Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫса ҫӳрекен Кубока Канаш хулинчи 6-мӗш вӑтам шкул спортсменӗсем хальхинче те алӑран вӗҫертмерӗҫ.
Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/
Анчах Альбина ӑна-кӑна асӑрхамарӗ, коридор тӑршшӗпех мана алӑран ямасӑр утса пычӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
…Юрласа пӗтерсенех Альбина ман пата хӑвӑрт утса пычӗ те вӗри аллипе манӑн алӑран тытрӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Вӑл мана алӑран тытса тӑратрӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Йӗкӗт ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ҫынна курсан, пӗр самант вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗ, унтан сасартӑк мана алӑран тытрӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Таня скрипки сасартӑк шӑпланса ларчӗ, сӗркӗҫӗ лӑштӑрах алӑран ӳкрӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Мана тулта Зиминцев кӗтсе илчӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр алӑран тытрӗ те, вӑрра ҫавӑтса пынӑ пек, Люсьӑсен хваттерӗн алӑкӗ патне илсе ҫитерчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫамрӑк, пӳ ҫитӗннӗ каччӑ сулмаклӑ хура чӑматанне алӑран алла улӑштара-улӑштара тытнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ҫитменнине, юратнӑ ӗҫе алӑран вӗҫертрӗм.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫи-пуҫне тӳрлете-тӳрлете пӳлӗм варринелле туртӑннӑ инкесем алӑран алла тытӑнса, карталанса авкаланчӗҫ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл, ачасем шиклӗн кӑшкӑрнине илтсе вӗсем патне чупса пынӑскер, Караҫӑм алӑран пӑрахнӑ урхалӑха йӑпӑр-япӑр ҫавӑрса тытса ӗне пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унӑн хӑлхине шыв кӗме памарӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Антӑхтарса ямалла хӗрӳллӗн чуптума пӗлекен хаваслӑ хӗр алӑран вӗҫерӗнни хӑй вӑхӑтӗнче ӑна тарӑхтарнӑ-хурлантарнӑ темелле-ши?
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫӑмӑлах мар, иккен, ҫӑк: ӑна час-часах пӗр алӑран тепӗрне куҫарма тивет.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ӑна хӗрача алӑран та вӗҫертмест.
Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/
Анчах алӑран вӗҫертрӗ-ҫке.
Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслӑва алӑран вӗҫертмен пулсан таҫта кайса ҫӳреме те кирлӗ марччӗ пулӗ.
Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Алӑран Турӑ кӗнекине ямарӑм.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Алӑран тытман пирки, «Мӗн ҫыпҫӑнатӑр?
Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Укҫине хунӑ, атя пирӗн пата! — тесе, Павӑл мана алӑран ярса тытрӗ.
Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Саҫҫим алӑран вӗҫерӗнсе кайрӗ халӑх!!!
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.