Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фома, тусан туснипе, питне пӗркелесе, куҫӗсене хӗскелесе пынӑ, хӑй ҫав вӑхӑтрах: — Ытах халь мана хӗрарӑм хирӗҫ пулсан, вара Софья Павловна ӗлӗкхи пекех ачашшӑн кӗтсе илӗ… Ыран ун патне кайӑп… Ытах — арҫын хирӗҫ пулсан, — ыранах каймӑп, тӑхтас пулать… — тесе шухӑшласа пынӑ.

Фома морщился от пыли, щурил глаза и думал: «Ежели теперь встретится мне женщина — значит, Софья Павловна встретит меня ласково, по-старому… Завтра пойду к ней… А ежели мужчина — не пойду завтра, — погожу еще…»

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ананий патне гостиницӑна кайнӑ чух, Фома ҫаксене — хӑйӗн ашшӗнчен тата ытти ҫынсенчен илтнӗ сӑмахсене — тепӗр хут аса илнӗ, вара Щуров ӑна, темӗнле, хӑйне манир тӗлӗнтермӗш ҫын пек туйӑна пуҫланӑ.

Идя к Ананию в гостиницу, Фома невольно вспоминал всё, что слышал о старике от отца и других людей, и чувствовал, что Щуров стал странно интересен для него.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепле-масарла, унӑн патне пӗр таркӑн-каторжник пырса ернӗ, имӗш; Щуров ӑна хӑйӗн пахчинчи мунчара пытарса усранӑ.

Щуров приютил у себя в огороде, в бане, каторжника.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла, ӗлӗкхи пек пулас ҫуккинчен шикленсе, ун вырӑнне темӗнле урӑххи пулассине туйса, Фома хӗрарӑм патне каясран хӑйне хӑй ирӗксӗрленӗ, асапланнӑ…

Боясь, что как раньше не будет, а должно быть что-то другое, он удерживал себя и мучился…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома ҫакна туйнӑ: вӑл ӗнтӗ ун патне кайсассӑн та, ӑна ӗлӗкхи тӗспе курас ҫук, иртнӗ калаҫу хыҫҫӑн унра мӗн те пулин улшӑннах ӗнтӗ, йышӑнасса та вӑл ӑна ӗлӗкхи пек йышӑнас ҫук, куласса та, темӗнле, шухӑша яракан, ӗмӗт-шанчӑк паракан куллипе кулас ҫук.

Фома чувствовал, что если он пойдет к ней, то увидит ее не такой уже, какой оставил, в ней что-то должно измениться после разговора с ним, и уже не встретит она его так ласково, как раньше встречала, не улыбнется ему ясной улыбкой, возбуждавшей в нем какие-то особенные думы и надежды.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фоман каллех ун патне каяс килнӗ, ҫак кӑмӑл ӑна пӗрӗн-кайӑн ыраттарнӑ, анчах вӑл хӑйӗн кӑмӑлне парӑнасшӑн пулман, манӑҫас тесе, юриех ӗҫе пикеннӗ, хӗрарӑма хирӗҫ тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, ун ҫине ҫилленсе пурӑнма тӑрӑшнӑ.

Фоме хотелось пойти к ней, он болел от желания снова быть около нее, но хмурился и не хотел уступить этому желанию, усердно занимаясь делами и возбуждая в себе злобу против женщины.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах алӑк патне ҫитсен, хӑй хӗрарӑма шеллесе кайнине туйса, ун ҫине хулпуҫҫи урлӑ пуҫне ҫавӑрса пӑхнӑ.

Но у двери в зал почувствовал, что ему жалко женщину, и посмотрел на нее через плечо.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ӗҫ патне ҫитсессӗн вара, эсир шартах сиксе ӳкрӗр те манран хӳтӗленсе тӑтӑр…

— А как дошло до дела — испугались вы и отгородились от меня…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Этеме ҫухатнишӗн хурланни усаллӑн хирӗҫсе тӑракан туйӑма мӑкатнӑ, ҫав вӑхӑтрах, хӑй чысланӑ хӗрарӑм алтанлӗхлӗ иккенне пӗлни Фомана ун патне тата та вӑйлӑрах туртнӑ.

Грусть о потере человека притупила злобу на женщину, а мысль о доступности женщины усилила влечение Фомы к ней.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карчӑкпа старике алӑ парса сывпуллашнӑ хыҫҫӑн, бригада начальникӗ тӑлӑх арӑм Чжао, унтан Бай Юй-шань тата Яланах Пуян Ли патне кӗрсе тухрӗ.

Попрощавшись с ними, начальник бригады зашел к вдове Чжао, затем к Бай Юй-шаню и наконец к Ли Всегда Богатому.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл уҫса пӑрахнӑ кантӑк патне йӑраланса пычӗ те, Сяо Сян ватӑ Тянь пурӑнакан флигеле кӗрсе ҫухаличченех ун хыҫҫӑн пӑхса тӑчӗ.

Он подполз к раскрытому окну и смотрел вслед Сяо Сяну, пока тот не скрылся во флигеле, где жили старики Тянь.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унтан бригада начальникӗ тупӑк патне ҫывхарчӗ.

Затем начальник бригады приблизился к гробу.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресченсем пӗрерӗн тупӑк патне пыма пуҫларӗҫ.

Крестьяне по одному стали подходить к гробу.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вара вӑл тӑчӗ те музыкантсем патне пычӗ.

И почувствовав, что воля восторжествовала, он поднялся и подошел к музыкантам.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтри картинӑсем, чӗрери пысӑк хуйха карланкӑ патне ҫитиех ҫӗклесе, пӗри тепринпе улшӑнса тӑраҫҫӗ.

Картины прошлого быстро сменялись одна другой, выше и выше поднимая в сердце волну скорби, которая подступала к горлу.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑма тупӑк патне илсе ҫитерсен, вӑл кӑшкӑрса йӗрсе ячӗ те ҫӗре персе анчӗ.

Когда женщину подвели к гробу, она зарыдала и рухнула на землю.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Шэн, ҫынсене тӗрткелесе, Сяо Ван патне ыткӑнчӗ.

Лю Шэн, растолкав людей, бросился к Сяо Вану:

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тарӑхать хӗр ҫул ҫинче; Ун патне тепрехинче Илӗп тимӗр шапасем — Тараймаҫҫӗ, тет, вӗсем.

Тут взяла ее досада: И ни в чем мне нет отрады! Если вновь к нему пойду — Черепах двух приведу.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав сасӑсем патне чи малтан ача-пӑчасем чупса ҫитрӗҫ, унтан ҫитӗннисем пуҫтарӑнчӗҫ, — шкул картишӗ пӗр самантрах халӑхпа тулчӗ.

Первыми на эти звуки прибежали ребятишки, затем подошли взрослые, и школьная площадка мигом заполнилась народом.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпӗ те! — вӗсем патне хутшӑнчӗ Хуа Юн-си.

— И я, — присоединился к ним Хуа Юн-си.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех