Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шур сăмах пирĕн базăра пур.
Шур (тĕпĕ: шур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех депутат шур халат тӑхӑнма хатӗрленекенсене пӗлӳ илнӗ вахӑтрах вӑл е ку сыватмӑш ҫине ҫирӗплетмелли, аслӑ пӗлӳ хыҫҫӑн ҫамрӑк специалистӑн унта сахалтан та 3 ҫул ӗҫлемелли йӗркене каялла тавӑрас ыйтупа та ӗҫлессине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Паян шур халатлисем 1958-мӗш ҫулта ҫӗкленӗ ФАП-ра халӑха йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Килте выртакан пулсан пулӑшу ыйтсан ун патне шур халатлисем ҫитеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Шур халатлӑ ӗҫченсем ҫитеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Тухтӑр патне электронлӑ майпа ҫырӑнаҫҫӗ, шур халатлисем ҫулсерен 20 пин ытла онлайн консультаци ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Пӗлтӗр ку вӑхӑтра шур халатлӑ ӗҫченсенчен 18 ҫын пулӑшу ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Амӑшӗ шур халатлисене чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Шур акӑшсем мӗн сивӗсем ҫитичченех Шупашкарти кӳлмекре пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Аякран пӑхсан ишекен шур акӑш ҫамрӑк пике евӗрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Шур халатлисене чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Вӑл куҫа шартакан кӑнтӑр хӗвелне, ҫӗрмамӑк хирӗсене тата март уйӑхӗнчех ҫеҫке ҫуракан урюк йывӑҫҫисене, — вӗсем ҫине пиншер шур лӗпӗш ларса тухнӑ тейӗн ҫав! — асӑнса мухтанать, иҫӗм ҫырли сачӗсем ҫинчен калать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Пӗр самант шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн вӑл ура ҫине тӑчӗ, пӳлӗме шур халатлӑ икӗ врач кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Шур пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ тӳпере, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши? — тесе вуланӑ вӑхӑтра, оркестр тата хӗрарӑмсен хорӗ пӗрре те хускалмарӗҫ, сас кӑлармарӗҫ, хура фрак тӑхӑннӑ лутрарах дирижер вара, темшӗн, пуҫне усса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Григорий тӗттӗм мачча ҫине пӑхса выртнӑ пулсан, Мосальскийпе пӗчӗк пианист вара палуба ҫинчен калама ҫук илемлӗ тӳпепе тинкерсе пынӑ, унта вӗтӗ те кӑтра шур пӗлӗтсем, тулли уйӑх пӗччен ан пултӑр тенипе кӑна, ун тавра эрешлӗн пухӑнса карталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унӑн куҫӗпе ӑс-пуҫне шур илмен-ши тетӗп.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Флягӑсене вӑхӑтлӑх лартмалли нӳхреп умӗнче шур халат тӑхӑннӑ, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ Анфиса Ксенофонтовна капан пек саркаланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Нимех те ҫырмастӑп, ӗҫ ҫукран кӑна шур хута тем варалатӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ун ҫине шур юр пӗрчисем сапӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хаваслӑн, ҫӗкленӳллӗн утрӗҫ аэродромра ӗҫлекенсен ҫурчӗ патнелле хӗрпе каччӑ, анчах вӗсене пӗри унта чӗрене ҫурса яракан хӑрушӑ хыпар пӗлтерчӗ: ҫӗр каҫ пушар пулнӑ та, Илюш кил-ҫурчӗ тӗпӗйӗрӗпе тенӗ пекех ҫунса кайнӑ, анкартинчи шур мунча кӑна тӗрӗс-тӗкел юлнӑ, выльӑх-чӗрлӗхе кӑларса ӗлкӗрнӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хӗстернӗ кӗпине тирпейлӗ — Шывран килен шур хур пекех Ытарма ҫук яка та меллӗ Утса килет маттур пике.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех