Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Пире, арҫын ачасене, лашапа ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Иномаркӑри 35 ҫулти хӗрарӑм, 11-ти хӗрачапа 10-ри арҫын ача аманнӑ.

Ранения получили 35-летняя женщина в иномарке, а также 11-летняя девочка и 10-летний мальчик.

Муркаш районӗнчи аварире 5 ҫын аманнӑ, пӗри - вилмеллех // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34333.html

Арҫын авари вырӑнӗнчех вилнӗ.

Мужчина умер на месте аварии.

Муркаш районӗнчи аварире 5 ҫын аманнӑ, пӗри - вилмеллех // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34333.html

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» водителӗ, 38 ҫулти арҫын, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.

По предварительным данным, водитель «Киа», 38-летний мужчина, выехал на дорогу встречного движения и столкнулся с «Ладой Гранта».

Муркаш районӗнчи аварире 5 ҫын аманнӑ, пӗри - вилмеллех // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34333.html

Тутарстанри 50 ҫулти арҫын тата унӑн Пермь тӑрӑхӗнчи пӗлӗшӗ вӑрланӑ.

Похитителем оказался 50-летний мужчина из Татарстана и его знакомый из Перми.

Кабель сутса эрех туяннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34331.html

Алексей Гаврилов — ҫамрӑк, вӑйпитти арҫын, ку тӑрӑхшӑн ют ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те тиркемен, ҫуран ҫӳрекен ҫынна та ҫул паман.

Мужчина пренебрег не только красным светом светофора, но и не уступил дорогу пешеходам.

Водитель ҫынна чутах ҫапса хӑварман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34295.html

Коллективра пӗр арҫын ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫ вӗрет // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/10/ce%d0%b2e-% ... %b5%d1%82/

Асӑннӑ ӳсӗмре (8-9 кл.) арҫын ачасенчен медальсемпе дипломсене тата спорт калпакӗсене пӗтӗмпех Аслӑ Елчӗксем тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Арҫын ачасенчен финиша 1-мӗш Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи Владимир Афанасьев ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Педагог хӑй ӗҫлеме пуҫланӑранпа пуҫласа пӗрремӗш хут арҫын ачан куҫӗсем телейпе ҫиҫнине, юратнӑ учителӗ ҫине амӑшӗ ҫине пӑхнӑ евӗр ӑшшӑн-ӑшшӑн тинкернине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Пӗринче вӗрентекен арҫын ачапа ҫыхӑннӑ характеристикӑна тишкерме ларать:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Ҫапах та вӗрентекен класри ачасем лӑпкӑ маррине, вӗсем пӗр класри арҫын ачаран ютшӑннине туять.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Тепӗр кунхине арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, 5 пин тенкӗ кивҫен илнӗ.

На следующий день мужчина снова позвонил, позаимствовал 5 тысяч рублей.

Пӑртас арҫынни Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34230.html

Арҫын ун чухне унран 1 пин тенкӗ кивҫен илнӗ, вахтӑра татах юлассине пӗлтернӗ.

Мужчина тогда взял у него взаймы 1 тысячу рублей и сказал, что останется еще на вахте.

Пӑртас арҫынни Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34230.html

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳренӗ.

44-летний мужчина из деревни Буртасы Вурнарского района ездил на работу в Москву по вахтовому методу.

Пӑртас арҫынни Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34230.html

Куславкка районӗнчи Паланкасси ялӗнче 55 ҫулти арҫын йывӑҫ пӳртре пӗчченех пурӑннӑ.

В деревне Баланово Козловского района 55-летний мужчина жил один в деревянном доме.

Ҫутӑсӑр, газсӑр пӳртре пушарта вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34228.html

Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын пушарта вилнӗ.

В результате пожара скончался мужчина в одной из деревень Козловского района.

Ҫутӑсӑр, газсӑр пӳртре пушарта вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34228.html

Ватӑ карчӑка пулӑшас тесе темӗнле арҫын вӑйлӑ аллине ун еннелле кӑнтарчӗ.

На помощь старухе протянулась чья-то крепкая мужская рука.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӳршӗ ҫӳллӗ те имшер арҫын.

Это был высокий, худой мужчина,

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех