Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уншӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине — Нок хурахла ӗҫ туса тупнӑ питех те пысӑк укҫа уншӑн чикӗ леш енче хӑтлӑн пурӑнмалли шанчӑклӑ ҫӑл куҫ пулса тӑнӑ.

К тому же весьма крупная сумма, добытая Ноком ценой преступления, стоила в ее глазах безвыездного житья за границей.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вуласа тухни уншӑн ҫӗнӗлӗх мар, анчах ҫакӑ питӗ вӑйлӑ йӑнӑшас марччӗ тесе хӑюллӑн шаннине тӗппипех ҫапса хуҫрӗ.

Прочитанное не было для нее новостью, но отнимало — и окончательно — самые смелые надежды на то, что она могла крупно, фантастически ошибиться.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫӑмӑлттай Бенц карап хӗрринчен тайӑлнӑ та — мол ҫинче чарӑннӑ чиперкке прачкӑпа вылянчӑклӑн калаҫать; Сигби пурнӑҫне ылхана-ылхана кухньӑра кастрюльсене шакӑртаттарать, чунӗ туллашнипе кашӑксемпе ҫӗҫӗсене ӑҫта килнӗ унта вӑркӑнтарать; Фук сӳрӗккӗн темӗн ӗнӗрлекелесе ҫӗтӗк калпакне саплать, ҫипне ҫеҫ мар, катмар йӗп ҫӑртине те тӑрӑшсах сурчӑклать, йӗппи пысӑк пулин те ҫӑртине ҫип тиресси уншӑн питӗ те питӗ сумлӑ, мухтавлӑ ӗҫ пек туйӑнать; Мануэль, Крисс, Тромке тата Бангок боцман трюм ҫине ларнӑ та утмӑл улттӑлла мӑшӑррӑн выляҫҫӗ.

Легкомысленный Бенц, перегнувшись за борт, лукаво беседовал с остановившейся на молу хорошенькой прачкой; Сигби, проклиная жизнь, гремел на кухне кастрюлями, швыряя в сердцах ложки и ножи; Фук меланхолично чинил рваную шапку, старательно мусля не только нитку, но и ушко огромной иглы, попасть в которое представлялось ему, однако же, делом весьма почтенным и славным; а Мануэль, Крисс, Тромке и боцман Бангок, сидя на задраенном трюме, играли попарно в шестьдесят шесть.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл хӑйӗн чунӗшӗн кӑна ҫунать, эпир халӗ уншӑн — тьху, тьху!

Ему до своей души дела много, а до нашей — тьфу, тьфу!

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Кӑштахран, — ҫакӑ уншӑн питех те йывӑрпа пулчӗ, Гарвей хӑрӑлтатса кӑларчӗ:

Потом, и было видно, что это стоит ему огромного напряжения, Гарвей прохрипел:

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Палуба ҫине ахаль тимӗр кача пулӑшнипе улӑхасси уншӑн ниме тӑман япала ҫеҫ.

Взобраться на палубу при помощи обыкновенной железной кошки было для него пустяком.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Каччӑн тӗксӗм куҫӗсенче телейлӗ аптӑрав хӗлхемӗсем ҫиҫеҫҫӗ, вӑл хӗр ҫине уншӑн тӑрӑшса, ӑна хӳтӗлесе тӗмсӗлнӗ.

Счастливое недоумение искрилось в темных глазах юноши, заботливо устремленных на девушку.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян алӑк каррине татӑклӑнах сирчӗ те васкавлӑн малалла иртрӗ; унӑн тинӗс аттин сасси пушӑлӑхра хыттӑн янӑрать; вӑл, хумханса ӳкнӗскер, вак-тӗвеке япӑх уйӑрать; залпа кунти сӗтел-пукан уншӑн халиччен курманлӑха, пысӑк чӑпарлӑха, кӗленче-хрустальпе тӗрӗ-эреш, ылтӑн-кӗмӗл капламне пӗрлешрӗҫ.

Аян решительно отбросил портьеру и быстро пошел вперед; шаги его морских сапог гулко раздались в пустоте; взволнованный, он плохо различал подробности; зала и ее обстановка сливались для него в одно большое, невиданное, пестрое, стеклянное, резное и золотое.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пичӗ виҫесӗр тарӑхупа ҫунать; енчен те тарҫӑ кунта килсе кӗрес тӗк — ҫак самант уншӑн ҫӗр ҫинчи пӗтӗмлетӳллӗ кун пулатчӗ ахӑр.

Лицо его пылало негодованием; возможно, что появление в этот момент лакея было бы для слуги полным земным расчетом.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян сӑнӗ кулӑпа витӗнчӗ; халӗ уншӑн пурте — шлюпка, кӗсменсем, хунар, хыҫала пытарнӑ пӑшал, — тӗлӗнмелле хаклӑ та кӑмӑллӑ япаласем.

Аян засмеялся; все — шлюпка, весла, фонарь, ружье, спрятанное в корме, — показались ему удивительно приятными, дорогими предметами.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Уншӑн та спаҫҫип сана, пултӑрӑм, — терӗ Калюков сиввӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уншӑн тӗнче пӗтес ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, уншӑн та мар-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку вара, паллах, уншӑн та ырӑ япала пулас ҫук…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпанин, чӑн та, Крапивин, тен, яла уншӑн ҫӳрет тесе ҫав тери калас килет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Халӗ эсир юнашар пӳлӗме кайӑр та, хӑвӑр Калюков эшкерӗпе хӑҫан, мӗн тӗллевпе ҫыхланса кайнине, вӑрӑ-хурахсене епле пулӑшса тӑнине, вӗсем уншӑн сире епле тав тунине, мӗн чухлӗ тӳленине тата ыттине те пӗтӗмпех-пӗтӗмпех ҫырса хатӗрлӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, ялан пуҫлӑхра ларас ӗмӗтпе шухӑшламасть вӑл ҫапла, ҫук, пачах та уншӑн мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс, Симун Лӑриванчӑ, юлташлӑх ҫынни мар, ма санӑн ҫав тери кӗҫтет уншӑн? — пӳлчӗ ӑна Шиков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр япалана кӑна уҫҫӑн ӑнланса илчӗ вӑл: уншӑн чи хӑрушӑ пулма пултарнӑ самант иртрӗ, питӗ ӑнӑҫлӑн, чипер иртрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен мана уншӑн револьвер тупса парайсан…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех