Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫав самантрах лаши ури айне пӑхрӗ те Наскокӑн малти урисем хушшинче ҫинҫе пралук тӑсӑлнине курах кайрӗ.

И только взглянул он под копыто коню, увидел, что под передними ногами Наскока тянется тонкая проволока.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Эпӗ сире самантрах сыватӑп.

Я вас быстро вылечу.

Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Тупӑсене кӗтсе илес, тупӑ башньӑна пӗр самантрах аркатӗ, — каланӑ пӗрисем.

— Надо подождать пушку, пушка сразу разрушит башню, — сказали одни.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Шпулькӑ пушансанах ҫаврӑнса тӑракан йӗкене вӑл сулахай аллипе чарать те ҫав самантрах шуса пыракан ҫип вӗҫне икӗ пӳрнипе ярса тытать.

Когда пустела одна из маленьких шпулек, он, действуя левой рукой, как тормозом, останавливал большую шпульку и одновременно большим и указательным пальцами ловил свободный конец нити.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Пӗрре вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, хайхи кашкӑр ҫав юнлӑ йӗре ҫуласа пынине курчӗ, вара вӑл ҫав самантрах, хайхи кашкӑра вӗлермесен… ӑна тӗп тумасан… хӑйӗн мӗнле вилӗмпе вилмелле пулассине чухласа илчӗ.

Оглянувшись как-то, он увидел, что волк с жадностью лижет этот кровавый след, и ясно представил себе, каков будет его конец, если он сам не убьет волка.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл кӑшт кӑна ҫӗкленсе, вут чӗртсе ярас кӑмӑлпа, мӑк патнелле кармашрӗ, анчах ҫав самантрах, хӑй ура ҫине тӑма пултарайманнине чухласа илчӗ.

Он хотел набрать сухого мха, но не смог подняться на ноги.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Пӑлан пӗр аллӑ утӑмра пек кӑна тӑрать, ҫакна курсан ҫын, пӗр самантрах, вут ҫинче ӑшаланакан пӑлан какайӗн татӑкне аса илчӗ, унӑн шӑршине те туйрӗ.

Олень стоял от него шагах в пятидесяти, не больше, и ему сразу представился запас и вкус оленины, шипящей на сковородке.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Шывӗ ҫав тери сивӗ, пӑр пек, ҫавӑн пирки вӗсен ура пакӑлчакӗсем ыратма пуҫларӗҫ, урисем пӗр самантрах шӑнса кӳтсе кайрӗҫ.

Хотя вода была холодная, как лед, — такая холодная, что ноги у них и даже пальцы на ногах онемели от холода.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Лось ҫак самантрах куҫӗсене хупрӗ.

Лось сейчас же закрыл глаза.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ҫак самантрах питне аллипе хупларӗ, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе касӑлнӑскер — чӗтренет, ҫавӑнпа та ӑна типӗ тӗме ҫунтарса кӑшлакан вут пек курӑнми ҫулӑм ҫупӑрласа илчӗ.

Лось сейчас же закрыл лицо рукой, весь сотрясся, пронизанный усилием воли, и оттого невидимое пламя охватило его, как огонь, пожирающий сухой куст.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пилӗк-ултӑ карап ҫав самантрах ун еннелле пӑрӑнчӗ.

Пять-шесть кораблей сейчас же повернули в его сторону.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось шнура туртрӗ те — ҫав самантрах тӗкӗр патӗнчен каялла сиксе ӳкрӗ: унта, хунарсен хӗрлӗрех ялтӑравӗнче, тӗтӗм палкамӗ вӗҫет, ҫулӑм сирпӗнет-ҫиҫет, хӗлхемсем сывлӑша каса-каса ҫиҫкӗнеҫҫӗ…

Дёрнул за шнур, и сейчас же грохотом отшвырнуло его от зеркала: там в красноватом сиянии фонарей, летели клубы дыма, чиркали огненные вспышки, искры.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хыпашласа вӑл Аэлита хул пуҫҫине тупрӗ, ҫав самантрах тути ҫинче унӑн сывлавне туйрӗ.

Ощупью он нашёл плечо Аэлиты, и сейчас же почувствовал на губах её дыхание.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӳлӗмӗн ҫурма сӗмлӗхӗнче кӗтмен ҫӗртен хуллен шӑхӑрни илтӗнсе кайрӗ, ҫав самантрах туалет сӗтелӗн тӑрӑхла ӗренки пӗлӗтлӗ ҫутӑпа хыпса илчӗ.

Вдруг, в полумраке комнаты раздался тихий свист, и сейчас же вспыхнул облачным светом овал на туалетном столике.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах Аэлита Лося мӑйӗнчен ытамларӗ, — пепке пек.

Тогда Аэлита стремительно обвила шею Лося, как ребёнок.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах вӑл ҫав самантрах кулса ячӗ, пӳрнинчи ҫӗрре хыврӗ.

Но сейчас же она засмеялась, сдёрнула с пальца кольцо.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав вӑхӑтра тӗлӗнмелле пулӑма уҫаҫҫӗ: ку — ӳсен-тӑран вӑррисенче тӗлӗрекен вӑя, пурнӑҫ хӑватне, самантрах кӑларса унпа усӑ курма май килни.

В то время было сделано изумительное открытие, — найдена возможность мгновенно освобождать жизненную силу, дремлющую в семенах растений.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев ҫак самантрах ӑна ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа тытрӗ.

Гусев сейчас же обхватил её поперёк спины.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Коридорта ҫав самантрах ун умӗнче Ихошка мӗлтлетрӗ.

В коридоре, сейчас же, мотнулась перед ним Ихошка.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара тинех статуйӑран хӑпрӗ те ҫав самантрах аялта, пусма ҫинче, Аэлитӑна асӑрхарӗ.

Тогда он отошёл от статуи, и сейчас же увидел внизу, на лестнице, Аэлиту.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех