Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анаталла сăмах пирĕн базăра пур.
анаталла (тĕпĕ: анаталла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар лашине уй чиккинчи пӗр вунӑ хӑлаҫ сарлакӑш прачакпа сылтӑма пӑрчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ курӑк ҫийӗн анаталла, паҫӑр йывӑҫсен тӑрри курӑнакан еннелле, уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малалла тиевлӗ лава туртса пыма вӑй нумаях та кирлӗ мар: анаталла ритван хыҫалтан такам тӗртсе пынӑ пекех ҫӑмӑллӑн ял еннелле кусать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн урам анаталла, Шуса анать пӗр ҫуна.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палас хӗрринче, — тесе, Сергей хӗре анаталла ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳлтен икӗ кустӑрмаллӑ урапа туртнӑ йӗкӗт анаталла анать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурулла ҫеҫ анаталла шӑвакан пӑр ҫинче, ним пулман пек, пӑлханмасӑр кӗсйинчен хаҫат, унтан енчӗк кӑларчӗ те вӑрӑм кӑна чикарккӑ чӗркесе-тивертсе ячӗ, сӑмсипе ҫӑварӗнчен тӗтӗм кӑларма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлан утсем Атӑл тӑрӑх сулахай енӗпех тата пӑртак анаталла анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑссем пысӑк ҫарпа Атӑл тӑрӑх анаталла аннӑ та Астраханьти Ямгурчей хана хӑваласа янӑ, ун вырӑнне хан пулма вырӑссем майлӑ тӑракан Дербиш Алие лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анаталла анмастпӑр-ҫке эпир, тӑвалла хӑпаратпӑр…

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шухӑша кайса чиперех ларса пыратчӗ тарҫӑ ҫатан урапа ларкӑчӗ ҫинче, йӑлттам утсем анаталла хӑйсемех лайӑх чупатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта тухан унта — анаталла та тӑвалла тӑршшӗпе ҫар кумать, тӑршшӗпе ҫар кумать.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян вӑл каласа пӗтериччен ҫывӑхри ҫӗмрӗк тараса хыҫне чӑмрӗ, ванса, ишӗлсе пӗтнӗ канавсем тӑрӑх анаталла анса кайса курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавал вӑррине килеҫҫӗ-и, килмеҫҫӗ-и, анчах пирӗн вӗсем хыҫҫӑнах анаталла анса каймалла, — терӗ Микулинский.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем хыҫҫӑн Черемисинов та тӳссе тӑраймарӗ, воеводӑран ирӗк ыйтса илсе Микулинский ҫыннисемпе пӗрле анаталла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй шутласа хунӑ пекех, анаталла Ахтупай ӗҫе кӗрӗшсе кимӗпе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах Атӑл хӑйӗн капмар хумӗсене анаталла ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта ҫӗнӗ хула пӗренисене касса хатӗрлесе шывпа анаталла антаратӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анаталла каяҫҫӗ пулсан нумай ҫӳреме лекет вӗсемпе Ятламасӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл тӑрӑх тӑвалла е анаталла каятӑн-и, пӑхатӑн та икӗ енче те ешӗл хӳме тытнӑ евӗр ӳссе ларнӑ вӑрмансене куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Йӑптӑх тӑкман хура лаша анаталла хытӑ чупса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех