Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑчӗ те — Чечек Пасарне ҫити самаях пысӑк хушша тӳремпе шанчӑксӑр та вӗттӗн утса иртрӗ, унтан каллех пӗчӗк фонтан хӗррине пырса ларчӗ, ачасен хушшине лекрӗ.

Он встал, маленькими неверными шагами одолел приличное расстояние от площади до Цветного Рынка и сел снова, на краю маленького фонтана, среди детей.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Питӗрӗнчӗк чунӗпе, карт-карт тапса начлатакан чӗрипе, шӑлне ҫыртса вӑл вакунсен темиҫе речӗ айӗпе упаленсе каҫрӗ: шавсӑр, хӑвӑрттӑн, ҫынсем кӑшкӑрашнӑ, утса чӗриклетнӗ сасӑсен, рельссем тӑрӑх мӗлтлетекен ҫутӑ хушшинче.

Сжав зубы, с замолкшей душой и судорожно хлопающим сердцем, прополз он под несколькими рядами вагонов, бесшумно и быстро, среди криков, скрипа шагов и мелькающего по рельсам света.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унтан хирӗҫӳллӗ, тӗтреллӗ шухӑшсемпе тулса ҫитнӗскер станцинелле хыпаланса утса кайрӗ.

Затем, полная противоречивых, смутных мыслей, девушка быстро направилась к станции.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫапах унра тинтерех ҫеҫ таҫта утса пынин, халӗ вара темшӗн чарӑнса тӑнин туйӑмӗ юлчӗ.

Однако у него осталось такое впечатление, как будто он шел и вот зачем-то остановился.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Шӑллӗ аппӑшӗн сӑмахӗсене итлемест, ҫырлине пӗр чарӑнмасӑр хыпса кӑна тӑрать, темӗн чухлӗ ҫисе тултарать те вӑл ҫапла, аран-аран килне утса ҫитет.

Петушок не послушался, клевал да клевал и наклевался так, что насилу домой добрел.

Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.

Ленур сӗлкӗшшӗн хашлатрӗ те — пурте асӑрхарӗҫ: вӑл хытах начарланнӑ, шутсӑр ӗшенчӗк курӑнать, — ӗнси ҫине буйвол хурса ҫӗр миля утса тухнӑ тейӗн.

Ленур тяжело вздохнул — здесь все заметили, что он сильно похудел и выглядит таким усталым, как будто прошел с буйволом на плечах сто миль.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Тӑван яла кайса килнӗ, Кутьуккассипе утса, унӑн сипетлӗ сывлӑшӗпе сывласа пӑхнӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

…Тепӗр икӗ кунран, тӗттӗмленсен, выҫӑхса ҫитнӗ, шӑртланса кайнӑ Калюков Йӳҫпӑхан ҫывӑхӗнчи вӑрмантан тухрӗ те, пахчасен вӗҫӗпе хуллен утса, кирлӗ кил хыҫне ҫитрӗ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса, лупасай патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптӑранӑ Телегин кантӑкран тепре пӗшкӗнсе пӑхрӗ те Сӑпани ҫырма хӗррипе кунталла утса килнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл ҫырма хӗррипе утар тавра утса ҫаврӑнас терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумайлӑха мар эпир, — терӗ Никифоров, атӑ тӑхӑннӑран йывӑррӑн та мелсӗррӗн утса, вутӑ таканӗ ҫине пырса ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс ывӑннӑ та пуль ҫирӗм пилӗк ҫухрӑм утса килсе, выҫса та касӑлнӑ пуль, эп вара хӑналама та тавҫӑрса илейместӗп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утса пырать иккен урампа пӗр ҫын.

Идет по улице человек.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Шӑллӗ алӑкран кӗрсен, Антун сӗтел хушшинчен тӑчӗ, ӑна хытӑ-хытӑ ыталаса илес тесе, аллисене сарса ячӗ, хирӗҫ хавассӑн утса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун, карта ҫумӗпе йӑпшӑнса утса, Маш ук пӳрчӗ патне пычӗ те чӳречерен хуллен шаккарӗ, темиҫе минутран, нимӗнле сас-чӳ те илтӗнменнипе, кантӑка пӳрне вӗҫӗпе тепре кӑтӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пахча хыҫӗпе тухса, вӑл сулахайри ҫырмана анчӗ, пӗшкӗнсе утса, ун хӳттипе урам урлӑ каҫрӗ те вӑрмана, утне тӑлласа хӑварнӑ ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковпа тусӗсем вара ни ҫуран хуллен-ерипен утса, ни утпа вӗҫтерсе ҫитеймерӗҫ Утара, милиционерсем ҫула пӳлни кансӗрлерӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, пылчӑклӑ ҫулпа утса, лашасем ывӑнса ҫитрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков коридорпа шӑппӑн утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тутар иккӗмӗш хутра пурӑнать пулас, ҫӳлелле кушак пек ҫӑмӑллӑн утса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех