Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Подтелков (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Подтелков куҫӗпе тем хыпашланӑ пек ун еннелле пӑхса илчӗ.

В его сторону пополз щупающий взгляд Подтелкова.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков, ырланӑ пек йӑл кулса илсе, Кривошлыков хутне кӗрсе каларӗ:

Подтелков одобрительно хмыкнул, поддержал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпир — казаксем, ҫавӑнпа та пирӗн управлени те хамӑрӑн — казаксен управленийӗ пулмалла, — чееленме пӗлмен Подтелков ытлашши сӑмах персе ан ятӑр тесе, калаҫӑва хутшӑнчӗ Кривошлыков.

Мы — казаки, и управление у нас должно быть наше, казачье, — вступился Кривошлыков, опасаясь, как бы простоватый Подтелков не сболтнул лишнего.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков стакан тӗпӗнчи шыва ӗҫсе ячӗ те, графина турилкке ҫине лартса, мӑйӑхне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Допив стакан воды, Подтелков поставил на тарелку графин, вытер рукавом усы.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вак-тӗвек ыйтусем панӑ тата пӗр-пӗрин шухӑшӗсемпе кӗскен паллашнӑ хыҫҫӑн Каледин, кӑкӑрӗпе сӗтел хӗррине сӗвенсе, куҫӗпе Подтелков ҫине тирӗнчӗ, ыйтса пӗлчӗ:

После малозначащих вопросов и краткого обмена мнениями Каледин спросил, грудью наваливаясь на край стола, упирая взгляд в Подтелкова:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш полк, — ҫирӗппӗн те янӑравлӑн каларӗ малалла Подтелков, — вун виҫҫӗмӗш батарея, Каменскинчи вырӑнти команда, Вуннӑмӗш полк, Ҫирӗм ҫиччӗмӗш полк, иккӗмӗш ҫуран ҫар батальонӗ, Иккӗмӗш запасной полк, Саккӑрмӗш полк, Вун тӑваттӑмӗш полк.

Двадцать девятый полк, — продолжал Подтелков уже уверенней и громче, — тринадцатая батарея, каменская местная команда, Десятый полк, Двадцать седьмой полк, второй пеший батальон, Второй запасный полк, Восьмой полк, Четырнадцатый полк.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков вара, сӑнран тӗксӗмленсе, сарӑ ҫӑмлӑ аллине сӗтел ҫине хучӗ те, сассине хӑпартса, малалла каласа кайрӗ:

И Подтелков, нахмурясь, положил на стол рыжеволосые руки, повысил голос:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков, Кривошлыков ҫине пӑхса илсе, хӑй ӑссӗн шутласа кайнӑ пек каласа тухрӗ:

Подтелков переглянулся с Кривошлыковым, начал словно про себя считать:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вула, — хушрӗ Подтелков.

— Читай, — приказал Подтелков.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков, кулса илсе, делегаци мӗн тӗллевпе килни ҫинчен каласа пӗлтерчӗ.

Улыбнувшись, Подтелков внятно сообщил о целях приезда делегации.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каледин, хӑйне хирӗҫ ларакан Подтелков ҫине куҫне хӗстерсе пӑхса илчӗ.

Каледин коротко прищурился на Подтелкова, занимавшего место против него, сказал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митрофан Богаевский Каледина темскер шӑппӑн пӑшӑлтатса каланине Подтелков сисрӗ.

Подтелков слышал, как Митрофан Богаевский вполголоса что-то сказал Каледину.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков юлашки сӑмахсене лайӑххӑн илтсе юлаймарӗ пулин те хӑй тӗллӗн кулса илчӗ.

И Подтелков, хотя и не расслышал последних слов, все же улыбнулся.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кривошлыков Подтелков хыҫҫӑнах тухрӗ; кулса илсе, пӑшӑлтатса каларӗ:

Кривошлыков выходил следом за Подтелковым; улыбаясь, шепнул:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков, кӑвакарса кайса, кӑшт пӑлханарах пӑхакан куҫӗсене Кривошлыков еннелле чалӑштарчӗ.

Подтелков побледнел, глянул на Кривошлыкова чуть растерянным, косящим взглядом.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пуринчен ытларах Подтелков ҫине, тӗрӗсрех каласан, ун ҫийӗнчи офицер пиншакӗ ҫине, сӗмсӗр куҫӗсемпе тӗллесе пӑхрӗ; хальхинче хӑйӗн тӑшманла кураймайлӑхне юри палӑртса, хыттӑн команда пачӗ:

Он дольше, чем на всех, задержал глаза на Подтелкове, вернее — на его офицерской тужурке; уже с подчеркнутой враждебностью скомандовал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков, кӗрӗ ҫиппи хушшипе ӑса ывӑтнӑ пек, ал лаппине пӗр майлӑн хутлаткаласа илчӗ.

Подтелков размеренно шевелил кистью руки, словно челнок пропускал сквозь сетные ячейки.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калаҫса килӗшейместпӗр, — пурин шухӑшне те палӑртса каларӗ Подтелков.

Не столкуемся, — высказал общую мысль Подтелков.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ сӑран пиншак тӑхӑнса янӑ Подтелков чӳрече умӗнче ларать.

Подтелков, в новой кожаной тужурке, сидел у окна.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Комитет представителӗсене Подтелков ертсе пырать.

Представители комитета во главе с Подтелковым.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех