Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫемьесене ачана ҫуралнӑ самантран тытӑнса ҫула ҫитичченех асӑрхаса тӑмалли пулӑшу паракан пачах ҫӗнӗ тытӑм йӗркеленет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ӑна тимлӗн асӑрхаса тӑрӑпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
— Чухӑнрах пурӑнатӑп пек-и? — кулкаласа ыйтрӗ Антонов, эпӗ пӳлӗме сӑнанине асӑрхаса, вара хӑех ӑнлантарчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вара, хӗр хӑйӗн фуфайки патнелле утнине асӑрхаса, хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те вазӑран пан улми, печени, канфет илсе хут пакета тултарчӗ, пакетне вӑйпах Таньӑна тыттарчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Видео-сӑнав оборудованийӗпе усӑ курни право йӗркисене пӑснине хӑвӑрт асӑрхаса ҫийӗнчех кирлӗ мерӑсем йышӑнма май парать.
Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/
Вӗсене, тӗрӗ йӗппи пек ҫинҫескерсене, хӑйсен хупписене тӑкса ӗлкӗрейменскерсене, сасартӑк хӗвел хӗртсе типӗтесрен кашни кун ҫеҫ мар, кашни сехетрех тимлӗн асӑрхаса усрамалла.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Наци проекчӗсене пурнӑҫланине, ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленине, тулли мар мобилизацие йӗркелесе ирттернине тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑрасси, коррупципе кӗрешесси – ҫак тата ытти нумай-нумай ӗҫ ҫине сирӗн уйрӑмах тимлӗн пӑхма тивет.
Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/12/gla ... et-s-dnyom
Эпӗ тӗрӗслӗхе тупрӑм… — Микула куҫӗсенче хальччен курман темӗнле ырӑ йӑлтӑрккасем пуррине асӑрхаса илчӗҫ Ҫтаппанпа Анук.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Куна Ваҫли Анук хӑй вырӑнне ларсанах асӑрхаса илчӗ те вӑл Микулана ӗлӗкхи пекех юратнине ӗненчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вырӑн ҫинчен тӑрса урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ арҫынсем ял вӗҫӗнче шарт сиккипе пыракан лашасене ҫеҫ асӑрхаса юлма ӗлкӗреҫҫӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пушарниксем ҫур ҫӗр иртсен икӗ лав Арманкассинчен тухса хирелле ҫул тытнине асӑрхаса юлнӑ, тет.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Асту, сана эпӗ хӑнана мар, лаша асӑрхаса тӑма, аннӳпе иксӗмӗре лартса ҫӳреме илсе каятӑп. Йысну мӗнле ҫын иккенне пӗлетӗп. Хӑвна ху тытма пӗлнӗ пултӑр!» тенӗччӗ ӑна ашшӗ ҫула тухас умӗн.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Уйӑрнӑ хурчӗсене упраса хӑварассишӗн куҫ илми асӑрхаса тӑнӑ.
Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑйсем патне каччӑсем пынине хӗрсем аякранах асӑрхаса илеҫҫӗ, инке арӑмӗ ҫеҫ вӗсене курмӑш пулать.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ларатӑн, каччӑ? — терӗ вӑл Иливана асӑрхаса.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ыттисем те сенӗкӗсене хатӗр тытса тӑнине асӑрхаса утне утланчӗ, пӗр сӑмах каламасӑр чӗлпӗрне кӑрт туртрӗ.
2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тармаллипех тарчӗҫ, — терӗ чӗлпӗр тытса тӑракан Ятламас турхан ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эй, мӗн чухлӗ каччӑ килет пирӗн пата, хӗрсем! — терӗ амӑшӗ хӑнасене аякранах асӑрхаса.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сарьене асӑрхаса юлма ӗлкӗрнӗ, аҫа ҫапманскер.
14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.