Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хресченсем тыткӑна лекнисем патне чупрӗҫ, кашнинех питрен пӑхса тухрӗҫ, анчах вӗсен пуҫлӑхне тупаймарӗҫ.

Крестьяне бросились к пленным, заглядывая каждому в лицо, но главаря они так и не нашли.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ма юлташ, Ҫиччӗмӗш Ханя кунти хресченсем патне хӑвар.

— А Ханя-седьмого ты уж здешним крестьянам оставь, товарищ Ма.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян ун патне пырса алӑ пачӗ.

Сяо Сян подошел и пожал ему руку.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Малта пыраканӗсем ҫӳлех мар тӗмеске патне чупса ҫитсен, Сяо Сян пӑшалсенчен пеме приказ пачӗ.

Как только первые из них подбежали к пригорку, Сяо Сян приказал открыть огонь.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чу, хӑвӑртрах лаша патне чуп!

Старина Чу, беги за телегой!

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Ванпа Лю Шэн ун патне чупса пычӗҫ.

Сяо Ван и Лю Шэн бросились к нему.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ҫав тӗмескесем патне ҫитсе, чи ҫӳллине йышӑнас пулать.

— Надо быстро добраться до холмов и занять самый высокий.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Отряд кӑнтӑрти хапха патне ҫитсен, Го Цюань-хай хӗрлӗ пурҫӑн ялав ҫӗклерӗ.

Когда отряд достиг южных ворот, Го Цюань-хай развернул красное шелковое знамя.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл лашине тӑварчӗ, ӑна шӑварма ҫӑл патне ҫавӑтса кайрӗ.

Он распряг лошадь и повел к колодцу.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лавҫӑ сиксе анчӗ, ҫурӑмӗ ҫине кукуруза миххи хучӗ те, ӑна Го Цюань-хай патне илсе кайрӗ.

Возчик спрыгнул, взвалил на плечи тяжелый мешок с кукурузой и понес его Го Цюань-хаю.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ ӑна уншӑн: «Эсӗ, — тетӗп, — лайӑх ҫын, лашана яланах сан патӑнта таканлаттарӑп, урӑх никам патне те каймӑп».

А я ему за это посулил: «Ты, — говорю, — человек хороший, только тебе и буду давать подковывать лошадь, больше никому».

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ ун патне чееленсе пытӑм.

Я к нему и подъехал.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр кунне Хуа Юн-си ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах тӑчӗ те, ирхи апат тумасӑрах, тӑлӑх арӑм патне уттарчӗ.

На другой день, поднявшись чуть свет и даже не позавтракав, Хуа Юн-си отправился к вдове.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хая шыраса тупсан, ун патне пычӗ:

Разыскав наконец Го Цюань-хая, он обратился к нему:

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань Лао-лю ҫурт-йӗрӗ патне ҫитсен, Ырӑ Кӑмӑллӑ Ду хресченсен союзӗн членӗсем помещик япалисене шута илнине тата вӗсене валеҫсе панине курчӗ.

Подойдя к бывшей усадьбе Хань Лао-лю, Добряк Ду увидел членов крестьянского союза, занятых учетом и распределением помещичьего имущества.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ли Чжэнь-цзян кӗҫӗн ывӑлне хапхи патне хурала тӑратрӗ, хӑй, аслӑ ывӑлӗпе тата кинӗпе пӗрле, сыснине чиксе майлаштарчӗ.

На всякий случай Ли Чжэнь-цзян все же поставил младшего сына караулить у ворот, а сам со старшим сыном и невесткой прикончил свинью.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем чи самӑр сыснине суйласа илчӗҫ, ҫухӑрни ан илтӗнтӗр тесе, унӑн пуҫне михӗпе чӗркерӗҫ, урисене ҫыхрӗҫ те анӑҫри флигель патне илсе пычӗҫ.

Они выбрали самую жирную свинью, обмотали ей голову мешком, чтобы не было слышно визга, связали ноги и приволокли к западному флигелю.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗррехинче Чжао Юй-линь патне Ян Братишка хваттерте пурӑннӑ харчевня хуҫи килчӗ.

Однажды к Чжао Юй-линю явился хозяин харчевни, у которого некогда квартировал Братишка Ян.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян вӗсене Чжао Юй-линь патне ярса тӑчӗ.

Сяо Сян отсылал их к Чжао Юй-линю.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем хыҫҫӑн хӗвелтухӑҫӗнчи хапха патне, лозунгсем кӑшкӑрса, савӑнӑҫлӑ юрӑ юрласа, хаваслӑ халӑх утрӗ.

Вслед за ними к восточным воротам катилась ликующая толпа, выкрикивающая лозунги, поющая радостные песни.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех