Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аян койка патӗнчех; чӗнмест; унӑн шалтан ҫуталакан куҫӗсем тытӑнкӑллӑ ҫӗкленӗве пӗтӗмӗшле сӑнарлаҫҫӗ, ҫак ҫӗкленӳ кӗтмен ҫӗртен сасӑ кӑларма, хӑйӗншӗн паллӑ мар сӑмах пӗлтерме, ку ҫеҫ мар — ал тупанӗ ҫинчи евӗр уҫӑмлӑ пулса тӑмашкӑн хӗрӳллӗн евитлеме хистет-ыйтать.

Аян молча стоял у койки; его озаренные изнутри глаза отражали общее сдержанное возбуждение, заражавшее желанием неожиданно возвысить голос и произнести неизвестное ему самому слово, целую речь, после которой все стало бы ясно, как на ладони.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сэт мӑйӑхне сӑтӑрса тӳрлетрӗ, Реджӑн тӑсӑлса чалӑшнӑ физиономине чеен куҫ хӗсрӗ те кӗтмен ҫӗртен чӑнласах, шухӑшлӑн пуплеме пуҫларӗ, унӑн йӑкӑлти куҫ шӑрҫисенче ҫеҫ, таҫта шалта, йӗкӗлтевлӗ кулӑ хӗлхемӗсем ялкӑшаҫҫӗ.

Сэт вытер усы, лукаво подмигивая натянутой физиономии Реджа, и стал внезапно серьезен, только в самой глубине его вертлявых зрачков вспыхивали насмешливые огоньки.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хупахри, масарти шанчӑксӑр обществӑрилле хутӑшса арпашӑннӑ лару-тӑру Аян чӗринче кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленӳ ҫуратрӗ: пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пулӑм килессе туйни унӑн ҫамрӑк куҫӗсене сунара тухнӑ ҫӳлевӗҫ куҫ шӑрҫисен канӑҫсӑр йӑлтӑртатӑвӗпе тултарчӗ.

Смешанное настроение кабака, кладбища и подозрительного общества отозвалось в сердце Аяна неожиданным возбуждением: предчувствие важных событий наполнило его молодые глаза беспокойным блеском зрачков рыси, вышедшей на охоту.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Унӑн хупӑнассине хирӗҫлекен куҫӗсем маччаналла тӗмсӗлнӗ — унта, хӑмасен сӑмалаланӑ хушшисенче, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫакланнӑ ҫак вилӗм сӑлтавӗ пытаннӑ тейӗн.

Упорно не закрывавшиеся глаза его были обращены к потолку, словно там, в просмоленных пазах, скрывалось объяснение столь неожиданной смерти.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кӗтмен мар вӑл ҫапла пулма пултарасса, ҫапах хӗрарӑма, ача амӑшне тӗкӗнмессе шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курносов, кайнӑ чухнехи пекех, пач кӗтмен ҫӗртен килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, пӗр-пӗр кӗтмен япала, — Сидор сӑмахне чӑвашла куҫарчӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара хурахсем хушшинче Калюков пулнине, вӑл ҫур ҫӗр ҫитеспе килне каҫнине, кӗтмен хӑнасем ялтан тепӗр кун ҫӗрлене хирӗҫ кӑна кайнине пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйсем патне хӑнасем пырасса кӗтмен хӗрарӑмсем, Никифоровпа Крапивин вырӑсла хапха калинккине уҫса кӗрсен, вӑтаннипе аванмарлансах кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри — пӗчӗкреххи — кӗтмен ҫӗртен Хӗлимун патнех ишсе пычӗ те каларӗ ӑна:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ Никифоровшӑн пач кӗтмен хыпар пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, вӗсем хурахсем пӳртрен хыҫал енчен тухса тарасса кӗтмен пулас, ҫавӑнпа тӳрех пемерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунашкаллине пач кӗтмен янавар кӳреннипе урапана карт! туртрӗ, сулахаялла туртӑнса, ҫул ҫинчен пӑртак пӑрӑнчӗ те каялла кӗриччен ҫапла пӗр хӗрӗх-аллӑ хӑлаҫ чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялан ҫапла вӑл, пач кӗтмен самантра пырса тухать сан патна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрӑ-хурах эшкерӗ пач кӗтмен ҫӗртен йӗркеленсе кайнӑ та кӗске вӑхӑтрах вӑйланса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗтмен хӑнасене куҫне тем пек чалӑштарса, хайӑрса пӑхать те ҫав, анчах вӑя хирӗҫ мӗнех тӑвайӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсем юланутпа ҫӳренӗрен тата кӗтмен тытӑҫу самантрах вӗҫленнӗрен ҫынсен сӑн-питне никамах та астуса юлайман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кун пек чӑрсӑрлӑха кӗтмен поляксем, — пӗр отделение яхӑн, — хӑраса ӳксе, айккинелле вирхӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кун пеккине кӗтмен поляк салтакӗсем вӑшт кӑна тарса ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех