Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен те эсир ҫыннӑн ӗҫӗ шутне кӗмен япала тума ыйтсан, сӑмахран, швейцара такси чӗнме хушсан, тӳлемелле.

Плата за услугу предусмотрена за какое-то особое поручение, которое выполняющий не обязан делать, например, за вызов такси швейцаром и т. п.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ыттисене чӑрмантарса пӗр-пӗр ҫынна мӗн те пулин туса панӑшӑн, сӑмахран, мӗн те пулин черетсӗр илсе панӑшӑн, тӳлеме юрамасть.

Недопустимо давать деньги за такую личную услугу, которая оказана в ущерб другим, например, чтобы получить что-нибудь вне очереди (место, обед, пальто из гардероба и т. д.).

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Капитализмлӑ ҫӗршывсенче хӑшпӗр профессипе ӗҫлекенсемшӗн «чейлӗх» панӑ укҫа вӗсен пурнӑҫӗнче пӗртен пӗр тупӑш пулса тӑрать; сӑмахран, отельсенчи служащисем, кельнерсем, столовӑйри е кафери официантсем, швейцарсем т. ыт. те.

В капиталистических странах существуют профессии, в которых чаевые служат единственной или главной статьей дохода, например, служащие отелей, кельнеры, официанты столовых и кафе, швейцары, посыльные и др.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, «Справочнӑй итлет» тенине илтсен, кӗскен те ҫав вӑхӑтрах кӑмӑллӑн хӑвӑра мӗн кирлине ыйтмалла.

Например, получив ответ на вызов «Справочная», спрашивают, по возможности коротко и в то же самое время вежливо, нужные сведения.

Ӗҫри телефон // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Эсир шӑнкӑртаттарсан, трубкӑна тытса ответ пачӗҫ пулсан, сӑмахран, «2-32-02» итлет» е «исполком итлет» е ахаль анчах «алло» терӗҫ пулсан, «кам калаҫать?», «кам унта?» т. ыт. те тесе ыйтни килӗшӳсӗр.

Получив на свой телефонный вызов ответ: «232-20 слушает» или «исполком слушает» или даже просто «алло!», неприлично спрашивать: «кто там?», «кто у телефона?» или «кто говорит?»

Ӗҫри телефон // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑшпӗр чухне анчах, сӑмахран, кӗҫ-вӗҫ тапранса каяс поезд, автобус, самолет ҫине васканӑ чухне е халь пуҫланакан кинона кӗрес текенсене кӑна черетсӗр билет илме ирӗк параҫҫӗ.

В исключительных случаях, например, у билетных касс, пропускают вперед тех, кто спешит на vходящий поезд, самолет, автобус или на начинающийся сеанс в кино.

Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, тӗрлӗ тӳлевсене, хаҫат-журнал ҫырӑнассине, уявра яракан телеграммӑсене юлашки куна хӑвармалла мар, маларах тума тӑрӑшмалла.

Например, различные платежи, подписку на газеты и журналы, отправление праздничных телеграмм можно не оставлять на последний день, делая все заблаговременно.

Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, Кабанов хӑй мӑшӑрне ыттисемпе ҫапла паллаштарать: «Манан мӑшӑр, Наталья Алексеевна Стриж».

Например, тов. Кабанов представляет свою жену, носящую другую фамилию: «моя супруга, Наталья Алексеевна Стриж».

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗртӑвансем нумаййӑн пулсан, вӗсен ятне калани аван, сӑмахран: «Манӑн йӑмӑк (е аппа) Анна Владимировна» е «Манӑн шӑллӑм Арсений» т. ыт. те.

Если же у представляемого есть еще братья или сестры, то для ясности можно добавить имя, таким образом; «моя сестра Анна Владимировна» или «мой брат Арсений».

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Нумай ҫынлӑ банкетсенче (сӑмахран, официаллӑ йышӑнура) хӑнасене йышӑнаканни пӗр-пӗринпе пурне те паллаштарма пултараймасть.

На многолюдных банкетах (например, на официальном приеме) принимающий гостей не в состоянии всех представить друг другу.

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Икӗ мӑшӑр тӗл пулсан (сӑмахран, икӗ ҫемье) малтан хӗрарӑм — хӗрарӑма, арҫын — арҫынна саламлаҫҫӗ, кайран хӗрарӑмсем арҫынсене, арҫынсем хӗрарӑмсене сывлӑх сунаҫҫӗ.

Если встречаются две пары (например, супруги), то, прежде всего, здороваются между собой женщины и мужчины, затем женщины здороваются с мужчинами.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран: «каҫарӑр, ҫапах та эп сирӗнпе килӗшместӗп», «мана эсир тӗрӗс мар каланӑ пек туйӑнать», «ку япала пирки эпӗ урӑхларах шутлатӑп» т. ыт. те.

Например: «простите, но я с вами не согласен», «мне кажется, что вы неправы…», «я придерживаюсь иного мнения…» и т. д.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑшпӗр чухне ҫынна мухтаса мӗн те пулин каламанни килӗшӳсӗр, сӑмахран, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хатӗрленӗ тутлӑ апат-ҫимӗҫе хаклама пӗлменни е вӑл тараватлӑ пӑхнине асӑрхаманни сӑпайсӑрлӑхпа юнашарах тӑрать.

В некоторых случаях невысказанный комплимент может граничить с невежливостью, например, если вы не сумеете оценить с любовью приготовленные хозяйкой яства или другие знаки ее внимания.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, хӗвел аннине сӑнаса, унпа киленсе тӑракан ҫынна хӑвӑн малашнехи ӗҫ планӗсем ҫинчен, ӗҫ планне сӳтсе явакан ҫынна хӑвӑн ӗнерхи илӗртӳллӗ каҫу ҫинчен каласа тӑмаҫҫӗ.

Не говорят, к примеру, тому, кто любуется закатом солнца, о своих планах работы, а обсуждающему план работы о своей вчерашней вечеринке.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран: «Ҫапла, ку ҫавӑн пек, Березин юлташ», «Березин юлташ! эсир каланӑ тӑрӑх…»

Например: «Да, это так, товарищ Березин…», «Товарищ Березин, вы говорите…»

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, «вӑл пӗлет» мар, «Семенов юлташ пӗлет».

Например, не «он знает», а «товарищ Семенов знает».

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ыттисем пӗлекен чаплӑ ҫын ҫинчен каланӑ чухне «юлташ» сӑмах тухса ӳкет,, сӑмахран: «Густв Эрнесаке отпускра», «Шолохов ҫӗнӗ произведени ҫырчӗ».

Слово «товарищ» опускается, если говорят об известном, выдающемся, знаменитом человеке, например: «Густав Эрнесакс уехал в отпуск», «Шолохов написал новое произведение».

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Швецире тата Польшӑра ют ҫынна, уйрӑмах аслисене е пуҫлӑхсене чӗннӗ чухне «эсир» тесе чӗнни кӑна ҫителӗксӗр, тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа 3-мӗш сӑпатпа усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран: «Тухтӑр мана пулӑшма кӑмӑл тумасть-ши?», «Улпут арӑмне ӑсатса яма юрать-ши?»

В Швеции и Польше считается недостаточно вежливым обращаться к чужим, особенно к старшим или начальству на «вы», а для этого используется третье лицо, например, «не хочет ли доктор мне помочь?», «можно ли госпожу проводить?» и т. д.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, «ларӑр, тархасшӑн», «паллашӑр, тархасшӑн», «сире паллаштарма юрать-и?» тата ытти сӑмахсене каланӑ чухне алпа кирлӗ пек тӑсса кӑтартма юрать.

Например, выражения «садитесь, пожалуйста», «познакомьтесь, пожалуйста», «можно Вам представить?» и т. д. могут сопровождаться соответствующим жестом.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӳрте кӗнӗ, паллашнӑ, сывлӑх суннӑ, тав тунӑ е мӗн те пулин ыйтнӑ чухне, сӑмахран, ташлама чӗннӗ чухне, пуҫ таяҫҫӗ.

Кланяются здороваясь и входя в помещение, представляясь, благодаря и при обращении с просьбой, например, при приглашении на танец и т. д.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех