Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чылайӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чӑваш Енре авалхи хитре ҫуртсем нумай. Чылайӑшӗ вырӑнти чӗлхепе калаҫни савӑнтарчӗ», — тесе пӗтӗмлетнӗ каччӑ.

«В Чувашии много потрясающих старинных зданий. Очень порадовало, что большинство людей говорят на местном языке», — подытожил парень.

Ставропольти ҫулҫӳревҫе чӑвашла калаҫни килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34461.html

Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ.

Солдаты Невского плацдарма участвовали в защите блокадного Ленинграда, проявляли героизм, многие из которых навечно закрыли там свои глаза.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

— Куҫӑмлӑ вальс, — чылайӑшӗ пӗлекен ташӑ ятне каларӗ те Хӗл Мучи, ҫавӑнтах ташӑ кӗвви янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗрӗссипе, сӑнне те хӑй унран пӗчӗкле юлнипе чылайӑшӗ астумасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Вӗсен хуҫисенчен чылайӑшӗ ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

«Пирӗн вара ӑна чарас, мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе вӑйпа усӑ курма тивет. Эпир Тӑван ҫӗршыва, ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлетпӗр. Пирӗн нумай нациллӗ халӑх, граждансенчен чылайӑшӗ СВО тӗлӗшпе принциплӑ позици йышӑнчӗ, эпир тӑвакан ӗҫсен пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлес ӗҫре чӑн-чӑн патриотизм туйӑмӗ малта тӑни палӑрчӗ», — терӗ Владимир Владимирович.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, шӑрҫасенчен чылайӑшӗ ытларах чухне кӑвак тӗслӗ, вӗсене пурне те тенӗ пекех вырӑнти материалсенчен шӑратнӑ.

Исследователи отмечают, что многие из бусинок, в первую очередь синие, были изготовлены почти исключительно из местных материалов.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Анчах вӗсенчен чылайӑшӗ ҫывӑраҫҫӗ.

Но спали немногие.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Залра ларакансем чылайӑшӗ вӗсене паллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чылайӑшӗ пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Нумаях юлман вӗсем, чылайӑшӗ ҫӗршыв тӑрӑх саланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Чылайӑшӗ Миххапа уполномоченнӑйӗсене сивлесе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсенчен чылайӑшӗ, Сахар ҫурт-йӗрӗпе танлаштарас пулсан, хӑнана та пымаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра вара вӗсем пасара е чиркӗве аркӑсӑр шап-шурӑ кӗпепе, чылайӑшӗ хура сӑран атӑпа ҫӳреҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайӑшӗ куҫӗсене шӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайӑшӗ чӗлӗм е чикарккӑ мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем унчченех хатӗрленнӗ пулмалла — ял тӑрӑх ҫав сасӑ янӑраса кайсанах, пӳрчӗсенчен васкамасӑр тухса, мечӗт еннелле сулланчӗҫ, чылайӑшӗ ӑмсанчӑк куҫпа Петӗрӗн ытарайми ӑйӑрӗ ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайӑшӗ япалисене те кӑларма ӗлкӗреймерӗҫ, ҫие мӗн тӑхӑннӑ — ҫавӑнпах юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович ӑна, ҫӗлен пек авкаланса тӑракан ҫап-ҫутӑ та яп-яка янавара, нумай пулмасть Чӗмпӗртен туянса килнине пӗлсен, чылайӑшӗ пуҫӗсене усрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайӑшӗ вӗсемпе вӑй виҫеҫҫӗ — кам миҫе хутчен ҫӗклеме пултарать?

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех