Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыннӑн кӑмӑлӗ кирек хӑҫан та ҫавӑн пек ӗнтӗ!..

Такова уж человеческая природа!..

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑнсӑртран кӑна хӑй ҫӑлӑнса юлнине ӑнланса илчӗ ӗнтӗ вӑл, шӑпа ӑна пӗр хут кӑна мар ҫавӑн пек инкекрен хӑтара-хӑтара хӑварнӑ.

Он видел, что спасся лишь каким-то чудом, как не раз уже спасался по милости судьбы.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхарсем хӑйсем вара ҫапла хушнинчен те тарӑнрах тума тытӑнчӗҫ; ҫавӑн пек иртен-ҫӳренсене вӗсем килӗсенчен хӑвала-хӑвала кӑларчӗҫ, ҫинчен тата тӗрӗксен ҫывӑхри ҫар ушкӑнӗсене пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Но сами болгары шли еще дальше: они прогоняли таких путников и оповещали о них карательные отряды.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пек ӳплесен алӑкӗсене хаяр хурал сыхласа тӑрать — вӗсенче сана е тӑшмана тыттарса яма пултараҫҫӗ, е хӑйсен те сехрисем хӑпнӑ, унта чарӑнмашкӑн та хӑрушӑ.

Двери многих хижин охраняли беспощаднейшие стражи — предательство или страх, этот цербер, чей лай всегда грозит опасностью.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпа хӑш чухне ҫавӑн пек парадокссем туса шухӑша ярать ҫав.

Судьба иной раз создает подобные каламбуры.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилӗм шыранӑччӗ вӑл хӑйне, анчах ҫавӑн пек самантра ҫеҫ хускалан пурӑнас туйӑм ӑна хӑтарчӗ.

Он искал смерти, но инстинкт самосохранения, который в такие минуты действует сильнее всякой сознательной воли, спас его.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫавӑн чухне инҫетри тусем ҫинчеччӗ.

А в это самое время Огнянов был уже далеко в горах.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав калама ҫук ырӑ ҫын умӗнче Рада намӑсне ниҫтан чӑтса тӑрайман пулӗччӗ, — вӑл та тӗрлӗрен элеке нумай илтнӗ-ҫке, тен, халь ӳкӗнет те пуль хӑй патӗнче ҫавӑн пек хӗре усрарӑм тесе.

Она умерла бы от стыда перед этим добрейшим человеком, — ведь он, конечно, слышал гнусную клевету и теперь раскаивается в своей доброте.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗне кирлӗ ӑна ҫавӑн пӗк пурнӑҫ?

На что нужна ей такая жизнь?

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пиркиех вӑл ҫав тери хуйхӑрса ӳкрӗ, пӗтӗм ӗмӗтне татрӗ.

и не было предела ее скорби, ее отчаянию…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫавӑн пекчӗ ҫав ӗнтӗ.

Так оно и было.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пирки малтанхи ӑнӑҫу пӑлхавҫӑсене кӑштах хавхалантарчӗ, вӗсем тӑшмана хирӗҫ пикенсех персе тӑма тытӑнчӗҫ.

Эта первая удача ободрила повстанцев, и они продолжали вести интенсивный огонь против неприятеля.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Зли-долӑра хурал тӑракансем пӗр хут персе те ячӗҫ; ҫавӑн хыҫҫӑн Огнянов хӑй патӗнчи окопсенчен те харӑс персе яма хушрӗ.

Со Зли-дола стража дала по ней несколько залпов из дальнобойных ружей; тотчас же по команде Огнянова дали залп и с его укрепления.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эй эс, Пӑртли, кам сана ҫавӑн пек илемлӗ ят панӑ? — тесе ыйтрӗ пӗри.

— Эй ты, Прыдле, кто тебя украсил таким славным именем? — спрашивал один.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗрӗсси тӗрӗсех ҫав ӗнтӗ, ҫавӑн пек ҫӗртен пенӗ чух карчӑк та пулин аташас ҫук.

— Что правда, то правда, на таком расстоянии и баба не промахнулась бы.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Лайӑх перетӗр ҫав, ним каламалли те ҫук, ҫавӑн пек ҫывӑхран персе те пӗрре тивертеймерӗр, — терӗ тахӑшӗ.

— Ну и стрелки — с такого расстояния палили, и ни одна пуля не попала! — откликнулся еще кто-то.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилме суд тунӑ ҫынсем кӑна ҫавӑн пек тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрма пултараҫҫӗ теҫҫӗ.

Говорят, что таким глубоким сном забываются осужденные на смерть в ночь накануне казни.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗнле йывӑр та епле хуйхӑртать иккен ҫавӑн пек вилӗм!

Как тяжка, как печальна такая смерть!

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пек иккӗленекен, хӑюсӑр хӗрарӑмпа ун пек ӗҫ ҫинчен калаҫма та юрамасть ҫав.

Он понял, что с нерешительной и слабой женщиной нельзя говорить о таких серьезных вещах.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Теҫетник ҫавӑн пекки тӑватӑ ҫын пуррине пӗлтерчӗ.

Десятник назвал четверых.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех