Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗве сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗве (тĕпĕ: пӗве) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавраран капланса килнӗ шывран пӗве хӑвӑрт хӑтӑласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ферма умӗнче тарӑнах мар пӗве пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Уроксем вӑхӑтӗнче шӑпӑрт ларса ывӑннӑскерсем татӑлнӑ пӗве пекех урамалла ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

…Пилӗк кунтан ялта каллех шӑв-шав ҫӗкленчӗ: Вихтрсен пилӗк сурӑхне килкартинчех пӑвса хӑварнӑ, каҫ-каҫ сӑнчӑртан вӗҫертекен йыттин виллине Анатри пӗве ҫырминче тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑл кӗпе-тумтирӗпех шыва сикнӗ, пӗве тӗпӗнчен кӗҫ-вӗҫ чунӗ тухас ачана туртса кӑларнӑ, ҫыранта тивӗҫлӗ пулӑшу панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫав самантра пӗве пуҫӗпе малтанхи ҫул ҫеҫ ҫартан таврӑннӑ Кӗҫтук иртсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тепрехинче тата, ҫимӗк ҫитесси икӗ эрне тенӗ чухне, юнашарти пӗве хӗрринче аслисем шыва сикме ятарласа туса лартнӑ вырӑнтан аялалла чӑмнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫав вӑхӑтра Ҫеркуш капитан роти «фашистсен йӑви» ҫине — Анатри пӗве юппипе сылтӑм флангран, Ваҫук аслӑ лейтенант роти Мӑн пӗве пуҫӗпе сулахай флангран пырса ҫапмалла.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пӗве вӗҫне тухса пӗчӗк кӗперпе каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗн тума парк витӗр антармалла-ха тата ҫак урама пӗве хӗррине ҫитичченех?

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ бригадир, пӗве пуҫӗпе каҫса, малалла шӑпӑрттӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тулса пыракан шыв пӗве пӑрне ҫӗклесе ҫуркалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем пӗве пуҫне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗве пуҫӗ ҫийӗн иртекен ҫула асфальт сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗве пуҫне шыв антармалли кавӑс алӑк касрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗреҫине илчӗ те Дубов икӗ пӗве хушшипе Мерчӗк еннелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗве ҫумӗнчи сарайне те вут ӑшалать.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑрантас, пӗве хыҫӗнчи йывӑҫ кӗперпе каҫса, тӑвалла хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗве татса кайнӑ хыҫҫӑн касӑлса юлнӑ шырлан урлӑ сиксе каҫрӗ те чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗпер патнелле ҫывхарнӑҫем вӗсем часах ӑнланса илчӗҫ: «Хурӑнлӑх» клубӗ ҫумӗнчи пӗве татӑлса кайнӑ, ҫырма талккӑшӗпех шыв алхасать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех