Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫпа сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫпа (тĕпĕ: каҫпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫпа, хӗвел анаспа, Чӑваш Яшмин Ҫӗнӗ кас урамне хӗвелтухӑҫ енчен улма чӑпар ӑйӑр ташласа килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫпа та пӑчӑ пулнӑ пирки йӗпе простыньпе витӗнсе ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Каҫпа, Мамич-Бердей телейне, Усеин-Сеит килте пулмарӗ, вӑл васкавлӑ ӗҫпе Хусан ҫывӑхне кайнӑ терӗҫ, вӗсем вара ханпа иккӗшӗ ҫеҫ калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайса килес пулать ун патне каҫпа ӗҫсенчен пушансан.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа кӗт.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑлламасть пулсан каҫпа, хӗвел ансан, кукашшӗпе кукамӑшӗнчен вӑрттӑн ма картишне сике-сике тухать вӑл?

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла утӑ турттарса, тӗреклетнӗ вырӑн валли пӗрене йӑтса ывӑнаҫҫӗ те каҫпа вилнӗ ҫын пек ҫывӑрнӑ хушӑрах шарт сиксе вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл тыткӑнра мар, ун аллисенче сӑнчӑр ҫук, ӑна никам та гяур тесе питрен сурмасть, каҫпа ӑна тӗттӗм шӑтӑка хӑваласа кӗртсе йытӑсемпе сыхламаҫҫӗ, — ҫакна туйса тӑни уншӑн темрен те хаклӑ пулчӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла вӑл Нухратӑн виҫҫе кайнӑ ывӑлӗпе выляса йӑпанчӗ, каҫпа аяк пӗрчисем ыратакан пуличчен вырӑн ҫинче йӑваланчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа тухатӑн та, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать — унта ял ҫунать, кунта ял ҫунать, унта хурах кӑшкӑраҫҫӗ, кунта хурах кӑшкӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа эп ӑна Куснарпуҫне каякан ҫул ҫинчи кукӑра кӑкарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫпа Ухтивана пӗҫертсе пӑрахрӗ.

Потревоженная рана вновь засочилась.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем хирте ӗҫлесе Каҫпа килне килеҫҫӗ, Каҫхи апат тунӑ чух: «Нарспи, Сетнер», — тееҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Силпире // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аслӑ урам тӑршшӗпе Чиксӗр тусан кӑларать, Хура чикан пек хура Каҫпа килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Паян, хӗр туйӗ килсен, Каҫпа хӗве хупмалла.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ман вулаканӑм, ман юлташӑм, Ирпе, каҫпа та сӗм ҫӗрле Эпир санпа йӗрпе тухасшӑн Ырмасӑр пытӑмӑр пӗрле.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Каҫпа пуҫланмаллаччӗ бал, Анчах паян Ишутӑн траур.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь ӗнтӗ ватӑ — вӑхӑт ҫитнӗ: Ирпе каҫпа шӑм-шак сурать, Иртни ҫине шап-шур тум витнӗ — Вӑл, вӑхӑт, хӑй тӗсне хурать.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла та улшӑнуллӑ пулнӑ Чечек аслашшӗн ӑраскалӗ: Ирпе йӗрсен, каҫпа вӑл кулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ученӑй юлташ каҫпа кунта килет.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех