Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урисене тӑсса ларас терӗ те ура айӗнче портфель пуррине туйрӗ, ӑна алла илчӗ, унта мӗн пуррине шкафа хурасшӑнччӗ, ку ҫурт пирки пӗтӗмпех пуҫран тухса ӳкнӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Камай нӳхрепе анса сӑра ӑсса тухрӗ, ӑна сӗтел ҫине лартас умӗн унти шур ҫивиттие илчӗ, ун айӗнче апат-ҫимӗҫ пулнӑ, ҫӑкӑр, ҫӑмарта, хӑяр, помидор.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Эпир аннепе иксӗмӗр масар тӑрӑх татах ҫӳрерӗмӗр, анне мана чылай вил тӑпри айӗнче выртакансем ҫинчен кӗскен каласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Ас тумасӑр, ушкӑнпа ял хыҫне тухаттӑмӑр, пӗве хӗрринчи йӑмрасем айӗнче пухӑнаттӑмӑр, ялти пӗтӗм ҫамрӑк унтаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Куҫ умӗнчех: эп салтакран килнӗ чух йӑмра-асатте айӗнче хуп-хура куҫлӑ, пӗ-ӗ-ӗчӗкҫеҫ чиперкке тӑп-тӑп пускаласа ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Хурӑнсен айӗнче савнӑ вырӑн.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ӗнер кӑна туяннӑ вӗр-ҫӗнӗ кӗнеке сак айӗнче йӑваланса выртнине асӑрхасан, Вихтӗртен ашшӗ ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кашнинех пӗрер шӑхличӗпе пӑшал туянса памаллаччӗ пуль те, нухрачӗ ҫичӗ чул айӗнче выртни, вӑл хӗсӗкки пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Юрать алӑ айӗнче юр нумай, чӑтма ҫук пӗҫерттернӗ вӑхӑтра алли хӑех пӑшт чикӗнет кӗрт ӑшнелле.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Куҫкӗскине хӗвел ҫути тӗлне тытсан, тӗттӗмрех сак айӗнче, хӑмӑр пӗрене ҫинче, пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫутӑ-куян сиккелеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫурхи кунсем ҫитнӗ май ҫанталӑк чӗрӗлнипе пӗрлех юр айӗнче пулнӑ ҫӳп-ҫап, иртнӗ ҫулхи хыт-хура куҫ умне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Территорие тирпей-илем кӗртрӗҫ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... 2%d1%80ec/

Тӑшман вучӗ айӗнче Сергей ҫухалса кайман, ҫав направленин задачине пурнӑҫлассипе хӑйӗн взвочӗ тӑшмана татти-сыпписӗр «ҫунтарса» тӑрассине, ытти подразделенипе ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

— Алӑ айӗнче ӳснин техӗмӗ таҫта туянни пек мар: пахарах, тутлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Амӑшӗн сассине илтсе, ҫемҫе вырӑн ҫинче выртакан пӗчӗк ывӑлӗ тапкаланса илет малтан, унтан, тутлӑн карӑнса та турткаланса, ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрмӗш хут: «Уа-а», — тесе кӗскен сас парать, тенкел айӗнче, хурӑн шывӗ тумланӑн, ҫинҫен шемп-шемп туни илтӗнет…

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тӑлӑх арӑмсен кӗпи айӗнче ревизи тума кам ирӗк панӑ сана? —

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ивановвкубе, хӑяккӑн кайса ӳкнӗскер, пӑштик-пӑштик сывлать, хӑрах аллипе кӗпи айӗнче, хӗвӗнче тем шырать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хула шӑв-шавӗпе тӗркӗшӗвӗсӗр пуҫне, пурте алӑ айӗнче кунта: вутти-шанки, уҫӑ сывлӑш, ӳпре таврашӗ, кӳлӗ те ҫӑлкуҫӗ, пӑванпа шӑна — ырри те, куллен канӑҫ паманни те юнашарах.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лапка-лапка ҫӑвакан юр айӗнче тӑракан Левен лайӑх астӑвать: вӗренме кайиччен Вӑрманлӑ Тӑванкассипе Хирти Ҫӗмӗртлӗх ялӗсем хушшинчи кӑн-кӑвак фацели уйӗнче Тамарӑна ӑнсӑртран тӗл пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫук, ручкине ҫӗре ӳкернӗскер, парта айӗнче упаленет.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хура хуран айӗнче ылтӑн кӑварӑн сарӑ куҫӗ хӑюсӑррӑн чӗлтӗртетет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех