Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑн (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, тыт хӑвӑн вӑрттӑн «романусене», сыр та ҫӑпатусене — вӗҫтер аннӳ патне кӑмака ҫине.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑвӑн ентеш-хӗрарӑмусене малашне ан пӑлханччӗр тесе ӑса кӗрт.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвӑн ялта санӑн авторитет пысӑк вӗт.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кала-ха мана, чиперкке, мӗнле тӗллевпе хӑвӑн тантӑшусене ача ҫуратассине хирӗҫ агитациленӗ эсӗ? — тинех каласа хума пултарчӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальлӗхе эсӗ аннӳне курсан кулатӑн, хӑвӑн тулли тутусемпе пӗрремӗш сӑмаха — «анне» калама хӑтланатӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвӑн хыпарупа епле савӑнтартӑн мана.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвӑн чуруна пулӑшсам!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, хӑвӑн ывӑлна Ивана пулӑшсам, вӑл вутра та ан ҫунтӑр, шывра та ан путтӑр, киле сывӑ тата сывлӑхпа таврӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑван килне, хӑвӑн ҫемйӳне манса ан кай.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Черет Ешӗлпие ҫитсен Шывхуҫи ӑна туя ӑшне кӗме чарса тӑратрӗ те: «Сана хӑвӑрӑн тӑванӑрсем патне хӑнана яратӑп, хӑвӑн аҫу-аннӳшӗн тунсӑхласа ҫитрӗн пуль. Мана качча тухнӑранпа та кайса курман!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Эсӗ пире, хӑвӑн шанчӑклӑ чурусене, пӗтӗм тавралӑха хӑвӑн иксӗлми ӑшшупа ӑшӑтатӑн, Ҫӗр-аннемӗре вӑй-хӑват паратӑн, выльӑх-чӗрлӗх ырлӑхӗшӗн ҫӑра та ешӗл курӑкна ӳстеретӗн, тухӑҫлӑ пултӑр тесе вӑхӑтра ҫумӑрна ҫутаратӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫынсен телейӗшӗн хӑвӑн пурнӑҫна хӗрхенместӗн пулсан, лар хӑвӑртрах ман ҫине!

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

— Ҫак хулари ҫынсемшӗн, хӑвӑн пиччӳпе аннӳшӗн, йӑмӑкушӑн пурнӑҫна шеллеместӗн пулсан… — вӑрман кашланӑ пек сасӑ кӑларса каччӑ умнех анса ларчӗ кайӑк.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

— Эсӗ ху ирӗкӳпе хӑвӑн чунна парсан кӑна лӑпланма пултарать вӑл, — такам сассине илтет Ментти.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Тен, каллех телейлӗ пулӑн хӑвӑн выльӑхусемпе.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӑхӑн хӑвӑн фуфайккуна.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пуҫ ҫапатпӑр, ан пӑрах хӑвӑн ачусене.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эсӗ хӑвӑн чечекӳшӗн яваплӑ…

Ты в ответе за твою розу.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эсӗ хӑвӑн чечекне утьӑкка сиктернӗ пек пӑхнӑ, уншӑн ним те шеллемен; ҫавӑнпа вӑл саншӑн темрен те хаклӑ.

— Твоя роза так дорога тебе потому, что ты отдавал ей всю душу.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫитес кунсенчен пӗринче, хӑвӑн планетушӑн тунсӑхласа ҫитсен, эпӗ сана пулӑшма пултаратӑп.

В тот день, когда ты горько пожалеешь о своей покинутой планете, я сумею тебе помочь.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех