Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кан сăмах пирĕн базăра пур.
Кан (тĕпĕ: кан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кан сарлака.

Кан широкий.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кан ҫинче ҫывӑрма ирӗк памасан, урайне выртӑп…

Если не разрешаешь спать на кане, я на полу прилягу…

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑм чӗтресе кайнӑ, урисене хӑй айне хурса, кан ҫине тӑрса ларнӑ.

Женщина вздрогнула и тотчас же села на кане, подобрав под себя ноги.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах Вӑрӑм Ура Хоу пӳртне кӗрсен, унта вырӑн ҫеҫ мар, Ли Лань-ин хӑй те кан ҫинче выртнине асӑрханӑ.

Однако, открыв дверь, Хоу Длинные Ноги заметил, что не только постель была на месте, но и сама Ли Лань-ин лежала на кане.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кан ҫинчен пӗчӗккӗ те типшӗм ача сиксе анчӗ.

С кана спрыгнул маленький худой мальчик.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Тӗрӗс, — терӗ кан хӗрринче ларакан старик.

— Верно, — сказал старик, сидевший на самом краю кана.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Лартас! — кӑнтӑр енчи кан ҫинчен илтӗнчӗ сасӑ.

— Поставим! — раздался голос с южного кана.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кан ҫине темӗн чухлӗ халӑх пухӑнать, тепӗр чух ларма мар, урана хума та вырӑн ҫук.

На каны набивалось столько народу, что порой негде было не только присесть, но даже поставить ногу.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл йӗпне ывӑтса ячӗ, кан ҫинчен анчӗ, унтан вӑрҫма пуҫларӗ:

Она швырнула иглу, слезла с кана и грубо выругалась:

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑнтӑр енчи кан ҫине тип-тикӗс чӑпта витсе хунӑ, ун ҫинче хуҫӑк ураллӑ сӗтел ларать тата икӗ таса мар утиял йӑваланса выртать.

На рваной цыновке, постеленной на южном кане, стоял столик со сломанной ножкой и валялись два грязных одеяла.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӳрте кӗрсен, вӗсем кан ҫинче ӑшӑ халат тӑхӑннӑ карчӑк ларнине курчӗҫ.

Войдя в лачугу, они увидели на кане одетую в заплатанный ватный халат старуху

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Мӗнрен тытӑнмалла-ха?» — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ кан ҫинче куҫӗсене хупмасӑр выртакан Сяо Сян.

«С чего же тут начинать?» — мучительно спрашивал сам себя Сяо Сян, лежа на кане с открытыми глазами.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӑха асаплантарнӑ помещиксене тавӑрасшӑн, вӗсене аркатса тӑкасшӑн, терӗҫ пӗрисем; эксплуатацие пӗтересшӗн тата ҫӗре халӑха валеҫсе парасшӑн, терӗҫ теприсем; малашне ӑшӑ кан ҫинче ҫывӑрассишӗн, лайӑх пурӑнассишӗн тата уявсенче пельмень ҫиессишӗн, терӗҫ виҫҫӗмӗшӗсем.

Одни считали, что для того, чтобы отомстить за обиды, нанесенные помещиками простому люду и добить помещиков, другие — для того, чтобы уничтожить эксплуатацию и разделить землю, третьи — чтобы спать на теплых канах, хорошо жить и есть по праздникам пельмени.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫичӗ кун кан ҫинче выртрӑм, ҫичӗ кун урасем ҫине тӑраймарӑм.

Семь дней из-за этого я на кане пролежала, семь дней на ноги встать не могла.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Амӑшӗ ӑна аллисенчен ярса тытрӗ, каялла кан ҫине илсе кайса лартрӗ.

Мать схватила его за руку и водворила обратно на кан.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кан ҫинче выляса ларакан Со-чжу та хӑй амӑшӗпе хирӗҫекен карчӑка тавӑрмалла тесе шутларӗ пулас.

Игравший на кане Со-чжу, решив, очевидно, что ему тоже следует дать отпор старухе Ду, которая ссорится с его матерью.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем кан ҫинче мӗн ирхи апатченех калаҫса ларчӗҫ.

Они уселись на кан и проговорили до завтрака.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кан ҫине хӑпар хӑвӑртрах.

— Залезай скорей на кан.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Упӑшки пысӑк вӗреннӗ ҫын пекех ларнине курсан, вӑл тӑруках ырӑланчӗ, кан хӗррине ларса кулкаласа илчӗ:

Увидев, что он старательно что-то пишет и вид у него такой серьезный, словно у настоящего ученого, Дасаоцза сразу подобрела. Она присела на кан и улыбнулась:

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пурте шӑпахчӗ, анчах шӑрпӑкне ҫеҫ чӗртме ӗлкӗрчӗ, такам кан ҫинчен сиксе анса ун патне ыткӑнчӗ.

Все было тихо, но едва она чиркнула спичку, кто-то спрыгнул с кана и бросился к ней.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех