Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунката сăмах пирĕн базăра пур.
Тунката (тĕпĕ: тунката) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тунката пекки тупса ун ҫине юнашар ларчӗҫ те хӗвӗсенчен пӗрер чӗл ҫӑкӑрпа шӑрттан татки кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан васкамасӑр сӑх сӑхса илчӗ те хӑйӗн айӗнчи каска пуканне хуран ларакан тунката патнерех куҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫӗр пӳрт умӗнчи тунката ҫинче ҫуллӑ какай яшки пӑсланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, ывӑннӑ ҫын пек, тунката ҫине вырнаҫса ларчӗ, вӑрманти шӑплӑхран тӗлӗнсе йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр тунката ҫывӑхӗнче лапсӑркка хӳреллӗ пакша мӑйӑр катса ларнине асӑрхасанах ҫурӑм хыҫӗнчи ухӑ пӗкечине алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврара пуртӑ сасси янраса тӑрать, ҫапӑ е тунката ҫунтарнӑран тӗтӗм йӑсӑрланать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай тунката пӗр хӗррине ҫӗҫӗ вӗҫӗпе чӗрсе икӗ ана палли туса хӑварнӑ: пӗри, чӑх чӗрни, — Ахтупайсен, тепри, кӗреҫе, — Эрнеписен.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнтӗ ӑна Ахтупай ҫул хӗрринчи пӗр тунката умӗнче чарӑнни те, вӑл, пиҫиххирен ҫакса тултарнӑ кайӑк кӑвакалӗсене вӗҫерте-вӗҫерте хурса унта канма ларни те савӑнтармасть: Эрнепи пурпӗрех вӑрмантан тухса ун патне пырас ҫук.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сылтӑм урипе ҫав тунката ҫине ӳкнипе ура тупанне вӑл хыт амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лашине Шӗнерпуҫ еннелле пӑрчӗ те ҫак ҫын, васкамасӑр уттарчӗ: хӑй, вырӑнтан сикмен тунката пулса, урисене усса урапа ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак ҫын, хайхи, урапа хыҫне пычӗ те тунката пек ним сикмесӗр чылайччен пӗр вырӑнта тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гервак ҫӗкленчӗ те тунката ҫине вырнаҫрӗ:

Гервак поднялась и села на пень.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ шикленсе ӳкрӗм, самаях шикленсен — паркет варринче тунката пек чарӑнса тӑтӑм; йӗри-тавра — капмар, чӑн-чӑн инҫетлӗ зал, унта калама ҫук капӑр бал кӗписем, фраксем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсемпе арҫынсем — питӗ пысӑк йыш — унталла-кунталла кумаҫҫӗ.

Я начал робеть и, изрядно оробев, остановился, как пень, посреди паркета огромной, с настоящей далью, залы, где расхаживало множество народа, мужчин и женщин, одетых во фраки и красивейшие бальные платья.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл канӑҫсӑрлантарать, — ку эсир кӳршӗ пахчана кӑвар кайӑк анса ларнӑ е унти кивӗ тунката кӗл чечек ҫурнӑ тесе каласан канӑҫсӑрланнӑ евӗрлех.

Он встревожил меня, — как будете встревожены вы, если вам скажут, что в соседнем саду опустилась жар-птица или расцвел розами старый пень.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Таса та уяр тата шавлӑ ир пулчӗ, эпӗ уҫланкӑ варринче тунката ҫинче лартӑм.

Утро было яркое, гомонливое, и, сидя на пенышке посреди желтой полянки.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Акӑ тата, тунката, — тесе ҫилленчӗ анне.

— Вот еще идол! — рассердилась мать.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Юнашар йӗкӗреш тунката; эпӗ кунта пӗлтӗр пулнӑ.

Рядом стоит двойной пень, я шел тут в прошлом году.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Вӑл хавхалансах кайрӗ, ҫак сӑмахсене витӗмлӗрех те мӑнаҫлӑрах янӑратмашкӑн тунката ҫине хӑпарса тӑчӗ; тепӗр хут ӑнтӑлса та тарӑхса хыттӑн кӑшкӑрчӗ ҫеҫ — ҫав самантрах сиксе анчӗ те Жан хыҫне пытанчӗ, «Ай!» — тесе ҫеҫ ӗлкӗрчӗ.

Она воодушевилась, проголосив эту тираду стремительным и сердитым звонком, но тут же соскочила с пня, на который встала ради величия, и спряталась за Жана, успевшего только закричать: «Ай!»

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

— Тӗлӗнмелле утарҫӑ ку: тунката вӗлле тытмасть, хаклӑ йышши хӑма вӗллесемех лартса тухнӑ, анчах вӗсем те ҫурри ытла пушӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн тунката пек тӑратӑн?

 — Что же ты стал, как пень?

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех