса тухнӑ.

Это, по-видимому, случилось из-за неправильной организации погрузочных работ.

Канашра 9 вакун рельсран тухса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35943.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех