Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, Мускаври парадпа хавхаланнӑскер, ял ҫыннисем фронта пулӑшма тӑрӑшса ӗҫлени ҫинчен, оборона фондне хӑйсем ӗҫлесе пухнӑ укҫа-тенкӗ, аш-какай, сӗт, ҫӑмарта, тир, ҫӑм уйӑрса пани ҫинчен сӑмахланӑ май, чи нумай парне панисен ячӗсене пурте илтмелле пӗлтерчӗ, тата ытларах тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнчӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӑшӑнас тесе, Петӗр уткаласа ҫӳрерӗ, Соня вӗрентнӗ ташӑсене аса илме тӑрӑшса, пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаларӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ав лере, мускавсем, ӗмӗрне ҫурла тытса курманскерсем, мӗнле тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ те, эсӗ кунта пунттӑ тӑватӑн!..
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кунӗпе тӑрӑшса ҫулсан та, палланӑ лесник панӑ ҫарана ҫулса пӗтереймерӗҫ Ҫимунпа Сантӑркка.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Темех улшӑнман. Ӗлӗк ку ҫул хӗрринче телефон юписем ҫеҫ ҫукчӗ», — шухӑшласа илчӗ Хура Ҫимун, ял халӑхӗ хӑйне епле йышӑнасса малтанах курса тӑма тӑрӑшса.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйне халӑхпа пӗр кӑмӑллӑ пек кӑтартма тӑрӑшса, юри хаярланса эхлетрӗ:
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗмӗл ҫаратнӑ та, инкекрен хӑтӑлма тӑрӑшса, мана элеклеме хӑтланатӑр.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйне алла илме тӑрӑшса, ӑшӗнче кӗл-турӗ:
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Платун алкум вӗҫне васкаса тухрӗ те хӗсӗкрех куҫӗпе ҫӗрлехи тӗттӗме сирме тӑрӑшса тарӑхрӗ:
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ним пулман чухнехи пек курӑнма тӑрӑшса, хӑй пӳлӗмӗн алӑкне вашаватлӑн уҫрӗ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑнпа эпӗ сана пулӑшма тӑрӑшса пӑхрӑм та…
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Макҫӑм, улшуҫ ҫинчен куҫне илмесӗр сӑнанипе, лешӗ инҫех те каймасӑр чарӑнса тӑнине курсан: «Йӗксӗк пуҫӗ темерӗщ лашана нимпе те вӗҫертесшӗн мар. Апла тесен, хуҫи ыйтнӑ хака тӑракан лаша-ха ку», — шухӑшласа илчӗ те: — Аллӑ тенкӗ терӗн-и-ха? — Ӗҫченлӗрех курӑнма тӑрӑшса, малалла каларӗ Макҫӑм, — эпир те санашкалах нушаллӑ ҫынсем.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Евӗклӗн те хаваслӑн курӑнма тӑрӑшса, анчах ӳсӗррипе чӗлхи ҫыхланнӑран сӑмахӗсене тӑсса: — Аван-и, Анук?.. — терӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан куҫне уҫрӗ те пирус йӑсӑрлантарса тӑракан ҫамрӑк хӗрарӑма курсан: «Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ӑҫта эпӗ? Ку мӗнле хӗрарӑм?» — тӑна кӗреймен пирки аса илме тӑрӑшса шухӑшларӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗллев патне талпӑнни, тӑрӑшса ӗҫлени лайӑх кӑтартусем ҫӗнсе илме пулӑшӗҫ.Целеустремленность и усердие на работе позволят добиться отличных результатов.
47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эпӗ те Аленӑпа ачасем патне ним пулман пек кӑтартма тӑрӑшса утса кайрӑм.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Ун таврашӗнчи ҫӗр ҫинче пахча ҫимӗҫ тӑрӑшса ӳстерни ҫеҫ курӑнатчӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Ун хыҫҫӑн халӑх сӑмахлӑхне тӑрӑшса Оренбург чӑвашӗсем патӗнче пуҫтартӑмӑр.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Мӗнле мирлешнине эпир вара пӗлсех каймастпӑр, анчах аслисем каярах, ҫуркунне, ҫурхи шыва юхтарса яма тарӑн траншейӑсем пӗрле тӑрӑшса чавнине астӑватӑп.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Тем те тӳссе курнӑскер, пит тӑрӑшса мӗкӗрленсе хускалчӗ те кивӗ «Волга», манӑн «салхуллӑ пуласлӑх» еннелле йывӑррӑн ыткӑнчӗ.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.