Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳрнисемпе (тĕпĕ: пӳрни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла, ҫапла, — пӳрнисемпе васкамасӑр шаклаттаркаласа килӗшрӗ Ливингстон, — мана ку ытлашшипех йӑлӑхтарчӗ, анчах эпӗ тӗллевӗм патне ҫитичченех лӑпланмастӑп.

— Да, да, — нетерпеливо постучав пальцами, сказал Ливингстон, — мне это порядочно надоело, но я не успокоюсь, пока не достигну цели.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Алӑк патӗнче ҫара ураллӑ хура салтак ларать, йӑлӑхтармӑш пӗр кӗвӗллӗ юрӑ ӗнӗрленӗ май карабин пускӑчне пӳрнисемпе ҫине-ҫинех шаклаттарать.

У входа сидел черный босоногий воин, напевая монотонную песню и щелкая пальцами по курку карабина.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Каллех «Тонуса» кӗтӗмӗр те эрех ыйтрӑм, хӗр ача валли — пылак кукӑль, вара вӑл урисене силленӗ май мӑрлата-мӑрлата, пӳрнисемпе чакаласа ӑна тӗпчеме пикенчӗ, эпир Паркерпа пилӗк ҫул каяллахи Лиса таврӑнтӑмӑр.

Мы прошли опять в «Тонус» и заказали вино; девочке заказали сладкие пирожки, и она стала их анатомировать пальцем, мурлыча и болтая ногами, а мы с Паркером унеслись за пять лет назад.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Капитан утма чарӑнчӗ, мана сӑнавлӑн тӗсет, пӳрнисемпе шаклаттарчӗ те юнашар лаштах ларчӗ.

Капитан остановился ходить, посмотрел на меня, щелкнул пальцами и грузно сел рядом.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл пукан ҫинелле тӗллерӗ, лартӑм, Поп вара ура ҫинчех, янахне пӳрнисемпе вӗчӗрхенерех сӑтӑркалать.

Он указал стул, я сел, а Поп продолжал стоять, нервно водя пальцами по подбородку.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн куҫӗсенче ҫутӑ вылять, вӑл пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ, ҫамкине сӑтӑркалать, акӑ питне пӳрнисемпе хупларӗ те йӗрсе ячӗ, анчах самантранах аллипе сулкалашса кулма пуҫларӗ.

В ее глазах заиграл свет, она встала, потерла лоб, заплакала, пальцами прикрывая лицо, но скоро махнула рукой и стала смеяться.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӳрнисемпе шаклаттарса пӳртелле вирхӗнчӗ, эпир вара ун хыҫҫӑн пырса пысӑках мар пӳлӗме иртрӗмӗр.

Она понеслась, щелкая пальцами, а мы, следуя за ней, прошли в небольшую комнату.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Стена ҫумӗнче сулахайра эрешлӗ ылтӑн юпа ҫинче хура статуя тӑрать: куҫӗсене ҫыхса хупланӑ хӗрарӑм, унӑн пӗр ури кустӑрмаран пӳрнисемпе ҫӑмӑллӑн-ҫепӗҫҫӗн перӗннӗ, — хайхискере тӗнӗлӗн икӗ енчен те ҫунатсемпе капӑрлатнӑ, тепӗр ури хыҫалалла тӑсӑлса ҫӗкленнӗ.

Слева у стены на узорном золотистом столбе стояла черная статуя: женщина с завязанными глазами, одна нога которой воздушно касалась пальцами колеса, украшенного по сторонам оси крыльями, другая, приподнятая, была отнесена назад.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл стенаран сулахай аллин пӳрнисемпе тӗревленсе тата малалла тӳп-тӳрӗ пӑхса тӑрать, хутран-ситрен хӗрарӑма ҫав тери чирлӗ куҫӗсемпе тӗмсӗлсе сӑнать.

Он стоял, упираясь пальцами левой руки в стену и смотря прямо перед собой, изредка взглядывая на женщину совершенно больными глазами.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эстамп, кӑштах та кӳренменскер, мана кӑсӑклӑн сӑнать, унтан пӳрнисемпе шаклаттарчӗ те: «Аха!» — терӗ, вара куҫлӑхлӑ паллӑ мар ҫынпа калаҫма пикенчӗ.

Эстамп, нисколько не обиженный, с любопытством смотрел на меня, потом, щелкнув пальцами, сказал: «Ба!» — и заговорил с неизвестным в очках.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ку сирӗн аллӑр, Ассунта, — терӗ Блюм хӗрарӑмӑн ҫинҫе аллине сивӗ пӳрнисемпе шанчӑклӑн чӑмӑртаса.

— Это ваша рука, Ассунта, — сказал Блюм, сжимая тонкую руку ее уверенными холодными пальцами.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл пӳрнисемпе шаклаттарчӗ, анчах куҫӗсем арӑмӗ ҫинче чарӑннӑ, тата темӗскер ыйтаҫҫӗ; Тинг пӗшкӗнчӗ, Ассунтӑна ачашшӑн та шухӑшлӑн чуп турӗ, ҫакӑ ӑна малаш тӗллевӗсенчи хӑюлӑхпа хавхалантарать ахӑр.

Он щелкнул пальцами, но взгляд его, останавливаясь на жене, еще что-то спрашивал, Ассунта улыбнулась, закрыв глаза; Тинг наклонился и поцеловал ее задумчивым поцелуем, что прибавило ему решительности в намерениях.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Унтан, ҫав-ҫавах ҫутӑ ҫутмасӑр, кӗсье сехетне кӑларчӗ, унӑн ҫаврака кӗленчине пекӗ ҫивӗчӗшӗпе уҫрӗ те циферблатне пӳрнисемпе хыпашларӗ, — йӗпсем ҫур ҫӗр иртни пӗр сехет кӑтартаҫҫӗ.

Затем, все не зажигая огня, вынул карманные часы, снял круглое стекло их острием складного ножа и ощупал циферблат пальцами, — стрелки показывали час ночи.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Блюм хӑйӗн ҫулташӗ ҫине тинкерчӗ; Фирсӑн сивлек ҫӑварӗ Блюма ҫавна — ҫӑвара — пӳрнисемпе ҫатӑрласа тытса хӑлхисем таранчченех туртса сарас туйӑмпа вӗчӗрхентерет.

Блюм посмотрел на своего спутника; унылый рот Фирса внушал Блюму желание растянуть его пальцами до ушей.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Улпут пӗр вӑхӑт шарламарӗ, сухалне ҫиелтен пӳрнисемпе якаткалать.

Барин некоторое время молчал, воздушно поглаживая бороду пальцами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Вӑл окопрах юлчӗ, чарусӑр хӑш-пӗр граната-бомбӑна вӑхӑт-вӑхӑтпа пӳрнисемпе каялла ҫапа-ҫапа ярать.

Он так и остался при нем, щелкая время от времени пальцем по некоторым весьма назойливым гранатам и бомбам.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Следователь Тиррей ҫине темӗн пӗлтересшӗнле тӗмсӗлчӗ, янах айне пӳрнисемпе ярса тытрӗ, хытса тӑчӗ, кӗтмен ҫӗртен вырӑнтан ҫӗкленчӗ те чӗвен тӑрса алӑк патнелле утса пычӗ.

Следователь значительно посмотрел на Тиррея, схватил пальцами подбородок, напрягся и, неожиданно встав, приблизился к двери на носках.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сана пӳрнисемпе кӑтӑкласа пӑхрӗ, эсӗ кулатӑн.

Пальцем тебя пощекотал, а ты смеешься.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл чӗмпе тӗле питӗ уҫӑмлӑн курать, вӗсем унӑн пӳрнисемпе пӗрлешсех кайрӗҫ тейӗн.

Он видел мушку и цель так отчетливо, как если бы они были соединены с его пальцами.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— «Пуҫ янӑ ҫын вальсне» итлӗр, — терӗ те Роэна ҫав вӑхӑтрах клавиатурӑна вӑйлах мар пӳрнисемпе пусрӗ.

— Слушайте «Вальс изгнанника», — говорила Роэна в то время, как ее еще не сильные пальцы нажимали клавиатуру.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех