Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аллине (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тапхӑрта V Георг патша вӗсен аллине Пысӑк Виндзор паркӗнчи Роял-лодж замокпа Шотландири Биркхолл ҫурт-йӗре панӑ.

В этот период король Георг V предоставил в их распоряжение замок Роял-лодж в Большом Виндзорском парке и шотландское поместье Биркхолл.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн ларнӑ та аллине чӗри тӗлне тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович ӑна ҫав тери хавас кӗтсе илнӗ, унӑн аллине тытса чӑмӑртанӑ, ӑна пуҫӗнчен те ачашланӑ…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович хирӗҫлеме ӗлкӗриччен Зоя сӗрме купӑса шкапран кӑларнӑ та унӑн аллине тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл ывӑнма пӗлмен, анчах ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хваттерне аран-аран кӑна ҫитсе ӳкнӗ те пӗр-икӗ сехет хушши тӑраймасӑр выртнӑ, аллине час-часах чӗри тӗлне тытнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах вӑл эпӗ астӑвасса ӑна аллине те тытса курмарӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ку та патшана вӗлересшӗн, революци тӑвасшӑн, улпут-хуҫасене пӗтерсе, пӗтӗм влаҫа тата Россия пуянлӑхне тӗттӗм халӑх аллине парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Анчах эсир, вырӑссем, Гитлер аллине кӗрсе ӳкнӗ нимӗҫсене пӗтӗмпех ухмахсемпе айвансем тесе ан шутлӑр.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫапах та бандитӑн пистолетлӑ аллине вӗҫертмен-ха…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлташ ӑна хӑваласа ҫитнӗ те тӑнлавӗнчен ҫапнӑ, сылтӑм аллине пӑрса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Иккӗш те пылчӑк ҫине шуса ӳкнӗ, вара тӑшманӑн ҫӗҫӗллӗ аллине юлташ ярса илме ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӳрте кӗрсен, пурте ҫӗлӗкӗсене хывнӑ та, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫӗсене уҫсах маччаналла тӗллесе выртакан Санюк ҫине пӑхса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Арӑмӗ, сарлака йывӑҫ кравать ҫинче сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, маччаналла пӑхса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шӑпах ҫав вӑхӑтра урамра пӑшал кӗрӗслетнӗ те, Егор Петрович аллине кантӑк ванчӑкӗ пырса тӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сылтӑм аллине юсанӑ, сулахаййине ниепле те сыхласа хӑварма май килмен, шел пулин те.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ферма хуралҫипе ытти ҫынсем чупса ҫитнӗ ҫӗре Валя пушара сӳнтернӗ, анчах вӑл икӗ аллине те пӗҫертсе янӑ, сулахаййине тата темле япала ҫумне лектерсе, кастарса амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Валя больницӑра выртать иккен, унӑн сулахай аллине чавса таранах татнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Самарин кӳршӗсенчен йӗлтӗр шыраса тупнӑ та, хӑрах аллине туя тытса, Ҫуткӳле ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сывлама чарӑнчӗ пулсан та, чечек ҫыххине унӑн аллине тыттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав вӑхӑтра ман ура айӗнче аллине наган тытнӑ ҫамрӑк юнкер юн юхтарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех