Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халӑхран (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен машини Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен темиҫе вырӑна ҫитсе чарӑнӗ – халӑхран хут, кантӑк, пластик, ҫипуҫ, батарейка, пластмасса хупӑлча, шӑл тасатмалли щётка, лампочка, дозаторсемпе распылительсем, фломастерсемпе маркерсем тата ыттине йышӑнӗҫ.

Транспорт защитников окружающей среды с 10 утра до 14 часов 30 минут в Новочебоксарске остановится в нескольких местах — от населения будут приниматься бумага, стекло, пластик, одежда, батарейки, пластмассовые крышки, зубные щётки, лампочки, дозаторы и распылители, фломастеры с маркерами и др.

«Экомаршрутка» ҫула тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32383.html

Мӑрсаран ыйтаҫҫӗ пулсан вӑл та халӑхран ыйтма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӑхран пӑрӑнма юрамасть, — терӗ Роднов учитель.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл пин те тӑхӑрҫӗр пиллӗкмӗш ҫулта, тупнӑ ирӗке патшапа улпутсем халӑхран пусмӑрласа каялла туртса илсен, хӑйӗн юлташӗсене асӑрхаттарса ҫапла каланӑ: «Халӗ тупнӑ ирӗке ҫухатрӑмӑр, вӑл хамӑр пӗлменнипе пулчӗ, анчах тепре ирӗк тупса тата ӑна та пӗтерсен, вара пире халӑх ӗмӗр каҫармӗ», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куланай мар вӗт вӑл — турӑ ячӗпе халӑхран пуҫтарнӑ укҫа!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗне мар, асламӑшне, куккӑшне пӑхнӑ Соня, хура халӑхран тухнӑ ҫынна вӑл нихҫан та юратас ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑхран пӑрӑнни — пушшех килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пирӗн йӑх — хура халӑхран.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑхран уйрӑлмалла мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Артур крепоҫӗ пӗчӗк пӑлхав хыҫҫӑн тата хытӑрах хӳтӗленнӗ, анчах «Истуканӑн» чунӗ халӑхран шикленнӗ — чылайччен хапхине вӑл хупӑ тытса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачисем те вӗсен — хӑшӗ учителе тухнӑ, хӑшӗ ашшӗсене сут тӑвас ҫӗрте пулӑшаҫҫӗ, халӑхран уйрӑлман.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем тата халлӗхе халӑхран та пӗтӗмпех уйрӑлса кайман-ха.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Халӑхран нимӗн те пытараймастӑн, хӑнара военкомат ҫыннисем те пулнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Паллах, ӗҫлекен халӑхран шырамалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Пӗлеҫҫӗ вӗсем халӑхран нимӗн те килменнине.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Унта манӑн ӑна вырӑнти халӑхран, сутуҫӑсенчен ыйтса-тӗпчесе-пӗлсе шырама тивет.

Там мне придется его искать, расспрашивая население и торговцев.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

4. Должноҫри ҫынсем граждансен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӳрекен фактсемпе сӑлтавсене халӑхран пытарса тӑраҫҫӗ пулсан вӗсене федераци саккунӗ тӑрӑх явап тыттараҫҫӗ.

4. Сокрытие должностными лицами фактов и обстоятельств, создающих угрозу для жизни и здоровья людей, влечет за собой ответственность в соответствии с федеральным законом.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене халӑхран татӑлса, «пӳлӗмри» ӗҫ шайӗпе кӑна ҫырлахса татса пама пулманнине эпӗ халиччен темиҫе те палӑртнӑ.

Я неоднократно делал акцент на том, что актуальные для граждан проблемы невозможно решать в отрыве от народа, только в рамках «кабинетной» работы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ҫынсем хускатакан ҫивӗч ыйтусене халӑхран уйрӑммӑн ӗҫлесе татса пама ҫук.

Вопросы, которые затрагивают люди, нельзя решить, работая отдельно от народа.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ҫапла хӑтланса «Норд-Лес» халӑхран ним мар укҫа сӑптӑрма пултарать.

Поступая таким образом, «Норд-Лес» имеет возможность обдирать народ.

Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех