Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Оля, пӗчӗкскер, самолетӑн пысӑк ҫунатти ҫинче тӑнӑ, унӑн пичӗ унтан-кунтан ҫупа вараланни палӑрнӑ, пилотка айӗнчен ҫамки ҫинелле ҫӳҫ пайӑрки усӑнса аннӑ, анчах вӑл ку еннелле ҫаврӑнсан Завьялов ӑна пӗрре пӑхсанах палларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн пичӗ ҫинчен ҫумӑр тумламӗсене ал тупанӗпе шӑлса илнисӗр пуҫне, унӑн ҫӳхе кӑна сивӗ пальтин ҫухавине ҫӗкленнисӗр, унӑн хӑлхинчен татӑк-кӗсӗк сӑмахсем каланисӗр пуҫне — ҫаксем пурте: вӑрҫӑ та, тӗттӗмлӗх те, сивӗ те кӗҫех пӗтеҫҫӗ тесе пӑшӑлтатнисӗр пуҫне — урӑх нимӗн те тӑваймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ те, хӑй Ольӑна юратнине пӗлмесӗрех, Володя хуть те мӗн тума та, тем пама та хатӗр пулчӗ — Ольӑна сивӗ ан пултӑр, ҫумӑр тумламӗсем унӑн пичӗ ҫине ан ӳкчӗр кӑна, вӑл кулса илтӗрччӗ те, ӑна хӑрани ан асаплантартӑр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫумӑр тумламӗсем Оля пичӗ ҫине ӳкрӗҫ те, Володя вӗсене хӑйӗн ал тупанӗпе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн пичӗ, пӗр стакан сӑра ӗҫмесӗрех, пӑчӑр-пӑчӑр хӗреле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑҫтан пӗлен, вӑхӑт иртнӗҫем, арӑмӗ ӑна каллех ирсерен ӑшӑ шывпа пит ҫутарма пуҫлӗ, пӗчӗк минтерне те юсаса парӗ, ун ҫине вӗр-ҫӗнӗ, чечеклӗ минтер пичӗ тӑхӑнтарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун пичӗ ҫинче тӗлӗнмелле ҫутӑ та ҫӑмӑл тӗтре выляса тӑнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пичӗ шап-шурӑ, тап-таса, унта пӗр пӗркеленчӗк те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, вӑл вӑтаннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ ҫав минтер пичӗ тата ытларах ҫӗтӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса пичӗ хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй пичӗпе сӗртӗнет те мучи пичӗ ҫумне — самайччен хускалмасӑр тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен пичӗ ҫинчи кашни хусканӑвах ӑнланать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай пичӗ ҫинче — вӑрттӑнлӑх, чеелӗх, тӗксӗм чаршав.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн пичӗ халь ҫепӗҫлӗхӗн, ҫуйкӑнлӑхӑн шеллевсӗр пушарӗ пек ҫунать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Часах ҫамрӑк арӑм пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн пичӗ ҫинчи пӗр нерва та хускалмасть тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур кӗпи те, пичӗ те йӗпенчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле выҫлӑ-тутлӑ ҫӳресе йӑлтах хӑшкӑлчӗ, унӑн пичӗ шӗвӗрленсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Талккишпех шанк! хытайса ларать ҫӗр пичӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех