Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сцена ҫине тухма хатӗрленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Шупашкарта пулса курнӑ-и эс, Ваня? — ыйтрӗ Эльгеев юлташӗнчен, ҫула тухма хатӗрленнӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ялта варли, ай, пулсассӑн, Улаха тухма шанчӑклӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Акӑ вӗсене сцена ҫине тухма чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ман пек аманчӑка качча тухма килӗшекен хӗр ҫуралман та пулӗ тетчӗ, мӑшӑрланас пирки сӑмах тапратсан…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пире Чӗнерпе Эплес ҫулӗ ҫине тухма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кам пӗлет, пушар-мӗн тухма пултарать, хурал та кирлӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хитре ҫулпа чарӑнӑва ҫити утса тухма та лайӑх, машинӑсемшӗн те меллӗ.

Теперь до остановки можно пройти по красивой дороге, удобна она и для машин.

Вӑрӑмой ялне ҫитме асфальт ҫул сараҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32206.html

Урӑх ҫын каланӑ пулсан ӗненместӗмччӗ, тӑвану Иливан сан пирки вӑл Урасмета качча тухма килӗшнӗ терӗ те — ӗнентӗм…

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет хӑйӗн тарҫисемпе кунӗпе ял тӑрӑх ҫӳрерӗ, кунӗпе ун пуҫӗнчен Сахвине сӑмахӗсем тухма пӗлмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен алманчӑ, тахҫанхи йӑлапа, Сахвине карчӑкран ясак ыйтса курманччӗ, иҫниксем ун килне те кӗрсе тухма ӗлкӗрнӗ иккен, юмӑҫ карчӑк тем те каласа ылханнине пӑхмасӑр ун кӗлетӗнчен темиҫе чӗрес пыл йӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Картишӗнче ҫухӑрашнине илтсе пӳртрен Альпи сиксе тухрӗ, вӑл таҫта Ахтупая чӗнме каясшӑн пулчӗ курӑнать, анчах ӑна хапхаран тухма памарӗҫ, пӗҫҫӗн-каҫҫӑн тыткаласа, ахӑра-ахӑра аслашшӗ патне витене кайса хупрӗҫ, вите алӑкне тул енчен питӗрсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сунарҫӑсем вӑрмантан тухма пӗлмеҫҫӗ: выҫлӑх пулас пулсан вӗсене, яланхи пекех, тир ытларах хатӗрлени ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл лаша кӳлнӗ ҫӗре Ахтупай кӑшт ҫырткаласа пӳртрен тухма та ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни килте ҫапла юмах ярса тӑрас пулсан эпир каҫчен вунӑ киле те кӗрсе тухма ӗлкӗрейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫамрӑк-ха, мӑрсана тухма иртерех-ха сире.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашки вӑхӑтра Урасмет мӑрса хӗрӗпе ӑш пиллӗн калаҫманччӗ-ха, хӑйне качча тухма килӗшмен хыҫҫӑн вӗҫкӗн хӗр ачаран йӑшт пӑрӑнарах ҫӳренӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамышпа ытти мӑрсасем пӑрӑнсан Тукай Яхуте ҫине тепре сиввӗн пӑхса илчӗ те ӑна ним тума пӗлменнипе лач! сурчӗ, вара тепӗр тӗкӗрҫе хӑйӗн Султанне йӗнерлесе тухма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртри ҫынсем урама тухма хӑймарӗҫ, хан отрядне хӳме шӑтӑкӗсенчен вӑрттӑн пӑхса ҫеҫ ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кӗтнӗ пекех, мӑрса учӗсем иккӗшӗ те (хуҫа Юмансар ака туйне икӗ утне ҫеҫ илсе тухма хушрӗ) пилӗк ялпа ирттернӗ ӑмӑртура пӗрремӗшпе иккӗмӗш парнесене илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех